Пĕтĕм ӳпке-пĕвертен салам!..


Салам, Стихванăм!

Пĕтĕм ӳпке-пĕвертен салам! Сан патна çырмасан такки чун чăтмасть вара. Çак кунсенче çеç пĕр заказной çыру ăсатнăччĕ, унта «ЧК» валли тесе «Присяга» ятлă сăвă чиксе янăччĕ, илсен пĕр секунд тăмасăр ответле, тесеттĕм, çав сăвă пирки хаçат королĕ кăрттамас В.Я-ч1 хăй сăмахне каланине те эс çырса пĕлтерессе кĕтсе юлсаттăм, халь те акă çавăн çинченех йăнкăртататăп. Сăмах майĕн пĕлтерем тата: ку сăвă кунта, облаçри «Рабочий край» хаçатра вырăсла тухать. Ан шарла-ха, ярса парăп сана. Ăна А. Н. Благов куçарать. Д. Семеновскийпе, Мих. Шошинпа, Д. Прокофьевпа туслашрăм. Тăван пек кĕтсе илеççĕ. Теçеткипе кĕнекесем кăларнă вара хăйсем, малтанхи иккĕмĕшĕнчен Якку абзие — Ухсая — салам!

Вĕренсе тухсанах фронта каятпăр, хаçатсем çине пăхкаласах тăр вара ун чухне, пĕр хĕрлĕ каскăллă богатырь епле çапăçни çинчен вуласа пĕлĕн!

Ну, халлĕхе çитĕ-ха. Паян кунĕпех хулара редакцисем тăрăх чупнă. Радиопа кăларатпăр, терĕç-ха. Нарядсене-мĕнсене çӳретмест комиссар, ĕç пачĕ. Ман ĕçсем килĕшнĕ тата вĕсене. Çыр, çыр çыру. Пур юлташсене те, ватти-вĕттипех, салам!

В. Бараев.

Иваново хули, декабрĕн 26-мĕшĕ, 1941 ç.

 
1 В.Я. — Яковлев, «Чăваш комуни» редакторĕ пулнă юлташ

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: