Хирти сăвă
Çăп-çăмăл шуçăмăн чаршавĕ
Çĕкленнĕ майăн тухăçран —
Йăмралăхри куракăн шавĕ
Мана вăратрĕ ыйăхран,
Васкать-мĕн кайăксен эртелĕ
Хире ĕçе — пухма ăман.
Анне тухса пăхать: «Йĕркеллĕ
Чĕппи тухатъ-ши ку аман?»
Янрать мăк витере пĕр харăс
Çич хур чĕппи шиплетнĕ сас...
Кĕрлет ирхи «автан пасарĕ»,
Мотор кĕвви килет кас-кас.
Ял сывлăшĕ хула этемĕн
Чунне çу евĕр çемçетет.
Туссем, юлас килмест-çке, темĕн,
Ака çинче ман сирĕнтен.
Пăр пек шыв хыççăн нăтăр-нăтăр
Эп сăтăратăп ӳт-тире:
Ĕçре вăй выляса çеç тăтăр,
Нар тĕсĕ çиçтĕр сăн-питре.
...Ăçтан халь пулăп-ха мăнтарăн!
Каллех эп хурçă ут çинче.
Ялан туяттăм пур пек парăм
Тăван уй-хирĕм умĕнче.
Çĕрле сухаласа кăпкатнă
Тăпра тӳшек пек туйăнать.
Тĕтре ун тăрăх тин вăратнă
Ачаш ача пек йăванать.
Сĕткен тулса кӳпченĕ пĕрчĕ
Ӳкет çĕре сар ылтăнла.
Вăранчĕ рифмă, шухăш хĕрчĕ,
Ака маршне тăнла-тăнла.
Плуг хыççăн утнă эп сахал-и,
Сӳренĕ, акнă... ачаллах.
Тан тапнă пек çĕкленнĕ халăм
Кăтăкласа тăрать алла...
— Тăр! — тет тăри. Канма чĕнет тем...
Вылять ăш хум пуссипеле.
Сулмаклă вăрлăх ретĕн-ретĕн
Выртать çĕн сăвă йĕркилле.
Кунта парка хăпарĕ тулă,
Куллен сыппа лара-лара,
Хур пуçĕ пек пучахĕ пулĕ,
Пĕрчи — пăрçа пек шултăра.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...