С. Ялавинăн «Çул çинче калавĕ пирки


Кашни произведени вулакантан, А. П. Чехов калашле, «чун хусканăвĕ» ыйтать. Анчах сăваплă вăйăма чăн-чăн илемлĕ произведенирен кăна кĕтме пулать.

Литературăна темăпа идея шайĕнче кăна тишкернĕшĕн критиксене час-часах ӳпкелеççĕ. Ку, тен, тĕрĕс те, анчах çак çитменлĕх критиксенчен кăна килмест — вĕсем тишкерекен произведенисем те чылай чух ăшăх, вĕсенче темле «путас» тесен те «путма» çук.

Шкулта та, вузра та 20-мĕш çулсенчи мĕнле литературăна вĕрентеççĕ-ха пире? Социализмла реализм типĕтсе-хăртса пĕтернĕ ăстăн апачĕ лекет ытларах шкул ачисемпе студентсене. Паллах, ун пек апат анмасть, чĕре патне пымасть.

20-мĕш çулсенчи чăваш литературине тĕсеме тытăниччен эпĕ те вăл вăхăтра урăхла литература пулма пултарассине шанман. Çав тапхăрти литературăна тишкере пуçласан вара куç умне чăн та пысăк литература тухса тăчĕ. Вулакансене сĕнекен «Çул çинче» калав Тутар Пролетари Писателĕсен Хусанти чăваш секцийĕн «Утăмра» ятлă 2-мĕш альманахĕнче 1929 çулта пичетленсе тухнă.

Калав авторĕ — Сергей Ялавин манăçа тухнă тесен те йăнăш пулас çук. Вăл пăтранчăк саманари кăткăс писатель, кăткăс çын. Вулакан ун çинчен Хв. Уярăн «Саламов пурнăçĕ пире мĕне вĕрентет» эссене вуласа пĕлме пултарать. Хв. Уяр хăй каланă тăрăх, Саламов прототипĕ Ялавин пулнă. «Эп астăвасса чăваш литературинче ун пек чаплă çын та çукчĕ пуль», — çырать ун пирки писатель.

«Çул çинче» калавра лартнă философипе гуманизм проблемисен тата стиль уйрăмлăхĕсен тарăнăшне уçса парас тĕллевпе эпир калава илем-сăнарлăх тĕлĕшĕнчен пăхса тухасшăн. «Çапла ĕнтĕ, илемлĕ хайлава илес пулсан, эпир чи малтан ĕç-пуç йĕркипе мар, çав ĕç-пуçа мĕнле сăлтавланипе интересленетпĕр», — тесе çырнă Виктор Шкловский. 20-мĕш çулсенчи калавсенче ăнсăртлăх стиль мелĕ пулнă, анчах çак мелпе вырăнсăр усă курни нумай чухне калавсене илемлĕх тӳпине çитме чăрмантарнă. «Çул çинче» калаври сюжет та ăнсăртлăх стильне никĕсленсе хывăннă, анчах ăнсăртлăх кунта чăн-чăн илемлĕх мелĕ, мĕншĕн тесен писатель ăна произведени содержанийĕпе те тарăннăн сăлтавланă. Калавăн пĕрремĕш пуплевĕнчех писатель философиллĕ пысăк тема хускатать: «Ваттисем вилсе пыраççĕ, вĕсем вырăнне ачасем çуралаççĕ, ӳссе çитĕнсен каччăсем авланаççĕ, хĕрсем качча каяççĕ. Çапла вăл пурнăç».

Çак тема — пурнăçпа вилĕм теми — пĕтĕм произведени тăршшĕпех тăсăлать. Акă, Ульккаç хăй миçе çул пурăнассине пĕлесшĕн куккукран ыйтать, такам таптанă чечеке тăратса лартса ăна «эпĕ пулман пулсан пĕтеттĕн вĕт», тет, Уртемейпе Ерхип те пурнăçпа вилĕм çинчен калаçаççĕ т. ыт. те. Çак витĕр тема калаври кăткăс ыйтупа — çын шăпипе таччăн çыхăннă. Мĕнле майпа ăнлантарать-ха автор Ульккаçăн телейсĕр шăпине? Лĕпĕш — калаври символлă сăнар: С. Ялавин лĕпĕшпе хĕр сăнарне пĕрлештерет. Лĕпĕш сăнарĕ калавра икĕ майлă кăмăл-туйăм çуратать: пĕр енчен вăл савăнăçлă хĕр пурнăçне туйса тăма май парать, тепĕр енчен лĕпĕш хăрушлăха кĕрсе ӳкме пултарасси, кашни самантрах уншăн кунçул вĕçленме пултарасси паллă. Çакă «лĕпĕш пек шурă хĕр» сăнарĕ калава йывăр кăмăлпа тултарать, калаври ĕç-пуçа та сăлтавлать. Кунсăр пуçне, автор Ульккаç хыççăн вĕсен çемйинче тăватă ача вилни çинчен пĕлтерни Ульккаçăн та вĕсене май ăраскал пулма пултарасса систерет. Калавра çавăн пек пайрăмсем пайтах, вĕсем сюжета сюжет-сăнар, сюжет-символ пĕлтерĕшлĕ тăваççĕ.

20-мĕш çулсенчи калавсенче, паянхи чылай калавсенче те писательсем ытларах герой чĕлхипе мар, автор чĕлхипе усă курма кăмăллаççĕ пулсан, С. Ялавинĕн «Çул çинче» калавĕнче вара автор чĕлхинче те геройсем сисĕнсе тăраççĕ. Калавра, тĕпрен илсен, виçĕ чĕлхе сийĕ уйăрма пулать: автор-калавçă сийĕ, Ульккаç сийĕ, Урттемей сийĕ. Вĕсем кашни уйрăммăн мар, пĕр-пĕринпе килĕшӳллĕн çыхăнса тăраççĕ. Калав Ульккаçпа çыхăннă чух лексика, интонаци, кĕвĕлĕх тĕлĕшĕнчен пĕрре, Уртемейпе çыхăннă чух — урăх. Вĕсем хире-хирĕçле субъективлă сферăсем йĕркелеççĕ. Акă, илер-ха Урттемее сăнласа кăтартакан пĕр сыпăка:

«...Урттемей пĕр шуралать, пĕр хĕрелет, кушак шăши тухнине сыхласа выртнă пек, пĕр сиккеленмесĕр хăрушшăн пăхать вăл Ульккаçа. Мĕнле шухăшсем «ухтараççĕ-ши» унăн арпус пек çаврака пуçне! Çăварĕнче сурчăкĕ типнипе, вăл тутисене ĕне пек çулласа илчĕ. Нумайччен пăхса выртрĕ вăл ним чĕнмесĕр, пĕр сиккеленмесĕр. Тăма хăтланчĕ Урттемей, каллех выртрĕ. Куçĕ умĕнче вăрăм курăк кансĕрлесе ларать, ăна темшĕн чĕтрекен аллипе татса ывăтса ячĕ пĕр айккинелле. Шăши сыхлакан кушак пекех, пиншакĕ те сăрă...» (палăртни пирĕн. — Ю. Я.).

Урттемее сăнлакан эпитетсем, паллă ячĕсем ун характерне уçăмлăн сăнласа кăтартма май параççĕ. Писатель калавра уйрăмах Урттемей сăнарĕн пĕр енне — унра тĕп вырăн йышăнса тăракан аркатуллă вăя, выльăхлăха палăртать: «...Тапкаланать, чăх чĕппи хурчăка аллинче çапкаланнă пек çапкаланать Ульккаç, анчах Урттемей аллисем кĕлеще пек. Çавра çил-и, тăвăл-и ăна çĕре çĕклесе çапрĕ». Унтан маларах Урттемейпе Ерхип уçланкăра выртнă вăхăтра «çӳлте, хура пĕлĕтсем хушшинче хурчăка çунатне сарса вĕçсе çӳрет». Калавра хурчка кăна мар, хура кураксем те («çавăнпа вĕсем иккĕш те, хура кураксем шăрăхра çăварĕсене карса сывланă пек, çăвар тулли сывлаççĕ вăрманти таса сывлăша»), кушак та («Халь унăн (Урттемейĕн) куçĕсем темле чеен пăхаççĕ. Кулнă пек туйăнаççĕ унăн кушак куçĕ пек чăпар куçĕсем, анчах хăй вăл кулмасть») вилĕме сăнарламалли мел. Çавăн пекех вăл Урттемейре çынлăх çуккине кăтартать, вăл тăвас тискер ĕçе сăлтавлать. Илемлĕ пайрăмсем кашни хăй тĕллĕн те Урттемей чăртмахлăхне çеç мар, унăн характерне пĕтĕмĕшле сăнлама май параççĕ. Тĕслĕхрен: «пӳрне хулăнăш чикарккине тивертрĕ», «çăтĕк шăлаварлă хулăм урисем пĕрене пек выртаççĕ», «çак пуслăх пек хулăм аллисем» т. ыт. те.

