Инкек
Пурте елкăна хатĕрленчĕç. Мишшапа пĕрле вĕренекенсем ăна ирттерме каçалапа пуçтарăнчĕç. Савăнмалли чылай тупăнчĕ. Ачасем хăйсем çырнă сăвăсене вуларĕç, кĕске юмахсемпе юптарусем каларĕç, паллах, ташламасăр та пулмарĕ. Класс «надзирателĕ» Бакуловский те ташласа кăтартрĕ. Ире хирĕç тин вĕренекенсем килĕсемпе хăйсем вырнаçнă хваттерсене саланма хатĕрленчĕç.
Бакуловский тухса кайма ĕлкĕрчĕ çеç — инкек сиксе тухрĕ. Ачасен ăшă тумтирĕсене (вĕсене урăх вырăна çакса хунăччĕ) такам ухтарнă иккен. Матвей Гореловăнне вара пур-çук укçине (темшĕн çумне илмен ĕнтĕ ăна?) сăптăрса кайнă. Ашшĕ ăна ывăлне килне таврăнна чух çул укçи тӳлеме парса янăччĕ. Ялĕ вара Çĕрпӳ районĕнче. Пĕр-пĕр ырă ямшăк лартса каясса шаннăччĕ Матви, халĕ таçта кайса кĕмелле ĕнтĕ апăршан?
Матви ĕсĕкле-ĕсĕкле каласа пачĕ Мишшана хăйĕн хуйхи пирки.
— Арçын вĕт эсĕ, лăплан, — чарчĕ Мишша. Пурне те мĕн пулса иртнине пĕлтерчĕ.
Килĕсене пуçтарăннă ачасем кĕпĕр пуçтарăнчĕç: пулăшмаллах тусне.
— Виçшер пус пухас, — сĕнчĕ пĕчĕк Коля.
— Виçшер пус мĕскер вăл? — тупăнчĕç хирĕçлекенсем. Çитменнине, пур-çук укçине тӳрех тăсса пама та кашниех пултараймарĕ.
Мишша ал айĕнчи япаласене пухса лотерея вăййи йĕркелеме сĕнчĕ. Укçи вара, паллах, Матвие пулĕ.
Ачасем хутран касса билетсем турĕç, çĕлĕке ячĕç. Çĕлĕке Мишша хăй тытса тăчĕ. Ыттисем пĕрерĕн-пĕрерĕн «телейне шыраса», билетсене турта-турта кăларчĕç Пĕрне тетрадь, теприне кĕнеке тухрĕ, виççĕмĕшне — ручка, тăваттăмĕшне — пĕкĕ... Мишшана — альбом. Матви валли укçа ытлашшипех пуçтарăнчĕ.
Мишшана хăй шкул общежитийĕнче пурăннă чухнехисем аса килчĕç. Ачасен япалисем вăхăтăн-вăхăтăн çухалкалатчĕç пĕр хушă. Тумтирсен кĕсйисене ухтараканни ун чух Михаил Александров пулнă иккен. Ашкăнчăк алла çаклансан Мишша «А ты, бес» сăвă çырнăччĕ.
А ты, бес,
Куда лез?
Георгию в карман...
Мишша сăввине аса илсе пĕтереймерĕ, ун патне тепĕр хут Матви пырса тăчĕ.
— Тавах сана, Мишша, эсĕ пулман пулсан яла мĕнле çитеттĕм-ши? Мана çăлтăн вĕт.
Çапла Мишшан ырă кăмăлĕ ĕмĕрлĕх кĕрсе юлче Матвин чунне.
* * *
...Вĕренекенсемшĕн кĕтнĕ вăхăт, хĕллехи кану, пуçланчĕ. Каникулăн пиллĕкмĕш кунĕнче вырăс поэзийĕн каçне ирттерме палăртнă. Каçхине пилĕк сехет тĕлне шкула ачасем те, учительсем те йышлăн пухăнчĕç, чиркӳ çыннисем те килнĕ.
Сăвă хыççăн сăвă янăрать залра. Юлашкинчен Михаил Кузьмин тухрĕ. Вăл «Мцыри» поэмăн пĕр пайне пĕчченех, малтан класра каланинчен виçĕ хут лайăхрах, вирлĕрех каларĕ. Шкул заведующийĕ Иван Афанасьевич чăтса лараймарĕ: «Маттур, Мишша!» — тесе кăшкăрса ячĕ. Лермонтов ячĕпе ирттерекен конкурсра Мишша çĕнтерчĕ. Çав каçхине вăл хăйĕн пултарулăхне питĕ лайăх кăтартса пачĕ, пĕтĕмпе сакăр сăвă каларĕ. Ун чапĕ пĕтĕм шкула сарăлчĕ. Михаил Кузьминпа Павел Александрович хушшинче çирĕп туслăх пуçланчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...