Чи таса чунлă, тӳрĕ чунлă сăвăç...


Чи таса чунлă, тӳрĕ чунлă сăвăç

Килсессĕнех çак çутă тĕнчене,

Шăпи телейсер пулнă-çке, —

мĕн тăвăн? —

Чи чăннине,

Чи хаклине,

Чи кирлине

Каланă уççăн ĕçлĕ çынсене.

 

Унăн сăмахĕ патшана витернĕ,

Тĕрĕс сăмах канăç паман ăна.

Сăвă йĕрки çавтер хĕнпе çĕнтернĕ, —

Вăл ырлăх суннă чăн вулакана.

 

Сăвăçсене сăвви сĕнсен те вилĕм,

Тĕрĕслĕхе чунтан ĕненнĕрен,

Хĕрӳ чĕрешен вĕртĕр Çĕпĕр çилĕ, —

Айккинелле кайман тур çул çинчен.

 

Эзоп юптарнă... Çивĕч калаçнишĕн

Пĕр шелсĕр тĕп тăваççĕ сăвăçа.

Овидие те ирĕке савнишĕн

Яраççĕ ют çере — ан кĕр куçа.

 

Чун тĕкĕрĕ, пурнăç карапĕ — сăвăç,

Вăл ĕмĕр урлă малаша курать.

Хăш-пĕр чухне уншăн çак çĕр те тăвăр,

Вăл çĕнĕ кун, вăл çĕнĕ çĕр уçать.

 

Çавăнпалах ĕмĕр юратнă Пушкин,

Пуçне тайманшăн сăхă трон умне,

Пӳçне хурать. Ăна элекçĕ-ушкăн

Тертсех парать мур-вилĕм аллине.

 

Лермонтова мĕнле манса хăварăн?!

Ăна та влаç пĕр шелсĕр вĕлерет...

Çавах тĕрĕс сăмахăн шĕл-кăварĕ

Сăвăç вилсен те — чĕррĕнех çӳрет.

 

Çыракан çын пулсан кăшт тавçăрулă,

Пит юратсах каймаççĕ пуçлăхсем.

Хăйсен пĕлесчĕ — пилĕк-ултă çуллăх

Ларма чăтайĕç-ши пуканĕсем?

 

Анчах та чунлă, çивĕч сăвăсен

Ĕмĕрĕ пур, кун-çулĕ пур вĕсен.

 

Çăвăç çинчен мĕн чул элек сараççĕ:

Ĕçет вăл, хĕрсене те улталать...

Çăхавçăсем çăхав çырса параççĕ, —

Ак, чăнлăх тĕрмене кĕрсе ларать.

 

Сăвăç — патша, сăвăç вăл — Турă çумĕ,

Халăх сасси, ун чунĕ те чĕри.

Тĕрĕссипе — вăл килес кунăн сумĕ,

Туслăхпала тăванлăхăн юрри.

 

Поэт пит çепĕç, вăхăтсăр хăрма та

Пултарĕ тăм ӳксессĕн, юр çусан.

Ăна пĕлесчĕ пирĕн упрама та, —

Анчах ытла сахаллăн упракан.

 

Çак çутă тĕнчене килсессĕн сăвăç,

Килсессĕн чăн-чăн сăвăç тĕнчене,

Хутран-ситрен пулсассăн та, — астăвăр,

Ахаль ан варлăр ун таса ятне.

 

Хăйĕн çулне хăех вăл уçса пырĕ.

Керменсенче те лармĕ пăнтăхса.

Чи чăннине,

Чи хаклине,

Чи кирлине вăл çырĕ, —

Тĕрĕс сăмахĕ —

Чăн ахахăн —

Уи тăрĕ пурăнмашкăн йыхăрса.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: