Вăрман ачисем
Пĕлт тап-таса, кăн-кăвак, пĕчик пĕлт татăкĕсем çинче хĕп-хĕрлĕ хĕлхемпе хĕвел вылять. Юхса пырать Сӳхепи, ун умĕнче хăйĕн ачисем чупса çӳреççĕ, ашшĕ, ватă Ухилле, тырă вырать. Сăрт çинче ватă юман кашласа ларать...
Лаши пĕр еннелле карĕ, Сӳхепи тепĕр еннелле юхса карĕ те усал вырăссенчен тăрă шыв айне путса... путса анса пытанчĕ...
Тимккапа Çăлтăр яла кĕчĕç. Ухилле пӳрт айăккинче, хĕвел çинче ăшăнса, çывхарса килекенсем çине куçне аллипе витсе пăхса ларнă. Тимккапа Çăлтăр лашисем çинчен анчĕç те:
— Лайăх пурнатни, мучи! — терĕç.
— Сӳхепи вилчĕ! — терĕ Çăлтăр.
Ухилле мучи аллине çĕклерĕ те, сухалĕ, шап-шар сухалĕ чĕтресе карĕ.
Кӳрĕшсем пуçтарăнчĕç. Тимкка ларчĕ те ĕречĕпе каласа пара пуçларĕ:
— Шăнкăрча вырăссем шыва сĕтĕрсе кĕрсе вĕлернĕ. Çеçпĕле вырăссем çапса вĕлернĕ. Микур тарнă. Паккая, Тяккана, Тăмпана тата Маккана вырăссем пăшалпа персе вĕлернĕ. Сӳхепия вырăссем пăшалпа пенĕ те, Сӳхепи Сăрă шывне путнă!.. — тесе пĕтерчĕ юмахне Тимкка.
— Уу-у-у-у-у!.. — тесе уласа ячĕ те шурă сухаллă Ухилле мучи симĕс курăк çине кайса ӳккĕрĕ...
1918 ç., пушăн 27-мĕше. Теччĕ
Шухăшсем
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Ever thought how chuvash...
Save on marketing with our AI-optimized ...
Ideia pratica para organizar melhor o ...
Nápady pro rychlejší výsledky — https:...
Smart losning til hurtigere resultater...
Economise?te timp cu acest sfat practi...
I started writing down one thing at the ...
Why overspend on paid advertising? Our A...
Boost your website’s audience with our A...