Иптеш
«Иптеш1 Тăхти!
Тăхти юлташ! Эсĕ тутар пуль? Сан аçу-аннӳ те тутар-и, тен? Эпĕ сана çавăнпа «иптеш» терĕм тутарла.
Эсĕ чăнах тутар пулсассăн «иптешлер, Тăхтилер» тесе калас пуль сана.
Иптешлер, Тăхтилер! Сана питĕ хытă ятлас пулать».
Çапла çырнă çыру илтĕм ĕнтĕ эпĕ. Малалла тата нумай çырнă.
Кăвак хупăллă çыру.
Адресне те ман ятпах çырнă.
Çыру çыракан ӳркенмен, мана хытă ятланă вара.
Мĕн-мĕн тесе ятланине — пурне те труках калама хăратăп. Майĕпе, сăмах çаврăннă майĕн кăна, мĕншĕн мана ятланине каласа пама шутлатăп-ха эпĕ.
* * *
Хам карчăк курасран малтан вăл çырăва эпĕ пахчана тухса, арпалăха кайса, арпалăх юпи çумне таянса, вăрттăн вуласа тухрăм.
Авалхи йăлапа хам карчăка пур япалана та каламастăп эпĕ. Хĕрĕх те пĕр çул пурăнса та пĕр сивĕ сăмах каламан эпĕ хам карчăка.
Хĕрарăм ăсне шанма çук тесе хăш-хăш сăмаха хам карчăка калама çапах шикленетĕп çав.
Карчăка питех шанмасăр пурăнни совет саккунне хирĕçлерех пыни пулать пуль те вăл, мĕн тăвас тен ĕнтĕ, хам çавнашкал этем те. «Ку, ватăскер, хăй карчăкне хĕрарăм прави енчен хĕсĕрлет», — тесе ан шутлăр эсир. Ман карчăк калаçма тапратсан эпĕ ăна пĕр сăмах та пӳлместĕп, шăла çыртса та пулин чăтса тăратăп çапах.
Хăй кăмăлĕ пур таран калаçать вара ман карчăк.
— Çапла, çапла çав, конешнă, çапла ĕнтĕ, савнă карчăкăм, — тесе, сăмах майĕн пуçăма сулса, пĕрер сăмах хушайса пыратăп вара. Карчăка сăмах пӳлсен тăман тухасран, çавраçил килесрен хăратăп та.
«Чăнах ватă çын ку Тăхтилер, ватă иптешлер, çĕнĕ самана йĕркине чухлаймасть», — тесе пăрахăçа ан кăларсамăр мана.
* * *
Хаçат вулакансем — юлташсем! Позвольте мана сăмах калама! Мана, ват çынна, сăмах ыйтнăшăн ан ятласамăр эсир.
Мĕн мăшăрланнăранпа хĕрĕх те пĕр çул ытла пурăннă та эпĕ хам карчăкпа, çавăнпа хам карчăк çинченех тата пĕр сăмах каласа хăварм аирĕк парсамăр мана.
* * *
Ман карчăк Тăхтапи ятлă.
Эпĕ пĕлтĕр карчăка хурама пушат çăпати хуçса панăччĕ.
Вăл çăпата тарăн, пысăкрах, кантри кĕскерех пулнăччĕ.
— Ку çăпатана сĕтĕрсе çӳреме вăй çитмест ман. Ку çăпата ытла тарăн, кантрисем кĕске, — тесе, виçĕ кун ман карчăк ятлаçса çӳрерĕ.
— Çапла, çапла çав савнă карчăкăм, — тесĕ калатăп та хам.
— Мăшкăллатăн эсĕ мана. Пысăк йывăр çапата хуçса парса тарăхтаратăн мана, — тет манăн Тăхтапи.
* * *
Çăпаташăн çилленсе çӳренĕ вăхăтра пĕрре çапла ман карчăк çĕрле алăк умне тухрĕ.
Эпĕ как раз алкум юпи çумне таянса, шутласа тăратăп. «Карчăк çиллине мĕнле сĕвĕртсе ярас-ши?» — тесе шутлатăп хам.
— Тăхтапи! Алкум картлашкисем курăнмаççĕ, çĕр ытла тĕттĕм-çке. Асту, ӳке парăн! Айта, кил кунтарах, — тесе, карчăкăма ыталаса, алкум пусми çинчен картишне çĕклесе антартăм.
