Казбек
Чаплă та путишле, тулли те хĕн-асаплă ĕмĕр пурăнса ирттерчĕ хуçасăр, кил-çуртсăр Казбек. Тем те курнă вăл пурнăçра: хăй вăхăтĕнче унăн кĕлентĕр пек авăнса тăракан мăйракисем çăлтăрсене перĕннĕ, чиркӳсĕр-чансăр ялта мăйĕнчен çакса янă йĕс хăнкăрма хăйĕн янкăс сассипе ир кӳлĕм хуп туртма юратакансене арăмĕсем ăшăтса хăварнă тӳшексем çинчен ура çине тăратнă, ял кĕтĕвĕ умĕнче вăл каçăрăлса пынă чухне иртен-çӳрен ăна курса: «Кур-ха, вăт шеремет, чат çар пуçĕ!» — тесе тĕлĕнсе юлнă. Çутçанталăк унăн йăхне «мекексĕр» пуçне тата мĕнле те пулин пуплев-ăнлав парас пулсан çур кĕтӳри качака «атте» тесе чăнмеллеччĕ ăна.
Чăннипе каласан — ун пек ăратлă така эпĕ халиччен урăх курман. Ятне те хăйне кура панă çав. Пысăк та тĕреклĕ пулин те — эпĕ ун çинчен каласа парас тенĕ вăхăталла самаях йăшнăччĕ ĕнтĕ вăл. Унчченхи тасатса якатнă утăнни пек йăлттам çăмĕ кăвакарса тĕксĕмленнĕччĕ, çĕре çити тăсăлакан сухалĕ те, хырăм айĕ те çӳп-çаплă та куршанаклă. Пăхăр какăр пек çутă мăйраки тĕрлĕ çапăçăва пула вырăн-вырăн хăйпăнчăк. Юлашки çулĕсене кĕлмĕçле ирттернĕ май пĕр-икĕ аяк пĕрчийĕ те сенĕк аврин шăл çемми пулчĕ пулĕ. Тахăшин шанчăклă йытти усăнма пĕлмен хӳрине çыртса татма ĕлкĕрнĕччĕ. Шуйттан тесен ача-пăчă ăнкарулăхĕ таçта инçе кайман — акă вăл, Казбек, умрах. Ман асăм-тĕсĕмре çапла сыхланса юлчĕ качака такин сăнĕ-кĕлетки.
Тем тесен те вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче аса илмелли çутă самантсем те чылай. Çăкăрсăр-сахăрсăр ӳсмен эпир. Çапах та хăш-пĕрисем çуркунне çĕрулми ани çинче крахмал пуçтаркалатчĕç-ха. Шкула çăпатапа çӳремен ĕнтĕ, пир сумккасенче кĕнеки те, пуçламан тетрачĕсем те çителĕклехчĕ. Анчах темшĕн, темшĕн хушăран, çулсем иртӳçĕн куç умне урăхларах ӳкерчĕксем тухаççĕ, чуна пăлхантараççĕ. Акă эпир вĕсем, карта хыçĕсемпе хапха çурăкĕсенчен хăраса сăнакансем: урам тăрăх тăван çĕршывĕнчен вун-вун ĕмĕр каялла хăпса тухнă чикансен ушкăнĕ кӳмисем хыççăн таçта сĕнккет. Пурнăçăмра пĕррĕмĕш тата юлашки хут курнă суккăр хĕрарăм-ыйткалакан. Е тата мăнаçлăхĕпе чапне çухатма ĕлкĕрнĕ Казбек.
Килех, килех эппин, Казбек, манăн шеллевсĕр асăма. Хам та сана, пĕр айăпсăр чуна, сахал мар хĕн-хур кăтартрăм мар-и? Кая юлса та пулин тĕпренчĕк хĕлхемĕм-ăшшăм тупăнĕ сан валли. Ятсăр-шывсăр эсĕ — ятна мĕн пур янавар пекех пысăкларан çырам. Анчах каçар мара: пирĕн пысăк, шăв-шавлă, лара-тăра пĕлми хаваслă ушкăнра эсĕ çаплах хăр тăлăх та пĕччен.
