Алсиш
Январь пуçламăшĕнче хамăрăн вăтам шкулти химкабинет валли спирт илме районти аптекăна кайрăм. Хучĕсене малтанах хатĕрлесе хунăччĕ те виçĕ литр спирт часах илсе тухрăм. Çанталăк сивĕтнĕçем сивĕтсе пычĕ. Пӳрт пĕренисем те шарт та шарт çурăлаççĕ. Кам патне те пулин кĕрсе лашана пĕрер сехет çитересчĕ. Хамăн та кăштах çырткаламалла. Çапла шухăшласа тăнă вăхăтра пĕр вăтам пӳллĕ арçын ман еннелпе васкасах çывхарнине асăрхарăм. Вăл хура кĕрĕкпе, тилĕ тирĕнчен çĕленĕ лапсăркка сарă çĕлĕкне чалăшшăн лартнă та сылтăм хăлхине ăшă перчеткепе хупланă.
— Салам, Тимахви! Шăпах сана кĕтеттĕм-ха эпĕ, — тетĕп шӳтлесе.
— Салам, салам, — мăкăртатрĕ вăл малалла утнă май.
— Ăçта çаплах хыпаланатăн?
— Киле.
— Апла пулсан лашана шăвармалла эпĕ те пырам-ха.
Çак сăмахсем, кувалдăпа çапнă пекех, Тимахви пуçне кĕрĕк çухи айне путарчĕ.
— Ма чĕнместĕн?
— Ан ӳпкелеш, Сергей, халĕ манăн санпа аппаланма вăхăтăм çук, чăнласах васкатăп тата арăм та килте мар.
— Мана санăн арăму кирлĕ мар, хамăн та пур.
— Çапли çапла-ха вăл. Анчах та мăшăрăм килте пулсан, апат-çимĕç хатĕрччĕ тетĕп-çке.
— Тупрăн калаçмалли. Эпир, мĕн, чей ăшăтаймастпăр штоль?
— Вăл çапла. Çапах та эпĕ питĕ хыпаланатăп. Ан çиллен, тепĕр чух хам юри чĕнĕп...
Акĕ епле! Ялта кӳршĕллех пурăнаттăмăр. Ачаран пĕрле ӳснĕ. Вăтам шкул пĕтеричченех пĕр парта хушшинче ларнă. Халĕ хулана куçса пĕр начальник пулчĕ те манпа калаçасшăн та мар.
Пĕлĕшсем татах та пур-ха кунта. Хăшин патне çул тытам-ши? — шухăша путрăм.
— Мĕн шырама килнĕ вара эсĕ çак сивĕре? — инçетрен кăшкăрать Тимахви.
— Шкула валли спирт илтĕм.
— Спирт... тупнă вăхăт. Ну юрĕ, çавăр лашуна. Чейпе те пулин хăналаса ярам. Ĕç кашкăр мар, вăрманах пăрахса тармĕ-ха.
Тимахви хула хĕрринче икĕ пӳлĕмлĕ хваттерте пурăнать. Пахча-çимĕç пĕтĕмпех хăйĕн, хурт-хăмăр тытать. Кроликсем тата чăхсем усрать. Пурнăç унăн пыл та çу. Анчах та çав «пыл та çу» тенине кӳршĕри пĕчĕк йывăç çуртра пурăнакан хунешшĕпе хунемĕш майлаштарса пыраççĕ.
Эпĕ урхалăха пушатса лашана шăварнă, çикеленĕ вăхăтра хуçа чей ăшăтма васкарĕ.
— Эсĕ мана ан айăпла ĕнтĕ. Чей патне манăн кунта, сахăрпа çăкăрсăр пуçне, урăх нимĕн те тупăнмарĕ. Тоня килте пулнă пулсан...
— Юрĕ-çке, — пӳлетăп ăна. — Акă кунта манăн Дуняша сумкăна кăштах çырткаламаллисем чикнĕ пулас-ха. — Сĕтел çине шăрттан, темиçе çăмарта, пĕр ывăç канфет, пĕр пуç сухан кăларса хутăм.
— Ха, кунта санăн чăн-чăн ресторан, — пуçне пăркаласа илчĕ Тимахви. Хăй çав вăхăтрах тутисене чалăштарса хучĕ те хырăмне пăчăртаса тытрĕ.
— Мĕн пулчĕ?
— Иртенпех ыратать.
Паллах, спирт вăйăклать. Чее, мур илесшĕ. Шкулта та урокне хатĕрленмен кун час-часах «варвиттипе» аптратчĕ.
— Чакарма пултараймастăп. Лаборант комисси пуçтарсах акт çырма пултарать.
— Ан пăшăрхан. Тепĕр чух ытлашшинех илĕн. Акă ыранах аптека заведующине шăнкăравласа хурăп.
— Пустуй калаçу çеç ку, Тимахви. Ытлашшине мана мар, сана хăвна та памаççĕ. Енчен те эпĕ сан патна пуçсăрлансах хăнана кĕтĕм пулсан, сан кăмăлушăн кăштах юхтарса илĕпĕр, — килĕшрĕм хуçапа. Калас пулать, килте эмелшĕн юри хатĕрленĕ çур литр спирт усраттăм.
Чейĕ пире кирлех те пулмарĕ, унсăрăн та лайăх ăшăнтăмăр. Эпĕ çул çинчи çын, çавăнпа та хама çуршар черкке кăна яратăп. Аппетит тени вара кашкăр карланки пекех сарăлса кайрĕ. Ман арăмăн кучченеçне самантрах сăптăрса хутăмăр.
— Эх, Тоня килте çукки... — нăйкăшать Тимахви. Хăй хытнă çăкăр таткисене ман еннепле тĕртет.
— Мĕнех вара, — тетĕп атă патушĕ пек чĕнленнĕ татăка кăшланă май, — çăкăртан аслă пулаймастăн. Арăму часах килмелле пулсан, кĕтме те пулать, — пĕр кулмасăр шӳтлешетĕп.
— Çук, çук! — усал шăна çыртнă пекех аллисемпе çапкаланса илчĕ Тимахви. — Каç пулмасăр кĕтмелли çук. Ырана та юлма пултарать-ха. Вăл çавнэшкал, — терĕ мана çĕлĕк тыттарса. — Апат вăхăчĕ иртрĕ, хам та ĕçе хыпаланатăп.
Çак вăхăтра юнашар пӳлĕмре темĕскер хытах шаклатса ӳкрĕ.
Тимахви пӳлĕм алăкĕ çине шиклĕн пăхса илчĕ.
— Эй, кушаксем выляççĕ унта, — ал сулчĕ тем аванмарланса.
Лашам тутă, хам хĕрĕнчĕк! Айда! Тутапа чăмăклаттаратăп та кăштах тилхепине турткапатăп. Килелле тесен лаша çунатлансах кайрĕ. Пĕр квартал та каяймарăм пулĕ, çӳхе перчаткă витĕр çанталăк сиввине лайăхăх туйса илтĕм. Ха, эпĕ хăнара алсиш манса хăварнă-çке! Мĕн тăвас тетĕн ирĕксĕрех каялла çаврăнтăм.
— Вăт ухмах пуç, — тетĕп, алăка яриех уçса... Хам куçсене хам та шанмастăп: Тимахвипе арăмĕ сĕтел хушшинче хире-хирĕç ларнă та хуплу ăшалантараççĕ. Вĕри пăс маччана çитиех мăкăрланать.
Алсише ярса тытрăм та картишнелле вирхĕнсе тухрăм.
Юлташăмпа арăмне аван мар лару-тăрăва кĕртсе лартнăшăн çав тери намăсланса кайрăм. Хӳрине алăкпа хĕстернĕ йытă пĕк, тем анрашса ятăм. Алсише юр çине персе таптарăм та пач! сурса хутăм. Акă сире! Вара килелле çил пек вĕçтертĕм.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...