Тăхтапи кăмăлĕ çаврăнчĕ. «Çăпата начар хуçнă», — тесе карчăк мана ятлама та чарăнчĕ вара.
* * *
Карчăкпа иксĕмĕр тăватă ывăл ӳстертĕмĕр. Авлантартăмăр вĕсене: тăватă кин кĕртрĕмĕр. Икĕ хĕр качча патăмăр.
Ачасем те, кинсем те ман савнă карчăк мыскарине, Тăхтапи кăмăлне, чухлаймарĕç. Кинсене вăрçрĕ-вăрçрĕ ман карчăк. Мăшăрлансан ывăлсем те чăтаймарĕç: пирĕн ывăлсем, кинсем тӳсеймерĕç — пурте уйрăлса тухрĕç.
Карчăкпа иксĕмĕрех, иккĕнех, вара киле тĕпкĕче юлтăмăр.
* * *
Карчăк çилленнине, эпĕ хам часах сисетĕп.
Çилленсессĕн ман Тăхтапи урисене тăрăслаттарса утса çӳрет вара.
Тăхтапи çилленнине часах иртес çуккине чухласан, хăш чухне, карчăка систермесĕр, пĕр кĕсӳене пĕр чĕл çăкăр касса чикетĕп. Майĕпе, карчăка систермесĕр, хăла лашана çавăтса пахча витĕр йĕтем хыçне тухатăп. Хайхи хăла лашана утланатăп та çырма тăрăх вăрмана лашана çитерме уттаратăп вара.
Вăрмана шала, улах вырăна кĕретĕп.
Тăлласа яратăп вара лашана. Лаша кунĕпе, кана-кана, вырта-вырта курăк çиет.
Эпĕ вăрманта вут хуратăп. Кăвар, кĕл пулать. Кĕл çине паранкă хыватăп.
Каска çине ларса, кĕл çинче пиçнĕ паранка тăварпа пуçа-пуçа çăкăрпа çиетĕп.
Йĕри-тавра кайăксем чĕвĕлтетеççĕ. Улакайăк хăвăл йывăçсене таклаттарать.
Чылай çĕрле пулсан тин, майĕпе таврăнатăп вара киле хăла лашана утланса.
— Ара, Тăхти! Ăçта çухалтăн паян? Сана шыраса чун тухатчĕ, — тет вара ун пек чухне ман карчăк. Хăй йĕрет.
— Лашана вăрманта час тупаймарăм-çке. Çавăнпа ытла каçа юлтăм çав, — тетĕп эпĕ.
Ман карчăк çилленни çапла иртет вара.
* * *
Карчăк кăмăлĕ урлăрах пулсассăн эпĕ çапла та каланă ăна:
— Савнă карчăкăм, Тăхтапи! Паян халăх çинче хаçат вуларĕç. Турккă вăрçи тапранмалла теççĕ. Турккăпа вăрçă тапрансан ман кăмсамула кĕрес те пăшал илес. Каяс ман турккă вăрçине, — тетĕп эпĕ карчăка.
— Ан аташса лар. Турккă пирĕнпе вăрçмасть халь. Вăрçă пулас пулсан та тĕнчери буржуйсемпе вăрçмалла пулать пирĕн, — тет ман карчăк.
— Эпир кампа вăрçă вăрçассине ăçтан пĕлетĕн вара эсĕ, карчăкăм, — тесе эпĕ тĕлĕнсе ыйтатăп та:
— Ара, ман хăлха çук-и-мĕн! Совет саккуне чухлатăп ĕнтĕ эпĕ те, — тет вара ман карчăк. — Сан пек ват çынна кăмсамула илеççĕ-и? Кăмсамул пуххине Ваçук арăме те çӳрет-ха… Эсĕ çавна собранисенче курах тăма кăмсамула кĕресшĕн пулмалла. Кĕресех пулсан сан тахçанах партие кĕмелле-çке, — тесе хурать ман карчăк. — Пирĕн пек вăтамсене, чухăнсене партие илеççĕ. Пирĕн пеккисен партие кĕрес пулать. Ленин çапла хушнă, — тет Тăхтапи.