Эх, мĕнле çăри-çари, тем те пĕр шухăшласа кăларма ăстаччĕ эпир! Çăвĕн-кĕрĕн килте те колхоз уй-хирĕнче вĕт халăхшăн та ĕç нумайччĕ. Хĕлле вара тăршшĕпех пирĕн! Яра куна Казбекпа ирттерме хатĕр пулнă. Хăй те, шеремет, ача-пăчана ухатаччĕ тата. Ватăлсан ача шухăшĕ кĕрет тени-ши, е урăх туртăм çавăтса килетчĕ ăна шкул патне? Урок хыççăн шăнкăрав сасси янăраса кăна каятчĕ — Казбек алăк умĕнче. Тен, ĕлĕкхи кĕтӳ пуçĕн чапĕ — хăй малта хăнкăрмине тĕнкĕлтеттерсе пыни — канăç паман ăна. Чĕлĕ тивессе шанни те хĕтĕртнĕ пулĕ. Анчах ытларах урăхла кучченеç лекетчĕ-çке мăнтарăна.
Качака такишĕн хĕлĕпех выçăллă-тутăллă пурнăç. Кĕркунне кил хуçисем алăк уçсах тараватлăн кĕтсе илетчĕç ăна, умĕнчен апат кимĕлмен. Хĕле кĕрсен вара... Çăкăр татки пама мар, йытăпах вĕслетсе ăсатнă Казбека. Çил-тăман пĕчĕк çуртсен карнисĕсем таранах юр-кĕрт хĕветчĕ те, ку уншăн чăнласах çăлăнăçчĕ — пĕччен карчăксен пӳрт тăрринчи çĕрĕшсе хуралнă улăмĕпе аслăк çинчи улма аврине тиркесех кайман вăл. Унпа та йăпанма май килмен чухне çырма-çатрари хыт хурапа йывăç хуппи те юрăхлă. Анчах мĕнле чун уй-хир шăршипе сăмсана кăтăклантаракан, вĕри кăмака ăшшине упракан çăкăршăн каçăхмĕ! Уявсенче мăрьесенчен тухакан кукăр чĕлĕм пек шурă тĕтĕм урама авкаланса ансан мĕнле йыт-качка сăмси куймакпа капăртма, куклипе пӳремеч техĕмне туймĕ! Ирхи çип-çинçе сукмаксем çак пĕтĕм ырă шăрша ачасен пир сумккисемпе пĕрле шкула илсе çитеретчĕç.
Ял варринчи пĕччен хурамапа юнашар пĕве пурччĕ. Пирĕн тĕп хунă кăçатăсем ăна куç кĕски пекех яп-яка çутататчĕç. Темиçен мăйракисене ик енчен çатăрласа тытсан мĕнле синкер курасса аван чухлатчĕ така, çавăнпа алла пымасăр хăмсарса çӳретчĕ вара. Унран тарнă чухне такăнса ӳксен тип шар курасса кĕтсех тăр. Ăна тыткăна илме пĕртен-пĕр меслет пур — пăр çине çăкăрпа илĕртсе кĕмелле. Мĕскĕн Казбекăн хырăмне шуйттансем чăрмалама пуçласан ăçта кайса кĕмелле? Йăлтăркка сăмси ирĕксĕрех татăк хыççăн туртăнать. Ачапча кĕсйи вара пĕрре те унсăр мар. Э-эх, лекетчĕ качака такине пăр çинче: хăшĕ хĕç пек çинçе каçанĕ çине улăхса ларасшăн, тепри хӳринчен сĕтĕрет, виççĕмĕшĕ сăлтавсăрах пĕçерккĕ парать. Паллах, Казбекран хамăра та сахал мар тивнĕ, анчах пăр çинче — эпир хуçа. Чĕрнисем чарăлса кайса юн тухас патнех çитетчĕ, çурăмĕ çинчи шĕвĕре сирпĕтесшĕн мăйракипе пăра чĕретчĕ, кайран аптранă енне тӳнсех каятчĕ вăл. Юлашкинчен така куçĕнчен эрлĕк куççулĕ юхса анатчĕ, ачасен хытма ĕлкĕрнĕ чунĕсем тинех çемçелетчĕç. Мĕншĕн çав териех вăрçтарнă эпир Казбека? Халĕ те ăнлантарса параймастăп эпĕ çакна. Пире пĕрер курка та пулин ăшă сĕт тивесси унпах çыхăннă-çке. Çапла кăчăр-кăчăр качака пурнăçĕ — сумсăр выльăх шутĕнче çеç вăл.
