Ют çĕр-шывра
Саша уллтăмĕш класра вĕренет. Ăслă-тăнлă ача, анчах кахал. Хăй юлхавланнине пулах юлташĕсемпе тан ĕлкĕрсе пыраймасть, уроксенче час-часах «иккĕсем» çаклатать.
Вырăс чĕлхи урокĕнче ачасем кавир-самолет çинчен юмах вуларĕç. Сашăна та юмах килĕшрĕ. Вĕрентекен: «Енчен те сирĕн кавир-самолет пулсан эсир ăçталла çул тытăттăр?» — тесен кашниех пĕр-пĕринпе тупăшса хăйĕн шухăшне пĕлтерме васкарĕ. Ирина çурçĕр полюсне çитсе курасшăн иккен, Инга — тинĕс тĕпĕнче, Вася — çичĕ тинĕс леш енче, Коля — ют планета çинче, Миша — кăнтăрти çĕршывсенче, Оля — юмах тĕнчинче пуласшăн. Саша та шухăша кайрĕ: «Чăнах та, ăçта кайса курмалла-ши? Ăçта интереслĕрех? Каяс-тăк каяс, ют çĕр-шывах çитсе курас. Аслă Британире пулса курăттăм, акăлчанла калаçса çынсене тĕлĕнтерĕттĕм. Атту мана акăлчан чĕлхине вĕрентекен ялан вăрçать: «Уроксене пачах хатĕрленместĕн, ĕçлекен пуçна ĕçлеттерместĕн, — тет. Вĕçсе каятăп та унти çынсене хам акăлчан чĕлхине вĕсемпе танах пĕлнине ĕнентеретĕп!»
Арçын ача çапла шухăшлама ĕлкĕрчĕ çеç — таçтан çавра çил ахăрса тухрĕ те ачана кавир-самолетпа чĕркерĕ, ăна-кăна ăнкариччен Сашăна темле ют хула урамне ача-пăча теттисем сутакан лавкка умне персе хăварчĕ.
Урамра халăх нумаях мар. Саша хăра-хăрах лавккана кĕчĕ. Кунти халăх темĕнле ăнланмалла мар чĕлхепе калаçнине илтсен тĕлĕнчĕ. Тимлĕрех итлсен хăй Англие çитнине ăнланчĕ, питĕ хĕпĕртерĕ: «Тинех эпĕ хамăн пултарулăхпа çынсене тĕлĕнтерĕп!»
— Give me this toy! — чекне сутуçа тăсса парать пĕр арçын ача.
«Мĕнле туй пирки калаçать вăл. Ăçта туй. Нимĕнле юрă сасси те илтĕнмест-çке!» — лавккана туй çитсе кĕрессе кĕтсе йĕри-тавра пăхкалать Саша.
Сутуçă арçын ачана упа çури тыттарчĕ, лешĕ хĕпĕртесе килнелле чупрĕ.
— Give me this box! — ыйтать тепри.
«Боксла вылясшăн пулас, кампа вылять-ши.» — тĕлĕнчĕ Саша сутуçă лешне ещĕк тыттарнине курсан. Вăл нимĕн те ăнланмарĕ, çапах такам боксла вылясса кĕтсе тăчĕ.
— This car is cheaр, — тенине илтсен чĕпĕсене шырарĕ, вĕсем шиплетсе çӳренине курасшăн пулчĕ — каллех кураймарĕ.
Çапла чылайччен лавкка тăрăх утса çӳрерĕ, нимĕн те туянаймарĕ. Çынсене мĕншĕн пĕр япала ыйтсан тепĕр япала панине те ăнланмарĕ. Акă пĕри камера илесшĕн, ăна фотоаппарат пачĕç. Саша хăй ют çĕршыва килсе çакланнăшăн кулянма пуçларĕ. Хырăмĕ те выçрĕ. Кафене кĕрсе апатланĕччĕ — укçи çук. Ун кĕсйинчи вак укçапа çитермеççĕ çав кунта, доллар кирлĕ теççĕ. Киле каяс — кавир-самолет ниçта та курăнмасть.
Каç пулчĕ. Урамра халăх çук, машинăсем çеç пĕр вĕçĕм каялла-малалла чупаççĕ. Саша хăра-хăрах пĕр таксист патнелле çывхарчĕ. Шоферĕ шăпах вырăсла ăнланать иккен. Вăл ачана пулăшма килĕшрĕ, телефон туртса кăларчĕ те такампа калаçса илчĕ. Çак самантрах такси умне кавир-самолет вĕçсе килчĕ. Вăл ачана киле леçсе ячĕ.
Çакăнтанпа Саша лайăх вĕренет, уйрăмах акăлчан чĕлхине куллен «шĕкĕлчет». Кам пĕлет, тен, каллех çавăн пек пăтăрмаха лекĕ те каллех путишле самантран тухма тивĕ. Тепрехинче вăл аптрамастех!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...