Тус çумне тус
Шкулта «Çăлтăр» журнал кăларма пуçланăранпа Мишша канăçне çухатрĕ. Çур çĕрчченех ларакан пулчĕ. Хушăран урама тухкаласа кĕрет. Пуçĕнчен Тарье тухмасть. Кассăн-кассăн кăмăлĕ пăтранкалать.
Семен Яковлев аса килчĕ ав таçтан. Ăнсăртран çывăхланчĕç вĕсем. Пĕррехинче Çимун çу сĕрнĕ çăкăр чĕлли тăсса пачĕ Мишшана. Лешĕ илмерĕ, Çимун вара кӳренчĕ: ыр кăмăлпа сĕнчĕ-çке. Лайăхмарланчĕ Мишша, анчах та Çимуна ытларах хаклакан пулчĕ. Кĕçех иккĕшĕ туслашса кайрĕç, юлташĕ патне хăнана та кайса килчĕ Мишша.
Çимун, аслă класра вĕренекенскер, кĕçĕн классенчи Гришăпа, Петьăпа тата Германпа пĕр хваттерте пурăнатчĕ. Мишша пырса кĕнĕ чухне пĕрисем тепĕр кунхи уроксене хатĕрленетчĕç, ыттисем илемлĕ ли-тература кĕнекисем вулатчĕç.
Мишша тӳрех Герман аллинчи кĕнекене асăрхарĕ:
— Мĕн вулатăн, пепкеçĕм?
Герман пичĕ хĕрелчĕ.
— Э-э, Ник Картер... «Вунвиçĕ пулă»... Мĕн тăвăн, эпĕ хам та çылăхлă, çакăн пек ăçти çука сахал мар вулакаланă. Ахаль ларасран. Миçере-ха эсĕ? — терĕ Мишша пысăк çын пек. — Тытăн-ха, шăллăм, Жюль Верна, Майн Рида вулама. Усăллăрах пулĕ.
Çимунăн хăйĕн интересĕ. Унăн Аксаков повеçĕн пĕр сыпăкне вуламалла.
— Мишша, эс лайăх вулатăн, ме-ха, тыт хрестоматие, — терĕ вăл.
Килĕшрĕ Мишша. Пурте ун еннелле çаврăнчĕç.
Мишша малтан лăпкăн вуларĕ, унтан тăрук сăнĕ улшăнма тытăнчĕ.
— Итле-ха, Çимун, эсĕ «Çăлтăрта» кăларнă калавна çакăнтанах çырса илнĕ вĕт. Нимĕн улăштармасăр. Эпĕ пĕлмен те. Эсĕ вăрă апла, плагиатор. Журнала вулакансем сисеççех ĕнтĕ, вĕсене мĕнле ăнлантарăпăр?
Çивĕч ыйту Çимун каçару ыйтнипе вĕçленчĕ. Мишша пусăрăнчăк кăмăлпа тухса утрĕ хăнаран. Анчах сивĕнмерĕ вăл Çимунран, тепĕр икĕ кунран каллех кĕрсе тухрĕ. Аллинче икĕ кĕнеке — «Мамин Сибиряк пуххинчен» ятлăскерсем. Шкул библиотекинче çук ун йышшисем, Мишша вĕсене почтăпа çырăнса илнĕччĕ.
Тепĕр вулав каçĕ пуçланчĕ. Вулаканĕ каллех Мишша. Тĕксĕмрех сăнлăскер, хыткан пӳллĕскер, тăсланкă, вăрăмрах çӳçне хыçалалла якатнă. Ăмсанарах пăхрĕç ун çине кĕçĕн классенче вĕренекенсем. Вĕсем яланах ăмсанаççĕ аслăрах классенче вĕренекенсене. Шкулта ав пысăкраххисем мăшăрăн-мăшăрăн е виçшерĕн тытăнса утаççĕ, калаçса пынă чухне кĕçĕннисем яланах стена çумнерех йăпшăнаççĕ. Мишшан хисепĕ уйрăмах пысăк, вăл коридора тухнă-тухман ыттисем ун тавра пухăнаççĕ. Мишша алăпа çырса «Çăлтăр» журнал кăларассине пуçарсан шкулта сăвă хайлакансем нумайланса кайрĕç. Кашни ача сăвă тетрачĕ пуçларĕ тейĕн.
Пĕр каçхине Павел Александрович Мишшана «Нива» журнал тыттарчĕ. Çав журнала вуласа тухсан Мишшан икĕ сăвă çуралчĕ. Тепĕр кун вĕсене Андрей тусне вулаттарчĕ.
— Патшана хирĕçлет вĕт ку сăвву. Асăрхануллă пул, — терĕ лешĕ. — Пăх-ха, мĕнле тĕрĕс.
Ывăл леçрĕ ашшĕне,
Кĕç хăйне ыйтаççĕ.
Хысна илчĕ лашана,
Халăх хум пек çĕкленет.
Мĕнле çырма пĕлтĕн? Мана çырса пар-ха.
— Ху çырса ил, — тавăрчĕ Мишша, — анчах кам çырнине никама та ан систер.
Çимун та пырса тăчĕ икĕ тус патне:
— Мана та çырса пар-ха.
Виçĕ сăвă çырса илчĕ Çимун. Андрей альбомĕ çине вара Мишша ӳкерчĕк туса хучĕ.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...