Пирĕн шкул çурчĕсем унта-кунта сапаланса ларатчĕç, хальхи капмар та хăтлă керменсем çинчен ĕмĕтленме те пултарайман ун чухне. Пĕр класне пуп çурчĕн юлашки, теприсене кулаксен хуралтисенчен сыпса çыхăнтарнă. Кашни класăн тĕп сакайĕ, çенĕхĕ пур. Çил-тăманлă асар-писер çанталăкра эпир урокра ларнипе усă курса Казбек пăлтăр хӳтлĕхне кĕрсе выртатчĕ — алăк айĕнчен ăшă сывлăш палкаса тухать-çке-ха. Мĕн каласси, классем хăйне евĕрлĕ вырнаçнине шута илсе мĕн кăна хăтланман-ши! Чи усаллисем урок вăхăтĕнче маччана хăпарса шакла пуçсем çине тăпрас тусанне антараççĕ. Пăлтăр — хĕрачасене хӳпĕрлесе тăн кĕртмелли чи лайăх кĕтес. Тĕп сакай вара кирлĕ чухне пире яланах парне кӳрекен тĕттĕм вырăн. Мĕн кăна çукчĕ унта: ручка-кăранташ, хуратмалли, темиçе тĕрлĕ перо, вак укçа. Паллах, пурте урай çурăкĕсенчен ӳксе çухалнăскерсем. Перо таврăш хуçăлсан ăçтан тупан? Тӳрех унта чăматăн. Теприсем сан хыççăн тĕп сакай çăварне хупса парттăпа хĕстереççĕ те, лар вара тĕттĕмре урок пĕтиччен е, сас парсан çӳç-пуçна эрешмен карти ертсе тухатăн та доска умĕнче класа кутăн тăратăн.
Нумай тамаша çыхăннă пирĕн класăн тĕп сакайĕпе, нумай камит кăтартнă вăл пире. Тахăшĕ пĕррехинче унта Казбека хупма ăс çитернĕ. Улттăн-çиччĕн аран-аран çавăтса кĕртсе чăмтартăмăр çакна «улаха». Малтанах татăк çăкăрпа тата ăшăпа киленсе шăпах пулчĕ хайхи. Пурте çăвара шыв сыпнăн ларатпăр истори урокĕнче. Сас кăларма мĕнле хăятăн — историпе шкул директорĕ хăй вĕрентет-çке. Акă Олимпиада Сергеевна указки авалхи Греци картти тăрăх йĕр тумасăр шуса çӳрет, эпир пĕр хушă хамăр хăна çинчен манса тĕрлĕ мифсемпе паттăрсем çинчен итлетпĕр. Унччен те пулмарĕ:
— Ме-кек-кек!
— Кам качакалла кăшкăрчĕ? — вăртах çаврăнчĕ учительница.
Класра шăпах.
— Тепĕр хут ыйтатăп: камăн сасси пулчĕ ку? Багадеров, эсĕ-и? — кĕтесре йăпшăнса ларакан Ахванеçе куçĕпе тĕллерĕ хĕрарăм.
— Çу-ук, — тутине тăсрĕ лешĕ. — Тĕкех ларатăп-çке.
Çĕр тĕпĕнчен каллех Казбекăн хурлăхлă сасси илтĕнчĕ. Ĕнтĕ кăна чăннипех те ачасем маррине сиснĕ учительница тĕлĕннипе нимĕн калама аптрарĕ. Шăп çак самантра така тăррăс! тутарчĕ урай хăмине. Олимпиада Сергеевнăн аллинчи указка сирпĕнсе кайрĕ, хăранипе хăй ик-виç утăм каялла чакрĕ. Ку кăна та мар, Казбек мăйракипе тĕп сакай çăварне хайăрса уçрĕ те — çӳп-çап ларса тулнă мăкла пуçне кăларса чуна çӳçентермелле çухăрса ячĕ. Мифри чăн-чăн Сатир тейĕн!
— Разбойниксем! — тухса вирхĕнчĕ класран учительница.
Ку камит ахальлĕн иртмессе туйса эпир часрах такана кăларма пикентĕмĕр. Анчах çăмăлах мар иккен ăна итлеттерме. Пире пулăшма шкул конюхĕ Сахрун çитрĕ. Тĕп сакайĕ, ăпăр-тапăрпа тулнăскер, ăшăхчĕ. Мучи унта анма кăна тăчĕ, Казбек ăна пĕррех хыçран кĕрĕслеттерчĕ те — шап! турĕ шăртлă янахĕпе сăрламан урайне.
— Ачасем, чарăнăр, эпĕ халех, — сиксе тăчĕ пĕрремĕш парта хушшинче ларакан Кĕтерук.
