Каппайчăксем
Хаваслăн ӳснĕ ашкăрса çулла
уçланкăра вĕлтĕренпе хупах.
Каланă иккĕш те кула-кула:
— Чи-чи çӳлли кунта халь хамăрах.
Çав вăхăтра юман йĕкелĕнчен шăтса,
тет, тухнă çамрăк çеç хунав.
Мĕнле çумкурăк ку ӳсет пĕччен? —
тесе пуçлаççĕ хайхисем шăв-шав. —
Çулçи имшер, хăй пĕчĕкçĕ, лутра,
çут хĕвеле кураймĕ нихăçан.
Эпир унпа ыр курнă вăхăтра,
вăл ӳсĕ сулхăнра аран-аран.
Илемĕ те çук унăн, иçмасса,
кама-ши тĕлĕнтерĕ хăйĕнпе? —
Вĕлтĕренпе хупах, юнав хурса,
кĕтеç юман ӳсессине хĕнпе.
Иртеççĕ ерипен шуса çулсем,
юман ярать тымар çине тымар.
Турачĕпе выляççĕ шух çилсем,
вăл улăп пек ӳссе ларать патвар.
Вĕлтĕренпе хупах тĕлĕннипе
чĕлхесĕр пулнă ĕнтĕ тахçанах.
Юман çӳл тӳпене çĕкленнипе
сăлтавĕ пулнă тĕлĕнме, чăнах.
Вĕлтĕренпе хупах иккĕленсе
пуплеççĕ пĕр-пĕрне пӳле-пӳле.
Ыйтаççĕ юманран кăшт шикленсе:
Мĕнле вăйпа çĕклентĕн эс çӳле?
Хăй ӳсĕмĕн вăрттăнлăхне уçса,
Юман калать:
— Ан тĕлĕнĕр, ара.
Эп пĕчĕк чух лармарăм пуç усса,
тымар яма пуçларăм хам тавра.
Çĕр пачĕ хăйĕн сĕткенне савса,
хĕвел çути лăпкарĕ ман вулла.
Çав вăхăтра эсир тăрăхласа
лараттăрччĕ, манран кула-кула.
Эсир манран вăрлаттăр хĕвеле,
парка ӳсме чараттăр пур енчен.
Пăхатăп халь сире шелле-шелле
çӳле ӳсме хевте çитейменрен.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...