Хуркайăксене те лавĕ-лавĕпех тытаттăм
Эсир хуркайăксен сассине илтнĕ пулсан та, хăйсене курман. Эсир вĕсене курма та пултарайман, мĕншĕн тесен вĕсем пит çӳлтен вĕçсе каяççĕ.
Çапла пулсан та эпĕ хуркайăксене тытса курнă. Пĕрне кăна мар, ушкăнĕ-ушкăнĕпех, пĕрне тартмасăр тытнă.
Хуркайăксем кунта пурăнмаççĕ. Хăшĕсем — вĕсем çурçĕрти пăрлă тинĕссенче, теприсем тата кăнтăр енче пурăнаççĕ, теççĕ. Анчах çак суя халлапсене эпĕ пĕрне те ĕненместĕп, мĕншĕн тесен хуркайăксем ăçта пурăннине эпĕ хам та пĕлместĕп.
Маншăн çакă кăна паллă. Хуркайăксем çулсеренех пирĕн ял урлă çуркунне вĕçсе каяççĕ. Вĕсем пĕчченшерĕн мар, пĕр-пĕрин хыççăн карталанса, ушкăнпа, питĕ çӳлтен вĕçсе каяççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ, эсир вĕсен сассисене илтнĕ пулсан та, хăйсене патĕнчен курма пултарайман.
Çапла пĕр çулхине яланхи пекех çуркунне çитрĕ. Яланхи пекех пулсан та, вăл çуркунне хуркайăксем тĕлĕшĕпе ăраснарах пулчĕ: пирĕн ял çинчен кунсерен çирĕмшер те вăтăршар ушкăн хуркайăк ирте-ирте каятчĕ. Пăхаттăмччĕ те шалтах тĕлĕнеттĕм:
— Мĕн чухлĕ какай манăн çăвара кĕмесĕр сая каять! — тесе юлаттăм.
Эпĕ кăна мар, ытти сунарçăсем те вĕсем çине питех ăмсанса ăшă куçпа пăхса юлатчĕç; пурин те вĕсене тытсă тутанса пăхас килетчĕ. Хуркайăксен сассине илтсенех, пăшалĕсене йăтса тухатчĕç те, умлăн-хыçлăн пеме тытăнатчĕç. Анчах та ушкăн хуркайăкран пĕри те çĕре ӳкместчĕ.
Вĕçкĕн Ваççа, вĕсем питех çӳлтен вĕçсе кайна пирки, пӳрчĕ тăррине е çӳлĕ йăмра çине хăпарса перетчĕ, хăй çапах та пĕрне те персе антараймастчĕ.
— Ваççа пăяхам, йăмра çине хăпарса периччен, санăн пĕлĕт тӳпине çитекен пусма тумаллаччĕ. Пусма çине хăпарса хуркайăксене те чĕрĕллех тыта-тыта анмаллаччĕ, — тесе кулатчĕç унтан кӳршĕ арăмĕсем.
Вĕçкĕн Ваççа вĕсене çиленсех çитетчĕ, сухалне çăварне çыртса пĕр чĕнмесĕр килне кĕрсе каятчĕ.
Хуркайăксене тытас шутпа пирĕн ял сунарçисем мĕн-мĕн хăтланса пăхмастчĕç-ши? Пĕрисем хире шăналăк тухса саратчĕç, унта сĕлĕ сапса кунĕ-кунĕпех хуркайăксем анасса кĕтсе выртатчĕç. Теприсем тата, хуркайăксем Ямаш вăрманĕнче пурăнаççĕ тесе, кунĕн-çĕрĕн унта вĕсен йăвисене шыраса çӳретчĕç.
Эпĕ вĕсем пек хисепсĕр сунарçă пулса кӳршĕсемпе ял-йыша та култарман. Паллах, вĕсем пек айванла хăтланса, пĕр хуркайăкне те тытаймастăн.
Пурне те паллă, ун пек вăхăтсем çитсен; эпĕ хамăн пуç çине ытларах шанатăп, мĕншĕн тесен манăн пуçăм пурне те шухăшласа тупать. Анчăх хам пулăшмасан, вăл та пĕр пĕччен нимĕн тума та пултараймасть. Çавăнпа эпĕ хам та хуркайăксене мĕнле тытасси çинчен шухăшлама тытăнтăм.
Малтанах çакна пĕлтĕм. Хуркайăксем ыраш калчи çиме юратаççĕ иккен. Вĕсем кăнтăрла пĕр канмасăр вĕçсе каяççĕ те, каçпала, çынсем лăпланса çитсен, ăçта та пулсан, айлăм та тӳрем е сăртлă вырăна ларса ыраш калчи çиеççĕ.
Пирĕн ял патĕнче çавнашкал вырăнсем икĕ тĕлте пур. Пĕри —Сармантей çучĕ текен сăртлă вырăн, тепри — Çавал шывĕн сулахай енчи улăхĕ. Çак вырăнсене иккĕшне те кайса пăхса килтĕм. Сармантей çутĕнче ыраш калчи питех начарччĕ, çавăнпа унта пĕр уйăх çимесĕр пурăннă хуркайăк та анса ларассăн туйăнмарĕ. Çавал улăхĕнче пачах урăхла вара. Çавал шывĕ ейĕвĕ тухса ыраш калчисем нумай çĕрнĕ пулсан та тĕллĕн-тĕллĕн кĕççе майлах хулăм та симĕс лараççĕ.
