Шерхулла


Шур шĕлепке ӳксе юлĕ тесе шĕлепкене сулахай алла тытнă хам.

Митюк ӳсĕр мар. Эпĕ тарнине курнă та:

— Çав хăямат тутарне тытăр! Шерхуллана тытăр! — тесе, мана хăваласа пырать.

Эпĕ хăпăл-хапăл часрах картана тытрăм та чĕвĕнтĕм карта урлă пачхана.

Карти те çӳллĕ те, хытă сикнипе ман пуçри тӳпеттей хăта картишне пуçран хывăнса ӳкрĕ юлчĕ.

«Тӳпеттей тарам, тарса пултăр», — тесе, пахчаран йĕтеме, йĕтемрен ял хыçĕпе калла пăха-пăха таратăп.

Уя тухрăм. Хĕвел анасси чылай. Уй урлă, çырмасем урлă, тӳрех кĕтӳ яриччен çитес тесе ярăнтартăм. Ман ачасем кĕтĕве салатса янă, çитереççĕ. Выльăхсем хăшĕ выртаççĕ, çиекенни çиеççĕ.

«Митюк арăмĕ, ыр, систерчĕ, — мана та пулатчĕ Штанашра», — тесе шухăшлатăп.

«Сапантуйра пуян Сейдулла панă тӳпеттейе шалккă, асăнмалла тăхăнса çӳреттĕмччĕ ăна», — тесе шухăшлатăп. «Тӳпеттей тарам, пуçа çапса çурни мар-ха вăл», — тесе те калатăп тата хама хам.

Тепĕр кунне кĕтӳ апачĕ ирех çисе кĕтӳ хăвалакан хурал пӳрчĕ патне хам кĕтӳ ачисемпе тухрăм.

Хĕвел тухать, уçă çанталăк. Пăхатăп — хай Митюк арăмĕ кĕтӳ хăваласа туха парать, халиччен вăл кĕтĕве ытла ирех хăвалакан марччĕ. Аякранах хăй ман çине пăхать. Выльăхсене хăваласа çитерчĕ те ман пата пырса, мана кула-кула пăхса аллине хĕвне чикрĕ те хĕвĕнчен кăларса:

— Ме, Шерхулла пичче, тăхăн тӳпеттейне, — терĕ, — пĕр Штанаш хĕр ачи пачĕ мана. Ăна эпĕ Митюкран вăрттăн, вăл курасран, каçхине Штанашран хĕве чиксе таврăнтăм, — терĕ. — Усалскер мана Митюк çул çинче çапса пĕтерчĕ, акă чавсана та кăвакартса ячĕ, — тесе чавсине кăтартать (Наçтаç ятлăччĕ те вăл). Чавси чăнах та кăн-кăвак кăвакарса кайнă.

Эпĕ:

— Наçтаç, пăрах усал Митюка, кĕркунне айта манпа, — терĕм Наçтаçа.

— Ăçта кайăпăр вара, Шерхулла пичче? — тет Наçтаç.

— Тĕнче аслă... Пĕр-пĕр çĕре кĕтĕве кĕрĕшĕпĕр те… Халĕ кĕтӳçсене те пурăнма лайăх-çке. Совет пулăшать пире, кĕтӳç, батрак, чухăн, вăтам, пролетари аллинче хальхи пурнăç; хальхи самана — пирте. Тĕнче пурнăçĕн хăлăпне тытатпăр ĕнтĕ эпир хамăр, — терĕм.

Наçтаç ман çине пăхса:

— Шерхулла пичче! Эпĕ санпа таçта та кайăттăм, анчах ăçта тата мĕнле пурăнăпăр? Кĕтӳ хыççăн çӳренипе пурнăç пулĕ-ши? — тет. Унтан вăл: — Калаçса тăнине çынсем курĕç, каллех Митюка каласа кăтартĕç тата, — терĕ те васкаса утрĕ хăйсен килнелле.

Шухшларăм вара эпĕ Наçтаç çинчен. Шалккă пек туйăнчĕ вăл мана. Мĕн тăвас — пуянсен енне туртăнать-çке вăл. Манпа пĕр çул мар çав унăн.

Хамăн та ăс çитеймен тата. Пуянсен туйне çыхланмалла марччĕ-мĕн ман. Капла ĕнтĕ хамах намăс пулчĕ, пуянсем йышăнмарĕç мана, чухăнсенчен хам тарнă пек пулса тăчĕ.

Юрĕ ĕнтĕ, малашне пĕлĕпĕр.

■ Страницăсем: 1 2 3

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: