Çывăрмастăп...
Çывăрмастăп. Лăпланса итлетĕп —
Шăлтăр-шăлтăр кантăк кисренет.
Çынсемпе пĕрле кансам, çил, — тетĕп, —
Ыр канаш-сĕнӳшĕн кӳренет.
Тулхăрса илет те хăлăхскерĕ,
Ывçăн-ывçăн юр сапма пуçлать...
Çил лăпланĕ. Ун кăра еткерĕ
Ир енне йăлтах ак уçăлать.
Çавăнпа каламăп, çил, сана эп
Вĕчĕх чун та кĕвĕç куç çинчен.
Эс пĕлсен-и? Ун пеккин талайĕ
Кăрарах хаяр çилсеннинчен.
Сан пек мар вăл, кăмăл уçăлмалăх
Шӳтлесе çӳçе арпаштармасть.
Чунĕнче ялан кĕрхи çанталăк —
Илĕхмест ачашлăх, ашкăрмасть.
Çапла мар-и-ха? Çапла пулмасăр?
Кам пĕлмест ачашлăхăн вăйне?
Çӳç шуратĕ ку этем туймасăр
Пурнăç илемне, çын ăшшине.
Лăпланса итлетĕп. Çил ачашшăн
Кантăка йĕпе юрпа сĕрет...
Сăпкара выртан ачаш ачашăн
Ачаш чунлă пулăп ĕмĕрех.
Шухăшсем
Пĕрремĕш йĕркесенченех паллă пулчĕ калав...
Мĕнле вуламан - вуланă паллах тахçанах ....
Ну, калаçаканни Хусанкай темĕпĕр...
Ку сăвăра Хусанкай арçынпа мар, хĕрарăм...
Чăвашсем Матĕрне мар, Маттĕрне теççĕ тем...
Кунта та чăваш чĕлхи пиркиех щухăшлать Ç...
кенеке интересле ,малалла вулас килет
Литлаххан тени çыравçăсен пĕрлĕхне пĕлте...
Курак курака аякранах сас парать
Ехрим Иванĕ миçемĕш çулта çуралнă?