Поэт çăкăрĕ тутлă-ши?
Курипе Мишша час-часах кĕнекесем пирки калаçкалаççĕ. Шăллĕ Мамин-Сибиряк çырнисене ытларах кăмăллать.
— Ăçтан çапла çырма пултарнă-ха вĕсем? — тĕлĕнет Кури.
Мишшан пĕртăванне ăнлантарма тивет:
— Пурнăçа тимлĕ сăнаççĕ вĕсем, писательсем. Паккай мучи ав виçĕм кун килĕнчен ыйткалакана çăкăр памасăр, ятласа кăларса янă. Пирĕншĕн ку нимĕн те мар пек, писатель вара çак хыпара илтсен тарăн пĕтĕмлетӳ тăвать: Паккай мучи пирки — пĕр майлă, ыйткалакан çинчен — тепĕр майлă. Поэтсен тата çивĕчрех пулмалла: сахал сăмахпах нумай шухăша уçса памалла.
Мишша кĕнеки айĕнчен хут татки кăларчĕ. Унта тăватă строфаллă сăвă иккен — «Песня солнцу». Вулама тытăнчĕ.
— Питĕ лайăх, хĕвел тухнине чăн-чăн сăвăçă çеç çапла сăнлама пултарать. Кам çырнă? — кăсăкланчĕ Кури.
— Çырасса эп çырнă, анчах ним пахи те çук, Кольцов евĕрлĕ çырма тăрăшни çеç, сăнсене хитре кăларма пултарнă пек ĕнтĕ. Рифмисем ниме те тăмаççĕ сан хăлху çавна та илтмест, — тесе хучĕ Мишша.
— Рифмăсене мĕнле тумаллине пĕлмесен те хĕвел сарăлса тухнин илемне, унăн çутипе ăшшине çĕр çинчи чĕрчун савăнса кĕтсе илнин хавасне аванах чухлатăн. Эсĕ вĕсене лайăх çырса кăтартнă, çавăнпа вырăсла сăвă çырса та поэт пулма пултаратăн, — ырларĕ Кури.
— Çук, шăллăм, сăвă çырма çыхланас пулсан... Сăвă çырса нихăçан та Пушкин пулас çук эпĕ, — терĕ Мишша салхуллăн.
Каникулăн юлашки кунĕнче Мишша Курие чăвашла сăвă вуласа пачĕ:
Маттур паттăр
Атăл пулнă тет.
Ашшĕ пулнă тет
Ырă Киремет.
Куçĕ-пуçĕ — çăлтăр,
Пичĕ — уйăх,
Çӳçĕ — çиçĕм.
Кури Мишшана мухтаса илчĕ.
— Анчах виçи начар. Ку виçепе сăвă çеç çырма пулать, кăштах кулма юрать. Шăл хăйраттаракан, куç-пуçран çиçĕм кăларттаракан, тапăртаттаракан виçе кирлĕ. Чăвашăн вара ун пекки çук-ха, — тавăрчĕ тăванĕ.
Мишша Тарас Шевченкăн «Вăкăрсем» тата «Тĕлĕк» сăввисене вулама пикенчĕ.
— «Вăкăрсем» сăвăра выльăхпа этем пурнăçне танлаштарнă. Психологиллĕ танлаштару теççĕ çакна, — ăнлантарчĕ унтан.
— Кун пек сăвăсем çырма пулать-ши вара? — кĕтмен çĕртен ыйтрĕ Кури.
— Шевченко пек çырма йывăр, — хуравларĕ пиччĕшĕ. — Чăн-чăн талант кирлĕ. Ман вара ун пек ăста пулмасть-ха.
Мишша «Вăрман» сăвва, хăй çырнине, вуласа пачĕ.
— Мĕншĕн ку сăвву Кольцовăннипе пĕрешкел? — ыйтрĕ хальхинче Кури.
— Манăн сăвă виçи Кольцовăннипе пĕр, ку япăх мар, — шухăшне пĕлтерчĕ Мишша. — Сăвăçа тухас тесен пур сăвă виçине те пĕлмелле. Эпĕ халь вĕренсе çеç пыратăп-ха. Чăваш поэзине çĕнĕ шухăшсемпе çĕнĕ виçесем кирлĕ. Çичĕ сыпăкли çеç çителĕксĕр. Пĕлетĕн-и, эпĕ анне çинчен сăвă çырасшăн. Çăмăл пулман ун шăпи. Вунпĕрте тăлăха юлнă. Амаçури амăшĕ ăна пит юратсах кайман. Ултавпа качча панă. Халĕ акă унăн çăкăрне çисе пурăнатпăр.
Каçкӳлĕм Мишша Ломоносовăн «Правила стихосложения» кĕнекине тĕпчерĕ. Вĕçе-вĕçĕн хут çурчĕ, темĕн паллисем ӳкерчĕ. Чылай кĕттерсен тин Курие çĕнĕ сăвăпа паллаштарчĕ:
Кăвак çут кăваккăн
Кăвак кантăк витĕр
Сарă сĕтел урлă
Урайне ӳксен
Атте: «Тăрах», — терĕ.
Ыйхăран вăрантăм,
Карăнса эп тăтăм
Ăш тӳшек çинчен.
Кăвак кантăк витĕр
Урамалла пăхрăм:
Пĕлĕтсем чупаççĕ ирех,
Кăваккăн курăнаççĕ хитрен,
Хăвăрт сиксе тăтăм,
Тăхăнтăм, тумлантăм,
Çăл шывпе пит çурăм.
Уçăлчĕ пит-куç.
— Ой Мишша, ку сăвăра савăнмалли те, хĕпĕртемелли те нумай. Ташлаттаракан сăвă ку санăн. Чăн-чăн поэт пек çырнă эсĕ, — хĕпĕртерĕ Кури.
— Эсĕ пит ан ырла! Атту вĕçсех кайăп тата. Ку сăвва çĕнетмелле, улăштармалла, янăракан тăвас пулать. Куна халь никама та, никама та кăтартмалла мар. Хăçан та пулин якататăп, — тесе Мишша сăввине хулăн кĕнеке ăшне чиксе хучĕ.
Канăçне çухатрĕ Мишша. Çав каçах тепĕр сăвă çырма пуçларĕ...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...