Ыт-тĕкел
Лутраях-та шĕшкĕ сарă мăйăр, —
Авса татаймасăр каç турăм;
Çак тăвансем патне, ай, килсессĕн,
Тухса каяймасăр каç турăм.
Тăванăм, тăванăм, мĕн тăвар? —
Мăйăр катса тĕш тăвар;
Тăванăм, тăванăм, мĕн тăвар? —
Ыталанса чуп тăвар. (Халăх юрри)
Çак юрра асăнсассăнах мана мăйăр татни аса килсе каять, ыт-тĕкел те çавах.
Кăçалхи пек кĕр йĕпе пулнăччĕ.
Кăçалхи пек мăйăр та нумай пулнăччĕ.
Шĕшкĕ тĕмĕнче мăйăр шап-шурă хăмла пек. Нумай пулать ĕнтĕ вăл, вăтăр çул ытла. Аннепе иксĕмĕр çур тыррине çынсенчен малтанрах вырса пĕтертĕмĕр те мăйăр татма пуçларăмăр.
Атте ыраш акатчĕ.
Эпир аннепе мăйăр татма каяттăмăр.
Пирĕн вăрман хамăр йĕтем (анкарти) хыçĕнчех, ялтан тухсан ана тăршшĕ анчах каймалла.
Хама пĕчĕк чух туртса çӳренĕ ача урапипе мăйăра кипкепе киле турттараттăмăр. Аннепе иксĕмĕр виç-тăват кунта пĕр пӳлме мăйăр татса тултараттăмăр. Мăйăрĕ сап-сарă, хăй тĕллĕнех шĕкĕлченет. Катса çиен те тĕшши тутлăччĕ, сарă çу пек. Кăçалхи мăйăр ун чухнехи пек тулăхлă пулмарĕ. Çынсем те, тăраниччен татса, мăйăра сая яраççĕ.
Тăраниччен татсан аçа çапать тесе, эпир пĕчĕккĕ чухне мăйăра пулса çитсен тин тататтăмăр.
Çав çулне ултă-çичĕ лав мăйăр сутрăмăр эпир.
Мăйăр сутти укçипе атте Шăхасан пасарĕнчен пĕр хĕрлĕ пăру, хура сысна çури илсе килчĕ. Хĕрлĕ пăру пушмаклăх ула тына пăруласа пачĕ.
Пирĕн хальхи ĕне те çав йăхах. Хура сысна çурине хамăр кӳршĕри ачах персе вĕлерчĕ. Çав укçапалах атте Кавалтан мана хура калпак, аннене сарă тутăр илсе пачĕ, хăй пĕр мăшăр сăран алса илсе тăхăннăччĕ.
Пирĕн халь те çав çулнехи мăйăр кĕлетре кашта çинче çакăнса тăрать. Ăна анне типĕтсе: «Кун пек мăйăр пулас çук-ха, сых ятне тăтăр-ха», — тесе тăпăрч хутаççипе çакса хунăччĕ.
Атте вилни пилĕк çул, анне вилни çичĕ çул.
Анне мăйăрне, çăварни-мĕн çитсен, ачасене пĕрер ывăç илсе парап.
Ачасем амăш пек лайăх та, ыйтмасăр пĕр япала та илмеççĕ.
Çав мăйăр ăнса шутсăр нумай пулнă çулне юр çăвичченех мăйăра каяттăмăр. Хамăр кӳршĕри Санюкпа иксĕмĕр вăрмана мăйăра каяттăмăр çав çулне. Иксĕмĕр те саккăр-тăххăрти ача вăрманта шĕшкĕ патне пыраттăмăр та шĕшке силлентереттĕмĕр — мăйăр шăпăр-шăпăр тăкăнатчĕ вара.
Сап-сарă мăйăра Санюкпа иксĕмĕр ăмăртмалла упалене-упалене пуçтараттăмăр.
Нумай пулать ĕнтĕ вăл, çапах хальхи пекех ас тăватăп.
Пĕрре çапла Санюкпа иксĕмĕр мăйăра кайрăмăр.
Шĕшкĕсене иккĕн тытса лăка-лăка силлетпĕр те — шăпăр-шăпăр мăйăр тăкăнать. Ылтăн тĕслĕ сарă мăйăра çуршар хутаç пухрăмăр.
Каç пулттипе сукмакпа Санюкпа вăрмантан тухатпăр. Хутаçсене хулпуççи урлă янă хамăр. Эпĕ мăйăр катса çисе пырап.
— Ку тутă мăйăра пĕрне те çиместĕп, типĕтсе, çӳпçене хурап, — тет Санюк, хăй юрланă пек ăнрашса пырать.