— Çапла, конешнă, çапла пуль çав, — тетĕп эпĕ, карчăка ним хирĕç калама аптраса. Аса килнĕ сăмаха та калма шикленетĕп тата — ман карчăк «саккун йĕркине пĕлетĕп» тенĕрен…
Сăмах-юмаха ăста. Ĕçлеме ӳркенмест. Çăкăр, тĕрлĕрен кукăль, пӳремеч, пашалу, хуплу аван пĕçерет. Тинкĕле юрма, яшка, пăтă, çăмах пĕçерме те пит ăста вăл.
Пӳрте-çурта таса тытать. Кĕпе таврашне çăвать, кĕпесене лайăх шуратать.
Çĕрулми, купăста, хăяр, кишĕр, çарăк, пăмитур, турнепс — тĕрлĕ çимĕçсем лартса пăхса ӳстерет ман карчăк.
— Тăхти, çитес çула клевер акам-ха: сана вара клевер пăтти пĕçерсе парам, клевер кукли туса çитерем сана, — тет Тăхтапи.
— Юрĕ, юрĕ карчăк, эсĕ темле çимĕç тума та ăста çав, — тетĕп хам карчăка.
Мухтанать тесе ан шутлăр. Тăхтапи — маттур карчăк. Пысăк, кĕрнеклĕ вăл. Утмăлтан иртнĕ пулсан та кăвак çӳç пĕр пĕрчĕ те çук Тăхтапин.
Ман карчăк çӳçне туранă чух ун çӳçĕсем вăйлă, ешĕл шурути пек туйăнаççĕ вара.
* * *
Ĕлĕк эпĕ салтакра, Варшшавра, службăра тăнă чухне пĕр поляк хĕрне килĕштернĕччĕ. Оксана ятлăччĕ вăл хĕр. Ташлама пит ăстаччĕ вăл, Оксана. (Оксана çинчен эсир манн карчăка, тархасшăн, ним те ан калăр).
Оксана — хура куçлă, шурă ӳтлĕ, сар çӳçлĕ, яштак пӳллĕ пит хитре хĕрччĕ те.
Ман Тăхтапи — кăвак куçлă, хура çӳçлĕ. Тăхтапи ытла ташша ăста мар та, ĕçе ăста.
* * *
— Хамăр ĕçлемесен пире çын ĕçлесе парас çук. Хамăр пурнăçа хамăр тумалла эпир. Чăваш ĕçхалăхĕн те парти ертсе пынă çулпа пырса, хăйĕн пурнăçне социализм патнелле çывхартмалла, — тет ман карчăк.
— Тăхтапи! Эсĕ мана ахаль каламастăн пулмалла: карчăк, эсĕ коммунистсен партине манран вăрттăн кĕнĕ пулмалла, — тетĕп эпĕ.
— Чăваш батраксен, чухăнсен, арçынсен, хĕрарăмсен, вăтам пурнăçпа, пирĕн пек пурнакан чăвашсен те — пирĕн те коммунистсен партине кĕмелле. Социализмла революци ĕçне ертсе пыракансем, ĕç халăхĕшĕн чунтан тăрăшакансем çапла вĕрентеççĕ пире, — тет ман карчăк.
— Тăхти, эсĕ ирхине-каçхине пит çусан, апат умĕн, апат çисен, аллуна çусан эпĕ сана хăвна панă алшăллипе питне-куçна шăл вара. Ман алшăллипе ан шăл, — тет ман карчăкăм.
— Ара, эпĕ ĕлĕк салтака та кайса килнĕ, чикĕ хĕрринче служить тунă. Унта çивĕч, таса куçлисене кăна илнĕ. Трахом çук-çке ман, сан куç та пит хитре таса, Шурăмпуç çăлтăрĕнчен те кăмăллăрах сан куçу. Темиçе алшăлли вараличчен пĕр алшăллипе пит шăлсан та юрĕ-çке, — тетĕп эпĕ карчăка.
«Чернобровый, черноокий, бравый мой солдатик!» — тесе ĕлĕк мана Варшшавра Оксана каланисем аса килеççĕ.
— Çук, çук апла, пĕр алшăллипе шăлăнма юрамасть хальхи саманара. Халĕ трахом ересрен питĕ сыхланмалла. Тата совет йĕркипе, трахома пĕтермелле тесе, декрет кăларнă. Кашни çыннăн пит шăлма хăйĕн алшăлли пулмалла. Эсĕ çавна килĕштерместĕн пулсан ĕç халăх тăшманĕ пулатăн, — тет мана карчăк.
