Шиклĕ шикленет
Шиклĕ шикленет, кĕрĕкне пĕркенет, тенĕ ват çынсем. Çавнашкал эп те шикленерех çӳреп кутемĕн. Кулак та пулса куртăм та. Ку вăхăтра кулак пуласси çуллă пăтă çини мар; пыллă сăра ĕçсе, чăкăтпа шăрттана çатма çинче сар çупа ăшаласа çини мар та-ха ĕнтĕ вăл кулак пуласси. Кутăруçăн унта-кунта, таçта-таçта та çитсе куртăм, — мĕн-мĕн курнисене пурне каласа пама та хăймалла мар та, хама хам шухăшлап вара: «Пуянсем çука юлса выçăхĕç, тӳрре шыракансем пĕр ырлăхран та юлмĕç тени хальхи самана çинчен калани пулман-ши вăл?» — тесе шухăшлап вара хам тĕллĕн калла-малла шухăшласа пуç анранă вăхăтра.
Халь ĕнтĕ хама хам татах тепĕр ĕç, ăш хыппи тупрăм-çке эпĕ татах. Тем курас пуль тата ĕнтĕ ку ĕçпе. Шухăшсем ĕнтĕ йывăртарах та ман, пăртак хуйхă-суйхă пусăрăнмĕ-ши тесе, ăш-чик пăртак лăпланмĕ-ши тесе, хамăр яла таврăнни вуникĕ кун çитсен, пĕр ирхине ирех, тухса утрăм эпĕ Вăрнар станцине — пĕр-ик курупкă шăрпăк тупса пулмĕ-ши чĕлĕм чĕрткелеме тесе те шухăшланăччĕ те эпĕ. Çынпа пĕрле тапак турткаласан, петняк шутнех лармасан та, сретняк патнелле çывхарнă пек туйăнать те вăл мана (çав майпа та чĕлĕм туртма пăрахман та-ха эпĕ). Ман тĕлех пулчĕ куь япала, ăш хыппи япали. Ялтан иртерех тухман пулсан çакланмастăмччĕ пуль çак ĕçе. Çамрăкранпах ир тăма вĕренни, çула-йĕре, ĕçе-мĕне ир тухма вĕренни хупларĕ-çке мана. Пĕр япала лекрĕ ман алла. Ма капла ман тĕлех пулчĕ-ши ку?
Ялтан тухнă çĕре ман умран пĕр хураскер каçса кайрĕ. Те кушак пулчĕ вăл. Вăрмана кĕнĕ çĕре йăкăлт-якăлт сиккелесе ман çул урлă мулкач каçрĕ. «Капла ĕнтĕ ырлăха мар пуль-ха та эпĕ çула тухни», — тесе шухăшласа пынă çĕре, Вăрнар станцине çывхарнă чухне, тул та çутăлса киле пуçларĕ те, пăхап — ман умра çул çинче пĕр шурăскер выртать. Куна курсан тăпах тăтăм çул çине. «Мĕн тăвас-ши-ха ĕнтĕ?» — тесе тăратăп. «Кулак пулнă çынна çакăн пек шур япала патне çул çинче пыма юрать-ши-ха вăл», — тесе хама хам вопрос патăм. Калла каяс — станца инçе мар; пĕр кунта çитнĕскер, çитсе курасах килет: «Çĕн хыпар — хăнар илтсе пулмĕ-ши Вăрнарта?» — тесе шухăшлатăп. Малалла утас — çав шурă япаларан шикленетĕп. Шиклĕ шикленет, кĕрĕкне пĕркенет, тенĕ-çке çав ват çынсем, ман çинченех каланă пек туйăнать вăл сăмаха. «Пурнан ĕмĕрте лишенцă таврашĕсем пуласса чухласа каламан-ши вăл сăмаха», — тесе шухăшлатăп.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...