Çӳресен-çӳресен эпĕ çакăнта ăраснах симĕс ӳсекен пĕр пĕчĕк вырăн тупрăм. Патне пырса тăтăм та тĕлĕнсех кайрăм: ăçта пăхнă унта хуркайăк йĕррисем курăнаççĕ.
— Э-э, эсир кунта ларатăр иккен! — терĕм те килелле уттартăм.
Çапла эпĕ хуркайаксем ларса апатланакан вырăна тупрăм. Манăн вĕсене мĕнле тытасси çинчен шухăшласа кăларасси кăна юлчĕ. Анчах шухăшлас ĕç — манăн ĕç мар, вăл — пуç ĕçĕ пулать, терĕм.
— Ну, юратнă пуçăм! Эпĕ тăрăшса вĕсем ларса апатланакан вырăна тупрăм. Халĕ ĕнтĕ эсĕ ĕçле-ха, вĕсене мĕнле тытмалли меле шухăшласа туп-ха, — терĕм.
Пуç мана итлерĕ. Пĕр самантрах вăл пулă тытма тесе карчăк çыхса хатерленĕ сĕрекене аса илчĕ. Çав сĕрекене улăхри симĕс калча çине сарсан, калча çиме анакан хуркайăксем пурте мăйĕсемпе çак сĕреке çине тирĕнсе ларас пек туйăнчĕ.
Çак ăслă шухăш çинчен никама та пĕр сăмах каламарăм. Каç пулсанах сĕрекене çав симĕс калча çине кайса сарса хутăм. Мăйĕсемпе тирĕнсе ларнă хуркайăксем çĕклесе каясран, сĕрекене çĕр çине хытă çапса лартнă вĕрен пăтисенчен çыха-çыха лартрăм та киле таврăнтăм.
Çав каçхине пирĕн ял сунарçисем, Вĕçкĕн Ваççа патне пуханса, хуркайăксене мĕнле тытасси çийчен çӳтсе-явма пуçланă. Мĕн тума шутлаççĕ-ши кусем тесе, эпе те çавăнта кайрăм. Вĕçкĕн Ваççа, намăса пĕлмесĕр, çаплах суеçтерет:
— Мĕнле тытмаллине пĕлетĕп, — тет çак. Хуркайăксем кăнтăрла çеç çӳлтен каяççĕ-мĕн, каçпа вĕсем пит аялтан вĕçеççĕ иккен, хире çеç тухса сыхласа лармалла, — тет Ваççа савăнса кайнипе.
Çакнашкал пустуй халлапсене итлесе ларнă хыççăн текех чăтса ларма пултараймарăм, эпĕ те сăмах хушрăм:
— Çĕрле тухса ларсан, хăвна та хăйсемпе пĕрле йăтса кайĕç, —терĕм Ваççана.
Вĕçкĕн Ваççа çиленсе çитнипе манпа тавлашса кайрĕ.
— Хăвна тĕнчери чи чаплă сунарçă шутласан та, пĕр хуркайăкне те тытаймастăн, — тесе тăрăхлама пуçларĕ манран.
— Ваççа пичче, — терĕм ăна. — Халь тесен халĕ аллă хуркайăк чĕрĕлех тытса килсен, супăнь хăмпи пек çурăлса каймăн-ши? — терĕм ăна.
Вĕçкĕн Ваççа пĕр шуралса, пĕр хĕрелсе кайрĕ те:
— Хам лашанах кӳлсе паратăп, аллăшне мар, пĕрне те тытса килейместĕн, — тет мана.
Эпĕ килĕшрĕм. Вăл лаша кӳличчен шурăмпуçĕ те шуралса килчĕ. Хампа пĕрле Ваççа ачи явса хатĕрленĕ çăпата кантрисене илтĕм те Çавал улăхне кайрăм.
Пуçăм мĕн шутлани тĕрĕсех пулчĕ. Сĕреке сарса хăварнă ыраш калчи çине пĕр ушкăн хуркайăк аннă та калчана хыпалансах çинипе пурте мăйĕсемпе сĕреке çине тирĕне-тирĕне ларнă, пĕр хуркайăкĕ те пуçне каялла кăларайман.
Эпĕ çитнĕ вăхăтра вĕсем çунаттисемпе çапкаланса çеç выртаççĕ. Çĕр çине çапса хăварнă вунă пăтаран тăххăрăшне турта-турта-кăларнă. Çапла вара хуркайăксем тирĕнсе ларнă манăн сĕреке пĕр пăта çинчех тытăнса тăнă. Ăна та туртса кăларнă пулсан, хуркайăксем сĕрекене те хăйсемпе пĕрле илсе кайнă пулĕччĕç, вара манăн Вĕçкĕн Ваççапа тавлашни те усăсăрах пулатчĕ.
Эпĕ çитнĕ вăхăтра хуркайăксем çунаттисемпе çапкаланса çеç выртаççĕ |
Малтан эпĕ хуркайăксене кашнинех çуначĕсенчен çыха-çыха тухрăм, унтан лав çине тиерĕм. Шутларăм та тĕлĕнсех кайрам, манăн сĕреке çине çитмĕл икĕ хуркайăк тирĕнсе ларнă пулнă.
Яла çитнĕ çĕре тул янках çутăлса кайрĕ. Çынсем, хуркайăксене мĕнле тытнине ан пĕлччĕр тесе, сĕрекене киле кĕрсе хутăм, унтан тин Вĕçкĕн Ваççа патне кайрăм. Манран сунарçăсем кăна мар, ялти пур çын та тĕлĕнчĕ.
Çакăн хыççăн эпĕ, ирсерен пĕрер лав хуркайăк тиесе килеттĕм.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...