Пĕтмен çыру
. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .
— Ивник! тесе йĕрсе пĕлтерчĕç
Виççе хутлатнă листасем —
Ваçанккапа Стихван вĕçтернĕ
Шур кăвакарчăн чĕпписем...
Кĕрекере миçе пуш вырăн,
Миçе черкке ларать ӳпне?
Паян — хăшне чăтма çук йывăр,
Хăшне ансат вара кӳпме.
Эсрел шăлне йĕрсе лĕхлетрĕ,
Эсрел каллех асса кулать:
«Атя манпа, эрех пехлетпĕр,
Камит курар — шуйттан ташлать.
Сана çавах ятлас килет ман:
Тăвас ĕçне тумарăн эс.
Йĕрке сăвва чăнах çыратăп,
Тесе нихçан çырмарăн эс.
Ахаль сая каять талант сан,
Хăвна хака хумастăн эс! —
Тесе Стихван миçе каланă,
Эс пур чăнах хумастăнччĕ.
Шупашкарта мана çук тетни,
Ăçта этем, эп — çавăнта.
Ивних чăнах санпа чун пекчĕ,
Сана чĕнет вăл хам пата».
Умма тухать Иван юлташăм,
Тăсать вăл туслă аллине.
Хăй калаçать, пуплет йăвашшăн,
Сирсем, тет, вилĕм çавине.
Чĕрем çунат хушса çĕкленчĕ,
Ман чуптăвас килет ăна.
Çумие пырса тăма пикентĕм,
Анчах умра мĕлки кăна.
«Бараев — вилĕме пăрайĕ!» —
Тесе пĕтерчĕ сăмахне.
Çакна асра тытса вара эп
Урса кĕреп тăшман çине.
Иван пуçне усса кăхлатрĕ,
(Кохсем çавах унран юлман!)
Шăп çавăн чух килсе хаплатрĕç
Икĕ снаряд шăлт ман умма.
Арман çӳлли тăнра çĕкленчĕ,
Мана хупларĕ хăй айне.
Çӳлте фашист вĕçсе çӳрет-мĕн,
Тăхлан тăкать-мĕн пуç тĕлне.
Кăвак тăнче юнпа пĕвенчĕ,
Кăвак тĕнче çунать, кашлать.
Эсрел вара хавас çĕкленчĕ,
Эсрел ура хуçса ташлать.
«Эс вилăм ташшине курман-ха,
Курман пулсан — курах, сăна.
Тен, сăвăпа çырса кăтартăн.
Ак çакăн пек ташлаç ăна...»
Эсрел ташша урса пикенчĕ,
Вăл ахăрать, кулать, асать.
Шăлт ман çумрах туссем тӳнеççĕ,
Тискер çава хирет, касать.
«Хавас сана ачашламашкăн,
Атя манпа, атя инçе!..» —
Эсрел çави çиçсе чашлатрĕ
Шăп çавăн чух ман пуç çинче.
«Эй, пурнăç! — терĕм эп хăватлăн, —
Хăçан вăрçмашкăн чарăнан?»
Иртет самант, умма пăхап та —
Тăрать ман ывăл — Арăслан.
Сасартăк вăл хĕçне кăларчĕ,
Пĕрех сулать вăл паттăрла
Эсрел таçтан куçран çухалчĕ.
Уларĕ выçă кашкăрла.
«Салам, атте! Çитме васкарăм,
Çунатăм пулăшрĕ вĕçме.
Мана анне кунта ăсатрĕ
Пиллерĕ тавăру хĕçне.
Çак хурçăран чĕтретĕр вилĕм,
Вăл ан çывхартăр сан патна.
Çĕнтерӳпе киле эс килĕн,
Çĕнеймĕ вилĕм хăватна!»
* * *
...Çапла, анне, çапла, аннеçĕм,
Кунта иртеççĕ кунăмсем.
Черечĕпе пуçа килеççĕ
Ман шухăшлан шухăшăмсем.
Аса илеп: уя тухсассăн,
Пин-пин таса çеçке çинче
Кĕрчемелĕх тесе пухатчĕç
Хĕвеллĕ пыл ĕçчен хуртсем.
Аса илеп: уя тухсассăн,
Çӳлте, шăпах ман пуç çинче,
Тăхăр тăри юрра яратчĕ
Пулас мухтав-телей çинчен.
Куратăн халĕ те хавассăн
Тăван уй-хирĕн ьгтамне —
Сар ылтăн пучахсем йăвашшăн
Ачаш çилпе хумханнине.
Çапла, анне, çапла, аннеçĕм,
Илем нумай вăл çут тĕнчен.
Ăна ывлу çырса вĕçлеймĕ,
Этем чăтми вут айĕнче.
Анчах та çак пушар лăпланĕ,
Тасалĕ тĕтĕмлĕ тӳпе.
Уйра тăри юрри шăранĕ,
Хумханĕ тырă лĕп çилпе.
Ман тантăшсем комбайн тытĕç,
Васкатĕç вăйлă трактора.
«Хутран-ситрен мана асилĕç», —
Шутлатăп эпĕ ăшăмра.
Пĕлетĕн ху, кирек кама та
Ытла нумай хăна пулма
Çак çĕр çинче паман-ха ирĕк,
Епле килен — çапла каян.
Кун-çул вăл — сывлăм шăрçи çеç-мĕн,
Хĕвел тухать — типет, сӳнет.
Анчах хăшин тумхахлă, тертлĕ,
Хăшин — шыв пак юхса иртет.
Çапла, анне, çапла, аннеçĕм,
Ман шух ята аса илме,
Чылай çĕрте эп йĕр хăвартăм,
Анчах та ир-çке-ха вилме.
Çавах пĕрмай хама вăрçатăп,
(Ытла та хĕн аса илме) —
Яш вăхăта тарам çухатнă,
Ăна ĕçпе упра пĕлмен.
Ман шухăшсем чăнах нумайччĕ,
Тем те тăвас тесеттĕм эп.
Ĕмĕтĕме тăшман путарчĕ,
Унпа вăрçма васкарăм эп.
Унта темле этем хаяррăн
Хĕç вылятса вăрçать тесен:
«Ман тимĕр мар-ши?» тесе хур эс
Вĕри чунна аса илсе.
Тен, вăл эпех пулма пултарăп,
Чĕрем çапла хушать, анне,
Хăшĕ паян мана ăнланмĕç
Ыран ăнкартĕç эп камне.
Салам сире, атте-аннеçĕм
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...