Шăпах пулчĕ вун-вун саспа кĕрлесе ларакан класс. Мĕнпе илĕртме пултарĕ-ха Казбека яланах чĕмсĕр, хăйĕнчен хăй вăтанса çӳрекен хĕрача? Кĕтерук ал ăсти урокне чиксе килнĕ чăлт шурă катан пире тытрĕ те пĕр шиксĕр аялалла сикрĕ. Унтан, пире тата ытларах тĕлĕнтерсе, унăн çинçе сасси мар, Казбек мĕскĕннĕн, вăрăммăн макăрни илтĕнчĕ. Çак пăтăрмахра пĕри те асăрхаман, шĕвĕр перо тăрăннипе такан сылтăм куçĕ юхса тухнă-мĕн. Малта ларакан Кĕтерук çеç курнă çакна.
Казбека Сахрун мучи лаша унинчен кăкарсах сурăх витине леçрĕ. «Тек шкул таврашĕнче качака такин киревсĕр шăрши-марши ан пултăр. Йыт-качка хăвалама кăна пĕлетĕр, шăтăк пуçсем», — пăскăртрĕ Олимпиада Сергеевна. Ытла та кĕтмен çĕртен пулнăран тăхтавсем пĕр хушă шăпрах иртрĕç. Пуринчен ытла Кĕтерук хăюлăхĕ шухăшлаттарчĕ пире. Вăл класра пуррине унччен эпир асăрхаман та темелле. Ашшĕсĕр ӳсетчĕ вăл, амăшĕпе пурăнатчĕ. Урам вĕçĕнче ларакан çурчĕ-хуралти витĕр çил вĕрнĕ, выльăх-чĕрлĕхрен те качакапа икĕ сурăх, темиçе чăх кăна. Пур-çук çăмартине те амăшĕ пасара кайса сутнă. Хĕрачасемпе алхаснă чухне пайтах лекетчĕ ăна. Пуçламăш классенче пурте шакла пуçлăччĕ, каярах хĕрачасем çӳçне ӳстере пуçларĕç те — Кĕтерукăн вăл та пулин туртмалăх çукчĕ. Усалтарах çил хăвансемпе чипертерех хĕрачасем яланах хыçалти парттăсене йышăнаççĕ, кăçал кĕркунне Кĕтерукпа юнашар ларма тантăш та тупăнмарĕ. Вĕренӳ те ăнăçлах пымастчĕ унăн: пуçне пĕксе ларать, урок ыйтсан шарт сиксе вăранать те куçне пытарса доска умне тухать. Чылайăшĕ пысăк тăхтавра апатланма, чей ĕçме тутлăрах çимĕçсемпе канфет тавраш илсе килме пуçласассăн та унăн кунсерен ыраш çăкăрĕ кăначчĕ. Ăна та пулин пурте юратакан, анчах вĕçĕмсĕр инкек кăтартма хăнăхнă Казбека паратчĕ вăл. Çаплаччĕ малти парта хушшинче ларакан çинçешке кĕлеткеллĕ, куллен вăрăм, тĕсĕ кайнă кĕпепе çӳрекен, хăйĕн ӳсĕмĕнчи тантăшĕсемпе хутшăнсах кайман Кĕтерук.
Шкулта вара Казбека пула тепĕр камит пулса иртрĕ: хальхинче математика учителĕпе — Дормидонт Христофоровичпа. Ватăччĕ ĕнтĕ вăл, анчах çын çитменнипе çулленех сехет паратчĕç ăна. Сăранланса лучăрканнă пиншакпа, тĕп хунă кăçатăпа çӳретчĕ, кивĕ çи-пуçне асăрхамастчĕ те ватлăха тухнă çын. Тапак тĕтĕмĕпе сарăхнă сайра сухалне те бритва тивмен, хачăпа кăна каскаланă. Эпир унăн кашни йăли-йĕркине, хăтланкаларăшне пит лайăх пĕлсе çитрĕмĕр те — вăтанма пĕлмесĕрех, куç кĕретех усă кураттăмăр çакăнпа. Акă, сăмахран, учительсен тепĕр çуртра вырнаçнă пӳлĕмĕнчен Дормидонт Христофорович ятарласа килет, журналне, виç кĕтесĕпе циркульне, транспортирне хул хушшине хĕстернĕ, сылтăм аллинче хаçатран чĕркенĕ чикарккă, хутпа чĕркемесĕрех чикнĕ пурă кĕсйи умне шуратнă.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...