Пупсене
Вăрăм çӳçлĕ пупсене
Çакă пулать акафист —
Чĕркуçленсе кĕл тума,
Виçĕ гласпа юрлама.
Кӳпшек питлĕ пачăшкă!
Акафиста пуçличчен
Кăтра пуçна тăхăнсам
Шĕвĕр тӳпе-скуфия.
Хура вăрăм тум çинчен
Тăхăнса яр ризуна,
Мăн хырăмлă пилĕкне
Çутă ука пиçиххи
Туртса çыхам хыçалтан.
Чиркӳ хурал çыннине
Тăнкăл-тăнкăл чан çаптар —
Акафиста кĕлтума
Çыннисем те пухăнччăр.
Акафиста пуçличчен
Ик аллуна ярса пăх;
Ăна-кăна чикмешкĕн
Тăвăр мар-и кĕсйӳсем?
Кала-малла пăхкала —
Пухăнчĕç-и çыннусем.
Çын нумайрах пухăнсан,
Эс акафист кĕллишĕн
Укçа чылай пухăн вĕт.
Тиечукĕ юрлатăр
Виççĕмĕшле кĕвĕпе,
Ун хыçĕнчен карчăксем
Тута пăрса анрашчăр.
Ĕнтĕ эсĕ, пуп мучи,
Пуçа çӳле ывăтса,
Пилĕк таран тайăлса,
Виç пӳрнепе сăхха пер —
Сăхха пер те укçа çап.
Çӳлти тура тархасла —
Вилнĕ çынна чикнĕшĕн
Тват пăт ыраш, виç мельюн
Илме сана пулăшать.
Ача-пăча çуралсан,
Тĕне кĕртсе панăшăн,
Вуншар аршăн пир илен —
Аллилуя, мăн хырăм!
Ирсĕр çылăх тусассăн,
Виç пăстаçлă ячĕпе
Çылăх ыйтса каçарăн —
Уншăн вăтăр мĕлиюн
Пуян çынтан чикен эс.
Аллилуя, çăтмак куç!
Кăçал выçлăх майĕпе
Прихут çынни вилсессĕн,
Кĕлтунишĕн илсессĕн,
Тăранатни, нӳхреп куç?!
Эсĕ, хура халăха
Рая кĕме вĕрентсе,
Тамăкпала хăратса,
Кĕлет тулли тыр пухан.
Аллилуя, çăтмак пуп!
Нэпман майлă выçă пуп!
Чиркӳ хысни таврашне,
Çурта услам укçине,
Майлаштарса вăрлан эс —
Аллилуя, пачăшкă!
Рай алăкне уçакан,
Турă юнне сутакан
Хура тумлă спекулянт —
Ылхан сана, мушенник!
Икĕ питлĕ пачăшкă.
Ака-суха тумашкăн
Турă сана хушмасть-им?
Хура-шурпа тыр вырма
Пӳлхӳç турă пӳрмест-им?
Аллилуя, выçă пыр!
Аллилуя, выç кашкăр!
Аллилуя, çăтмак куç!
Аллилуя, мăн хырăм!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...