Ĕç уявĕ
Пит те уçă çурхи кунĕ.
Тĕнче тумĕ симĕс.
Урам тăрăх халăх хумĕ...
Тинĕс, тейĕн, тинĕс.
Ĕмĕрте кун пек пулманччĕ,
Лăпкă пулнă ялĕ.
Вăл паян çилпе хумханчĕ,
Çиçрĕ ун вăй-халĕ.
Параппан сасси ян кайрĕ,
Ун сасси пит уçă.
Ват йăмра савса пуç тайрĕ:
— Атя, — терĕм, — тусам.
Ват йăмран кунçулĕ иртнĕ,
Пирĕнпе пымарĕ.
Йăшнă вăл, ватти ун çитнĕ:
Çĕрнĕ ун тымарĕ.
Хум шавлать, шавлатăп эпĕ.
Хумăн шавĕ — юрă.
— Çĕнĕ ял сыв пултăр! — тетĕп.
Пурнăç пултăр ырă.
Хăш енчен килет ăш çилĕ?
Ма килмен вăл ĕлĕк?
Е паян эпир çĕн пиллĕ?
Е ку савăк телĕк?
Тĕлĕк мар, куçпах куратпăр:
Харăс-харăс утăн.
Юрăпа яла çуратпăр.
Ял хушши çап-çутă.
Вĕлкĕшет çилпе ялавĕ
Пур çĕрте те хĕрлĕн.
Паян ирĕк ĕç уявĕ.
Уяв пултăр вирлĕ.
Сар хĕвел кулать пит ăшшăн,
Кулли унăн савăк.
Чĕремре паян ман — яшăн —
Кĕвĕленчĕ сăвă.
Кунта савăнăç, кунта ирĕк.
Пирĕн ирĕк çирĕп.
Ирĕке сыхлатпăр хытă —
Ан çыхлантар йытă.
Çĕр çинче пĕтмен чуралăх.
Кĕрешӳ — ман тивĕç.
— Пулăшу! — тет пĕри халăх.
Хĕç тытма та тивĕ.
Тивĕ çар ретне тăмашкăн.
Унччен хатĕр кирлĕ.
Ирĕк куншăн юн тăкмашкăн
Пултăр кашни вирлĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...