Чипер, чипер пулса эп те çӳреттĕм...
Чипер, чипер пулса
эп те çӳреттĕм,
каçпа чараттăм çамрăк хĕрсене.
Сар шăпчăкпа чĕлхе тупма пĕлеттĕм,
тăсса ярсан хут купăс пĕрмине.
Кашни кунах хĕвел йăл кулмасан та —
çĕрле кураттăм Алтăр çăлтăра.
Тус-юлташсем ун чух нумайччĕ ман та,
хĕсместчĕ ним те вăйлă кăкăра.
Çунат саратчĕ ĕмĕтсен тĕллевĕ,
утаттăм çăмăл сарлака çулпа.
Çаран чечекĕ ăшшăн кулнă евĕр
кулаттăм эп те кĕмĕл кулăпа.
Сӳнет çут çăлтăр —
вăхăчĕ çитсессĕн,
типет çăл куçĕ — çухатса шывне.
Хам яшлăха каçпа аса илсессĕн,
чун ыратать хĕвеллĕ ирхине.
Чипер, чипер пулса текех иртеймĕп,
сӳнет куç вăйĕн çулăмĕ хуллен.
Ман купăса та шăпчăк тек илтеймĕ,
илтсен те калĕ: «Ватăлчĕ иккен...»
Геннадий (2022-03-05 06:34:49):
Питĕ килĕшрĕ Шемекеев Витали сăвви !