Пултару
Митта Ваçлейне асăнса
«Пуç янисен юрри», «Элеги».
Семенов Тайăр-и е ху...
Сана та касрĕ çын элекĕ,
Пĕрех манмарĕ халăху.
Тăван чĕлхен таса хĕлхемĕ, —
Вăл — Çеçпĕлте, вăл — Тайăрта...
Татах çĕкленчĕ ун илемĕ
Хăйпе илсессĕн сан ятна.
«Хĕн-хурлă пултару саманчĕ,
Ăна пĕлмен поэт — айван», —
Тесе чун тарĕпе çырсаччĕ,
Калла килсессĕн аякран.
Тухмарăн эс уксах-чăлахăн
Поэзин аслă пуссине.
Шырарăн вутлă чăн сăмахăн
Асамлă, иксĕлми вăйне.
Ăста тăлмаччĕ — пултараттăн, —
Куçартăн Горький романне.
Эс Пушкинпа та çывăхлатрăн
Тăван чĕлхемĕр техĕмне.
Асрах-ха сан «Малашлăх маршĕ», —
Чĕнет, хистет янравлă сас.
Ăна пĕлет тус, кӳршĕ-аршă,
Ăна кашни илтме хавас.
«Пин юрăран пĕри... юлайтăр», —
Тени пулмарĕ кăлăхах.
Сăпай поэтшăн курнăç ют вăл,
Чăн пултару анчах паха!
Шухăшсем
Ready to energize your website vi...
Is your website chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Struggling with a sluggish websit...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...