Повествовани «тонĕ» вăл е ку сфера витĕмĕнчен килет. Ака, тĕслĕхе, Ульккаç сфери: «...Е-ех! Вăрăм-çке кунĕ те! Тăватă кун тăватă эрне пек туйăнчĕ. Халĕ тата виçĕ кун кĕтмелле. Çунат пулсан, вĕçсе кайĕччĕ Микулкка патне! Ашшĕ те, амăшă те, никам та ан систĕрччĕ. Пĕр-икĕ сăмах калаçса килĕччĕ Ульккаç Микулккапа. Инçе те мар вĕт, ултă çухрăм кăна вĕсен хушшисем. Ултă çухрăм вĕсене уйăрса тăрать...» Çак сыпăк уйрăм эмоци сĕмĕпе палăрса тăрать. Кăшкăруллă предложени («Е-ех! вăрăм-çке...») çамрăк хĕр ӳкĕнĕвне, хистевлĕ пуплевсем ун ĕмĕтне кăтартаççĕ. Калуллă предложенисенче те уйрăм интонаци — хумхану, канăçсăрлăх, ӳкĕнӳ палăрать. Çавна кăтартса пама икĕ хут калани (повтор) май парать: ултă çухрăма палăртса калани ăша вĕçтерет. Савăнăç туйăмĕпе юнашарах тепĕр туйăм — йывăр сисĕм, синкерлĕх пурри ăна тулли пулма май памасть. «Çул çинче» калавра савăнăçпа ырă мар туйăмсем çыхăнни калавăн пĕрремĕш йĕркисенче тенĕ пекех пуçланать. Ырă мар туйăмсем, ӳссе пырса, юлашкинчен севăнăçлă кăмăла хупласа хураççĕ. Лĕпĕш вĕçевне аса илтернĕн çăмăллăн янракан музыка ăшчике хумхатса яракан йывăр, канăçсăр музыкăпа улшăнать. Çав туйăмсен çӳлти пусăмĕнче вĕлтĕркке кĕвĕллĕ музыка хутран-хутран кăна вăйсăррăн янрать, ун вырăнне повествовани хуллен, кашни саманчĕпе тамăкланса шăвать. Ретардаци (сюжет аталанăвне чарса тăни) меслечĕ персонажăн тӳрремĕн курăнман кăмăл еккине палăртма, вулаканра кирлĕ пек кăмăл-туйăм çуратма май парать. Произведенири сисĕмлĕхе писатель каласа парса мар, тĕрлĕ илемлĕх мелĕсемпе кăтартса парса вулакан патне илсе çитерме пултарать. «Çул çинче» калавра С. Ялавин композицие тĕпе хурса çырать. Вăл, агитка поэтикине килĕштерекен калавçăсем пек, сăнарсене аякран сăнласа кăтартнипе мар, вĕсене шалтан çутатса кăтартма кăмăллать, çавăнпа повествование субъективизацилеме вăл пуплевпе конструктивлă формăсемпе анлă усă курать. Калавра писатель кăмăл улшăнăвĕсене çутçанталăк ӳкерчĕкĕсемпе çыхăнтарать кăна мар, пейзажа вăл персонаж куçĕпе курнă евĕр çырса кăтартать. Калăпăр, ватă юман çамрăкрах юмана курни-илтни çинчен тайăла-тайăла пăшăлтатса каласа пани, «вĕçен кайăксем пĕр-пĕрне кăшкăрса, пурте илтмеллех кăшкăрса савăнаççĕ» тесе çырса кăтартни т. ыт. те. геройĕн ăшри кăмăл-туйăмĕнчен тухса тăрать. Автор калавра тĕрлĕ ăслайсемпе усă курать, вĕсемпе вăл пулнă-пулман мар, пĕлсе, тĕп тĕллеве пăхăнтарса усă курать. Акă, автор-калавçă событи шайне тӳрремĕн кĕрсе каять: «Ех, Микулкка! Ульккаç мĕн шухăшланине пĕлетĕн-ши эсĕ? Сисетĕн-ши эсĕ Ульккаçăн чĕрийĕ епле тапнине! Сиксе тухас пек тапать ун çамрăк чĕри. Çамрăк ӳт савни аллине кĕтет...»

20-мĕш çулсенчи калавсенче кун пеккисене сахал мар курма пулать, анчах вăл нумай чух калав пĕрлĕхне пăснипе çаврăнса тухать. «Çул çинче» калавра вара вăл вырăнлă, мĕншĕн тесен вăл ун умĕнхи эмоци — синкерлĕх туйăмĕн аталанăвĕ çинче никĕсленет. Çапла майпа хăй енчен те тĕп событие сăлтавлать. «Ощущение цельности рассказа во многом зависит от достаточности, убедительности и эмоциональной силы мотивировочной части», — тесе çырать С. А. Антонов «Я читаю рассказ» кĕнекере. 20-мĕш çулсенчи калавра та хальхи калавçăсем те час-часах событие тĕплĕн ăнлантарса чăрманманнине асăрхатăн пулсан, «Çул çинче» калавра пĕтĕм илемлĕ текстах пысăк «напряжениллĕ», «сывламан» вырăнсем кунта çук. Çакăн пек «напряжение» калав тăршшĕпех тытса пыма произведени икĕ майлă çыхăнусенче йĕркеленни — сцеплени тата хирĕçлени — май парать. Акă, Трубина Марфин «Хĕрлĕ галстук» калавĕнче те пĕр событи тепринчен тухса пырать тесе калама пулать, анчах писательница улшăнусене илемлĕх мелĕсемпе çирĕплетмен: пĕр ĕç тепĕр ĕçпе улшăнассине автор йăлтах хăй аллине илнĕ.

С. Ялавин вара калаври ĕçсен аталанăвне шалтан сăлтавлать: çĕнĕ тема пуçланас умĕн ăна хатĕрлекен «сасăсем» тĕп «кĕвĕ» çумне хутшăнаççĕ. Мĕнле майпа сăлтавлать-ха автор, калăпар, Ульккаç çинчен пыракан повествование татса Урттемейпе Ерхип çине куçнине? (Калас пулать, повествование татнин те кунта художествăллă функцийĕ пур, вăл ытти функцисемпе пĕрлех Ульккаçăн çулĕ татăлассине систерет.) Çĕнĕ темăна кĕртме, чи малтанах, синкерлĕ кăмăл-туйăм пулăшать. Тĕслĕхшĕн «...Йăвăçсем хăрушшăн, чуна сĕвĕртсе пĕр-пĕринпе темскер çинчен васкаса калаçса илчĕç те хашлатса хуйхăрса ячĕç. Ульккаç аванах илтрĕ, çавăнпа вăл та (хăй те пĕлмест темме) салхуланчĕ. Ватă вăрăм чăрăш та унпа пĕрле хăшш! тесе хыттăнах хуйхăрчĕ — çил тухнă. Чăрăш çӳçĕсене çил турама тытăнчĕ. Таçта-а-а инçетре аслати кăлтăртатрĕ те сасартăк чарăнчĕ.

Ку-ку, кук-ку! — çывхарнăçемĕн çывхарать куккук сасси — ку-ку! шиклентерет çавах та. Иккĕн пулсан калаçса йăпанăттăн, пĕччен...» Ку сыпăкра ахаль нейтраллă лексика мар, автор салху кăмăла çуратма пултаракан сăмахсемпе усă курать («хăрушшăн», «чуна сĕвĕртсе» т. ыт. те); междометипе евĕрлев сăмахĕсем те çав тĕллевех пурнăçлаççĕ. Вĕсем салху туйăма палăртаççĕ, çав туйăм, кăшт тăхтасан, çынпа çыхăнать. Куккук Ульккаç миçе çул пурăнассине ыйтнă хыççăн виçĕ хут çеç авăтсан, автор тӳрĕ пуплевпе «тен, Ульккаçран малтан урăх çын ыйтнă-и» тесе, кайран Ульккаçа «темле сасă илтĕннĕ пек пулчĕ» тесе çырать. Çапла майпа писатель Ульккаç çинчен пыракан повествование сасартăк татса мар, майĕпен, малтанах хатĕрлесе куçарать.

Калавра С. Ялавин ăшри пуплевĕн тĕрлĕ кăткăс формисемпе усă курать, автор повествование пайăр мар тӳрĕ пуплеве, персонажсен монологне çăмăллăнах куçарать. Çавăн пек çыру техники персонажсен психологине кăмăл хусканăвĕ таранах кăтартса пама май парать.

«Çул çинче» калав — пĕрре вуласа тухса лăпланмалли йышши мар, çĕнĕ шухăшсемпе ассоциацисем шыраса ун патне вĕçĕмсĕр таврăнма пулать.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Евдокимова Надежда (2016-10-31 21:27:52):

Сергей Ялавин çырнă "Çул çинче" пирки тишкерĕве пăхса тухрăм. Çак хаклав мана чылай çĕннине пачĕ, тишкерӳ вăйне малалла уçса пачĕ. Хам валли кирли нумай илтĕм, пĕлтĕм. Тавах.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: