Çыру
1
Юратнă анне!
Эсĕ хăв тăлăх пулин те пире, йăмăкпа иксĕмĕре, пăхса ӳстертĕн.
Тыр вырма кайнă чухне ача урапи çине йăмăка лартса, мана алран çавăтса, ача урапикантрине хулпуççийĕнчен çаклатса пире илсе çӳреттĕн эсĕ.
Пуянсем-куштансем пирĕн лайăх анасене, тăлăх арăмран çĕр валеçнĕ чух тытса илнĕшĕн, анне, эсĕ çыхнă кĕлте çине, йăран хĕрне ларса, каçалăк умĕнче макăрнине лайăх астăватăп эпĕ.
Халĕ самана ĕнтĕ урăхла.
Эпĕ те халĕ, тăлăх арăм хĕрĕ, аслă шкулта Мускавра вĕренетĕп, вĕренсе тухсан, эпĕ те хамăр халăха усăллă пулассине шанатăп.
Анне, эпĕ сан валли пуштăпа лайăх купăста вăрри, чĕкĕнтĕр, кишĕр, çарăк вăрри яратăп.
Çак тĕслĕ купăста вăррине пит аван теççĕ.
Çырма хĕрринчи купăста пахчине эсĕ ăна лартсам. Çулла, киле тавăрăнсан, эпир, Палипе пĕрле, вăл купăстана шăварăпăр.
Чĕкĕнтĕр, кишĕр, çарăка килти пахчана — çамрăк улмуççисен хушшине ларт.
Кăçал уя çимĕçсем лартмашкăн, тыр-пул акмашкăн пĕрлешӳсем пирĕн ялта та пулаççĕ пулсан, анне, эсĕ те пĕрлешӳсене кĕмесĕр ан юл.
Анне, ака тума эсĕ пĕччен вăй çитереймĕн.
Лаша та çук пирĕн.
Хамăр ялти пулăшу комитетĕнчен эсĕ ака тума, çĕрсене акса хăварма пулăшу ыйт.
Вăрлăх çитес пек пулмасан вăрлăх та ыйт.
Сывă пулăр. Сире чĕререн юратакан Варуç.
Мускав хули
Апрелĕн 1-мĕшĕ, 1928 çул.
2
Савнă аппа Варуççа! Сан çырăва эпир илтĕмĕр.
Эсĕ пуштăпа янă çимĕç вăрлăхĕсене пуштă агенчĕ килех кӳрсе пачĕ. Эсĕ мĕн яни пурте чипер çитнĕ.
Купăста, чĕкĕнтĕр, кăшман вăррисене шăтарса пăхрăмăр. Лайăх шăтаççĕ вĕсем.
Варуççа аппа, эпир аннепе вĕсене кăçал лартса пăхатпăр ĕнтĕ.
Эсĕ киле таврăннă вăхăта вĕсем пăртак ӳсĕç.
Пулăшу комитечĕ пире ака тума пулăшать.
Вăрлăхсене çителĕклĕ пачĕç.
Качака путеккисем пӳртре сиккелесе çӳреççĕ.
Пĕркун ула путекки сак çине ухса кантăка чутах тĕксе вататчĕ.
Аппа, эпĕ, шкула çӳренĕ хушăрах, кăçал хĕл каçа çичĕ хутăр çип хутăртăм. Хам арлани кăçал пĕр тăрăх шурă пир пулать.
Шкулта та пире учитлĕ тĕрлĕ çимĕçсем лартса тума вĕрентет.
Уя кăçал эпир пĕр ана паранкă лартас тесе шухăшлатпăр.
Сан йăмăку Пали.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...