— Ара, эпĕ лаша вăрри мар. Çын ани çинчен уйра пăрçа-ясмăк та татса çимен. Тырă вырнă чух йăран урлă каçса вырман. Бандит мар эпĕ. Налуксене вăхăтра тӳлесе татнă. Совет саккунне чунтан-вартан юрататăп. Эсĕ тата мана мĕншĕн ĕç халăх тăшманĕ тетĕн? — терĕм карчăка.
Хăла лашана çитерме вăрмана çĕр выртмаллах тухса каяс тесе шухăшланăччĕ хам ăшра.
— Ан çиллен ĕнтĕ. Эпĕ сана вылямалла кăна çапла каларăм. Эпир иксĕмĕр те ĕçхалăхĕ хушшинче тăма тивĕçлĕ çын ĕнтĕ. Çитес çула вăрлăхсене формалинпа тасатса, машинпа алласа акăпăр-ха, — тет карчăк. Хăй ман çине ăшшăн пăхать çав.
Кăмăл уçăлчĕ вара.
— Юрĕ, эппин, апла та, мĕн акни çапах шăтакан самана ырлăхлă пулсассăн, — терĕм эпĕ карчăка.
* * *
«Карчăк та карчăк. Тăхтапи карчăк. Мухтанать çав хăй карчăкĕпе», — тетĕр пуль эсир.
«Карчăксем çинчен пăртак пуплесе пăхни пыра лармĕ никама та», — тесе шутлатăп эпĕ.
Чăваш хушшинче те пĕр Тăхтапи кăна мар, карчăксем йышлă. Ача-пăча пăхасси, кил-çурта тытасси, пир-авăр, çипуç ĕретлесси, апат-çимĕç пĕçересси, пурнăç йĕркине тытасси — хĕрарăмсăр, карчăксемсĕр, ватăсемсĕр пулса пымасть.
«Çавăнпа хамăн карчăк çинчен каланăшăн эсир мана ятлани — пустуй сăмах пулмĕ-ши?» — тесе шутлатăп вара.
* * *
Чăнах, çав хайхи, ман пата хупăллă çыру яни, ятланă та ятланă мана:
«Иптешлер! Эсĕ çыркаланисене хăшне сайра хутра вулакалатăп та тĕлĕнетĕп. Эсĕ те тĕпсакайĕнче тĕнче курмасăр пурăнасшăн. Пурнăç малалла кайнине сисместĕн, чухламастăн.
Ялхуçалăхĕ епле майпа çĕнелсе пырать; чухăнсем, вăтамсем халĕ пурнăç тумашкăн куллен-кун кĕрешнине эсĕ сисейместĕн пулмалла. Тĕрлĕ ушкăнлăхсем, юлташлăхсем, эртелсем пурнăç питне социализм сăнлă тумашкăн куллен-кун епле тăрăшнине курасшăн мар эсĕ. Чăваш ĕçхалăхĕ те хальхи саманара çитĕнсе, ӳссе, çутăлса пынисене ма çырса памастăн вара эсĕ?
Эх, иптеш, иптеш! Çавсем çинчен лайăх, вирлĕ, пĕтĕм тĕнче ăнланмалла çырмасан сан çырни пĕр пуса та тăрас çук.
Эх, иптеш Тăхтилер! Юлер пуль эсĕ». (Ку сăмаха тутартан ан ыйтăрах!)
Ах, çапла çырнă çав ман пата кăвак хупăллă çыру çыракан. Ним тума та çук. Хăртнă çав мана.
Çав сăмахсене карчăкăм илтмесен юратчĕ те. Ăна ан каласамăр эсир.
Сăмах-юмахшăн манран карчăк алимент шырасран хăратăп. Ара, хам чухлайман пирки, тем курма, тем илтме тивĕç-ха эпĕ, пĕлме те хал çук.
Çавах та куратăп эпĕ: çынсем пурнан пурнăçрах уçăлса, çивĕчленсе, вĕренсе пыраççĕ. Эпĕ ун пек мар çав. Хам мăштăрккине хам та сисетĕп те, анчах çынсем пек çивĕчленме пултараймастăп-çке-ха.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...