— Хытăрах юрла-ха, Санюк , — терĕм.
Санюк:
— Лутраях та шĕшкĕ, сарă мăйăр… — тесе яра пачĕ юрра. Сасси уçă, янах каять вăрмана.
Санюк юррипе хĕпĕртерĕм çав эпĕ.
Уя тухрăмăр. Санюк мăйăрне çимест. Эпĕ сар мăйăра ката-ката çисе пырап. Ман Санюкпа выляс килет. Кулкаласа пыратпăр.
Хам хутаçран пĕр ываç мăйăр ывăçласа илтĕм те Санюка:
— Ыт-тĕкел! — терĕм.
— Тĕкел! — терĕ Санюк.
Ман ывăçран мăйăра Санюк алли çине иле-иле хурса, мăшăрăн шутласа пăхатпăр. Чăнах-та, тĕкел пулнă. Мăйăра ывçипех Санюка патăм.
— Халĕ мăйăра çи ĕнтĕ,– терĕм Санюка.
Санюк кула-кула калать:
— Тăват мăйăрна çиеп те ыттине хутаçа ярап,– тет.
Чăнах та, тăват мăйăрне илчĕ те ыттине хутаççине ячĕ. Татах тепĕр ывăç хутаçран ывăçласа илтĕм те каллех:
— Санюк, ыт-тĕкел! — терĕм.
Санюк каллех:
— Тĕкел! — терĕ.
Шутларăмăр — каллех тĕкел пулнă.
— Куна пĕтĕмпех çи ĕнтĕ, — терĕм Санюка.
— Çук, куна пĕтĕмпех хутаçа ярап, — тет Санюк. Манран выляса илнĕ мăйăра каллех хутаççине ячĕ.
Çапла калаçса выля-выля яла çитрĕмĕр Санюкпа. Санюк хăйсен хапхинчен кĕнĕ чухне мана тепре çаврăнса пăхрĕ те кула-кула:
— Ыт-тĕкел! — терĕ.
— Тĕкел-çке, тĕкел, сан телей, — терĕм Санюка хамăр хапха калинккине уçса киле кĕнĕ чух, Санюк çине пăхса…
Вăтăр çул ытла иртнĕ пулин те Санюк сасси паян кун та хăлхара янăрать.
Эпĕ ӳсрĕм, каччă пултăм. Санюк ӳсрĕ, хĕр пулчĕ. Мĕн ачаранах пĕрле çӳренĕскер Санюка качча илтĕм эпĕ. Икĕ ывăл, икĕ хĕр пулчĕ пирĕн. Ман арăм, Санюк, ачасене лайăх ӳстерчĕ.
Ачасем те хăй пекех ăслă, кăмăллă пулчĕç.
Виçĕм çул ман арăм — Санюк вилчĕ.
Хĕрĕхелле çитнĕ пулин те Санюкшăн кулянса çӳçсем кăвакара пуçларĕç.
Çынсем: «Хĕр тупса парас сана», — теççĕ те хам арăм — Санюк пекки ăçтан тупатăп, тупас çук. Тек авланма шутламастăп. Шăкăлтатса пурăнатăп ачасемпе.
Кĕçĕн ывăл пур ман, Ваня ятлăскер, шкула каять вăл. Аслисем çын пулаççĕ ĕнтĕ.
Тепле, хам пек, телейлĕ мăшăрлă пулĕç-ши ачасем, тепле, пĕлме çук.
Кĕçĕнни, шкула каяканни, Ваня, текех калаçать хампа, — шкулта кĕнекесем, хаçатсем вулаççĕ пулмалла та.
Ман ачасем лайăх та, Ваня та лайăх. Çапла пĕчĕк ача-пăча сăмахне пурне ĕненсех çитермелле мар: тен, ăна юлташĕсем хăш сăмахне суеçтерсе те калаççĕ пулĕ.
Çапла пĕр кун:
— Атте, халь рати (радио) пур; ратипе Мускавра, Америкре сăмахлани, юрлани кунтах илтĕнме пултарать, — тет мана Ваня.
— Мĕнле юрă юрлаççĕ вара, камсем юрлаççĕ вара? — терĕм Ваньăна.
— Чăваш студентсем «Çуна тăрăх анана», «Шупашкар хули», «Хĕрĕх чалăш хĕрлĕ ту», «Лутраях та шĕшкĕ, сарă мăйăр» юрлаççĕ, — тет.
— Ара «Лутраях та шĕшкĕ, сарă мăйăр» аннӳ юрри-çке вăл, — терĕм те Ваньăна, ман хăлхара хам савнă арăм юрлани аса килсе пĕтĕм ăш-чик ăшăнса кайрĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...