Мĕншĕн ир уйрăлтăн?


Кӳршĕ çуртра пурăнатчĕ çав хĕр, Ира ятлăччĕ. Сăн-пичĕпе, пӳ-сийĕпе питĕ хӳхĕмччĕ вăл. Кăмăлĕ вара çăлкуçра тапса тăракан шыв пекех тăрă та уçăччĕ. Никама та вăл сив сăмах каласа, урлă илсе курман. Çынсемпе яланах вашаватчĕ, ватти-вĕттине яланах пулăшма васкатчĕ.

Асăрхарăр пулĕ, хаклă вулаканăм, эпĕ ĕçе пĕтĕмпех иртнĕ вăхăтрипе аса илетĕп. Çапла. Пурнăç хăй çакна тума ыйтать. Мĕншĕн тесен халĕ Ира çук çакă çутă тĕнчере. Яланлăхах уйрăлса кайнă вăл пирĕнтен.

Ун чухне эпĕ командировкăран таврăнаттăмччĕ. Урамра сасартăк пуçне хура тутăр çыхнă Ирăн ӳсĕр амăшне курах кайрăм. Тайкаланса аран-аран утакан хĕрарăма икĕ арçын сĕтăрсе пыратчĕç. Кашни тăват-пилĕк утăмранах виççĕшĕ те çĕр çине чикелене-чикелене каятчĕç. Аванмар çак ӳкерчĕк кăмăла палăрмаллах пăсрĕ, çавăнпа та киле çитсенех кун çинчен эпĕ аннене пелтертĕм.

— Ара, ма ĕçес мар-ха Ира амăшĕн, — терĕ, — халĕ ĕнтĕ ăна чаракан çук. Мĕн тăвас килет, çавна тăвать.

— Мĕнле чаракан çук? — тĕлĕнсе ыйтрăм эпĕ, ырă мара сиссе. — Ира, хĕрĕ, ăна ĕçтерме пăрахма нумай тăрăшать вĕт. Е вăл та амăшĕ çине алă сулчĕ-им?

Анне, çакна илтсен, пуçне хурлăхлăн сулкаларĕ. Тепĕр авăкран çапла пăшăлтатрĕ:

— Çук ăнтĕ халĕ Ира. Çирĕç пуçне чуниллисем.

— Мĕн пулнă тата? — кăшкăрсах ятăм пулмалла эпĕ.

— Çирĕм кун çитет те пулĕ Ира хăй çине алă хунаранпа. Шеремет хĕрачин чунĕ чăтайман ĕнтĕ çав мăшкăлсене тӳссе ирттерме. Пурăннинчен пурăнманни лайăхрах тесе шутларĕ пуль çав. Куçăм урăх ан куртăр тенĕ ĕнтĕ.

— Амăшĕ çавăнпа-им хура тутăр çыхнă?

— Ячĕшĕн вăл эрех пички тем те тăвĕ. Хăй вара малтанхинчен те ытларах аскăнать, теççĕ. Ара, халь ăна чаракан çук вĕт. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçет. Хăйĕн пекех намăс-симĕсе пĕлмен арçынсем хваттерĕнчен тухма та пĕлмеççĕ, тет. Хĕрĕн çирĕм кунне вара юрласа-ташласах асăннă вĕсем. Çĕрçăтманскерсем!

Чун капланса килнипе эпĕ урама тухрăм. Ира пурăннă çурт умĕпе утса иртрĕм. Вĕсен хваттерĕн чӳречи умĕнчи яштака хурăн та, ав, ешерсех ӳсет. Хĕрупраç хăйĕн савнийĕпе, Володьăпа, ларнă сак та çавăн пекех вырăнĕнчех. Анчах унта халĕ ватă карчăксем вырнаçнă. Пурте вырăнтах, Ира çеç çук. Нихăçан та урăх пулас çук.

Эпĕ ватăсем патне пырса тăтăм. Вĕсем те Ира амăшне ӳсĕр курнă хыççăн ун çинчен сăмах пуçарнă иккен.

— Çирĕ вĕт Марье хĕрĕн пуçне, пĕр пуссăр çирĕ, — каларĕ пĕри, — халь хăть лăпланмалла пек. Вăл вара, Ира çуккишĕн савăннă евĕр, пушшех пăсăлса кайрĕ. Урă кун та çук вĕт. Çӳрет урам тăрăх çапкаланса.

— Çавна чăтайман та мăнтарăн хĕрĕ, — ассăн сывларĕ тепри. — Намăса чатăрпа картлайăн-и вара? Савнине, Володьăна, салтакран кĕтсе илесси те ик-виçĕ уйăх кăна юлнă пулнă-çке. Мĕншĕн чăтаймарĕ-ши шеремет чунĕ?

Калаçăва виççĕмĕш хĕрарăмĕ хутшăнчĕ.

— Ира савнийĕ валли вилес умĕн хут çырса хăварнă, — терĕ вăл. — Хăйĕнчен уйрăлса кайнăшăн, амăшĕ çав тери нĕрсĕр пулнăшăн каçару ыйтнă унран. Урăх пурăнма вăй-хал юлманни çинчен те пĕлтернĕ.

— Ăçтан тĕрĕс-тĕкел пурăнăн çав хĕрарăмпа? — тăсăлса кайрĕ калаçу. — Ира валли те юлашки вăхăтра арçынсем илсе пыма пуçланă тет те вăл. Пĕр кĕленчеллех хĕрне сутма пуçланă. Йыт аçисене вара мĕн кирлĕ? Темиçе хут тапăннă пулать вĕсем Ирăна. Амăшĕпе пăрлех. Час-часах тăн çухатичченех хĕненĕ. Парăнман çавах хĕр.

— Мĕншĕн-ха килĕнчен тухса кайман хăть вăл? — чăтаймасăр ыйтрăм эпĕ.

— Амăшне хĕрхеннĕ ĕнтĕ, амăшне, — хуравларĕç кинемейсем. — Тухса кайсан, тем пулса тухĕ тенĕ ĕнтĕ. Ӳсĕрсен тăнĕ кашта çинче вĕт. Лешĕ вара урăлма та пĕлмерĕ.

— Хĕре вилĕм патне вĕренпе тенĕ пекех сĕтĕрсе çитерчĕç вĕт, — пĕтерчĕ пĕрремĕш кинемийĕ, Хветле. — Çав каç Марье икĕ тĕреклĕ арçынна илсе пынă килне. Хăй вара пĕрремĕш черкке хыççăнах тĕшĕрĕлсе аннă. Сыпса ларакан икĕ арçынпа юнашар пӳлăмре Ира пĕччен тăрса юлать. Лешсем çакна часах асăрхаççĕ. Марье хăй те хĕрĕ çинчен вĕсене сахал мар каласа панă пулать имĕш. Çакăн çинчен вĕсем аса илеççĕ те Ира пӳлĕмне кĕреççĕ, мăшкăллас шутпа тумтирне вăйпа хывма пуçлаççĕ. Тапкаланать, çапкаланать, шăлĕсемпе те çыртать пӳтсĕрсене хĕр. Лешсем вара хăнк та тумаççĕ. Аялти кĕпе-йĕмпе кăна тăрса юлсан, урăх ним тума та пултарайманнине кура, хĕр мĕнпур халтан кăшкăрма тытăнать. Юрать, кӳршĕ хĕрарăмĕ килĕнчех пулнă. Çав чупса çитет те Ирăна çăлма. Иккĕшĕ вара, арçынсене милицие часах чĕнетпĕр тесе хăратса, аран-аран хваттертен хӳтерсе кăларса яраççĕ. Çакă хĕрĕн чунĕнчи юлашки чăтăмлăх пулнă.

Кайранхи ӳкерчĕк ман куç умĕнче яр-уççăн тухса тăрать. Яр-уççăн.

Вырăн çине кайса ӳксе, чарăнма пĕлмесĕр макăрать хĕр. Куççуль вĕри питçăмарти тăрăх çумăр евĕр юхса çăвать. Намăс-çке, епле намăс! Мĕнле пурăнмалла çакăн хыççăн! Çук, сук! Уншăн урăх çут тĕнче çук, амăшне вăл кансĕрлет кăна, уйрăлса каймалла унран, уйрăлса каймалла. Яланлăхах. Тен, ун чухне вăл тамалĕ?

Çапла шутласа илнĕ хĕр. Каялла утăм тăвайман.

...Шухăшран мана виççĕмĕш хутра сасартăк юрă ĕнĕрлесе яни татрĕ.

 

«Тăвансемпе пĕрле пулнă чухне

Кам чĕрийĕ тапмас савăнса...»

 

Юрă кĕвви уçă чӳречерен чĕлĕм туртнă тĕтĕмпе пĕрле урамалла сăрхăнса тухрĕ.

— Тьху, каллех юрлаççĕ, намăссăрсем, — тăчĕ Хветле кинемей. — Пĕр совĕç те юлман путсĕрсен. Каям-ха, куçăм ан куртăр вĕсене.

Ун хыççăнах ыттисем те сак çинчен тăчĕç.

Тахçан Ира пурăннă хваттер чӳречинчен вара урмăш юрă кĕвви нумайччен илтĕнчĕ.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: