Симĕс тума мĕншĕн улăштарнă?
Ĕлĕк-авал Яппун çĕршывĕнчи тăмана маляр пулнине вулакансем илтнĕ-тĕр. Мĕн пур кайăка тĕс парнелекенни шăпах вăл пулнă, кашнин кăмăлне тивĕçтернĕ. Анчах пĕррехинче çăхан хăйне хальччен çын курман тĕлĕнмелле хитре тĕспе сăрлама ыйтнă. Тăмана нимĕн тума аптранипе хайхин тĕкĕсене хуп-хура тĕспе сăрланă. Çăханĕ çиленсе лартнă, маляра тавăрма шут тытнă. Лешĕ унран хăранипе сунара çĕрле çеç тухма пуçланă, кăнтăрла йăвинче çывăрнă. Пĕчĕк тусăмсем, эсир çав юмаха вуланă пулĕ-ха. Ку вăл Яппун çĕршывĕнче тахçанах пулса иртнĕ.
Тăмана унтан тахçанах тарса килнĕ ĕнтĕ. Вăл кайăксене тĕрлĕ тĕспе ăста сăрланине чĕрчунсем те илтнĕ. Ун чухне таврара сивĕ хĕл хуçаланнă, вăрманта та, уй-хирте те шурă юр сарăлса выртнă, çил-тăман алхаснă. Пур чĕрчун та шурă кĕрĕкпе çӳренĕ.
Кĕçех хаяр хĕл иртсе кайнă. Çурхи хĕвел хĕртсе пăхнăçемĕн тавралăх симĕсленсе пынă. Ешĕл курăк ăшĕнче пытанма симĕс тĕслĕ çи-пуç кирлĕ. Тăмана патне чи малтанах тилĕ йăкăртатса çитнĕ.
— Тăмана тус, эсĕ сăрлама ăста теççĕ. Ĕçченлĕхӳ çинчен пĕтĕм чĕрчун калаçать. Ман кĕрĕке те симĕслетеймĕн-ши?
— Эй, сăрă таврашĕпе аппаланма та хăратăп. Çамрăк чухне çăхана хура тĕспе сăрласа кӳрентертĕм-тĕр. Вăл мана халĕ те юнама пăрахмасть.
— Сăрласа яр-ха, тархасшăн. Эпĕ сан ырă кăмăлна ĕмĕрне те манмăп, туслă пулăпăр, — çапла йăпăлтаткаласа тилĕ тăмана кăмăлне çавăрнă, килне симĕс кĕпепе таврăннă.
Тилĕ симĕс тума ăçта туяннине пĕлсен мĕн пур чĕрчун маляр йăви патне пухăннă, пĕр-пĕринпе тупăшсах хăйсене симĕс тĕспе сăрлама ыйтнă. Çапла тăмана сĕм çĕрлечченех ĕçленĕ. Пурте — кашкăр, куян, пакша, пăши, упа — симĕс çипуç тăхăнса ешĕл курăк ăшнелле сикнĕ.
Çăвĕпех ыр курса пурăннă вĕсем, сунара тухсан та тăшмансем асăрхаман. Кĕркунне çитнине систерсе сивĕ çил вĕрме пуçласан чĕрчунсем çăлкуç шывĕпе çăвăнса симĕс сăрăран тасалнă. Хĕллене хирĕç пурте çĕнĕрен шурă тум тăхăннă.
Пуш уйăхĕн вĕçĕнче çутçанталăк хĕл ыйхинчен вăранса чĕрĕле пуçласан чĕрчунсем каллех тăмана патне пухăннă. Ку хутĕнче те маляр кашнин кăмăлне тивĕçтернĕ.
Çапла чылай çул хыçа юлнă. Кашни çуркуннех тăмана чĕрчунсене симĕслетнĕ. Анчах пĕр çуркунне унăн кушелĕ пушаннă, симĕс сăрă пĕтнĕ. Тăмана хушнипе чакак чĕрчунсене йыхравлама кайнă. Тем сăлтава пула палăртнă вăхăта тăмана патне крокодил çеç килнĕ.
— Манăн симĕс сăрă пĕтсе çитрĕ. Çуллаччен тупасчĕ ăна, — ăнлантарнă маляр.
Виçĕ тинĕс леш енчи кермен хуçи кайăксенчен хăйĕн симĕс сăрă пурри çинчен пĕлтернĕ, анчах унта çитме пĕртте çăмăл мар. Крокодил ватă тăманана шелленĕ, кушел çакса инçе çула тухнă.
Ывăнса çитнĕскер юлашки тинĕсрен çыран патне аран-аран çывхарнă. Шывран тухсан канма ларнă.
Çăхан крокодил тăмана валли сăрă илме кайнине пĕлнĕ те вăл таврăнасса кĕтсе ларнă. Лешĕ çырана тухсанах сарлака çуначĕсемпе çапса кушеле тӳнтерсе янă, савăт пăкки тухса ӳкнĕ те мĕн пур сăрă юхса тухнă. Канса выртакан крокодил симĕс сăрăпа вараланнă, юлашкийĕ тинĕсе юхса аннă. Чĕрчунсем валли пачах та юлман.
Çав кунран пуçласа крокодил хĕлле те, çулла та симĕс тумпа çӳренĕ. Сăрă юлманран тăмана ытти чĕрчунсене урăх тĕссемпе сăрланă. Хăшне — сарă, теприне — хăмăр, виççĕмĕшне кăвакрах кĕпе çакланнă. Нумай çул ĕçлесе ывăннă тăмана — ара, сăррине те хăйĕнех тупмалла, унтан кашни чĕрчуна юрамалла, çавăнпа ку хутĕнче ĕмĕрлĕхех сăрланă.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...