Вунвиççĕмĕш çинчен хывнă баллада
Вуниккĕн вĕсем Моабит тĕрминче.
Вуниккĕн пурнаççĕ çынсен асĕнче.
«Çапах вĕсем пулнă вунвиççĕн, вунвиççĕн!» —
чĕрем кăшкăрать каçсенче.
Вунвиççĕмĕш... утнă пĕрлех вĕсемпе
Асаплăх та хурлăх сукмакĕсемпе.
Вăл паттăррăн утнă; вуникĕ джигит та
çĕкленнĕ вара чунсемпе.
Вуниккĕн вĕсем, приговорĕ — пĕрре:
Кĕç касăлнă пуç хыттăн ӳкĕ çĕре...
Вунвиççĕмĕш ак тăванла сывпуллашрĕ,
çухалчĕ таçта, инçетре...
Эпир паян кун та шыратпăр ăна.
Хутсем пĕлтереççĕ: вуниккĕн кăна.
«Çапах та вунвиççĕмĕш пулнă-çке, пулнă!» —
чĕрем кăшкăрать тек мана.
Вунвиççĕмĕш кайрĕ. Нимле чул хӳме
Меслет тупаймарĕ ăна хĕстерме.
Пĕлетĕп, вăл — чĕрĕ; курасчĕ ăна ман,
анчах ун çулне çук пĕлме.
Вунвиççĕмĕш... Чăн та, пĕрре шутласан,
Вăл халь çӳрес çук çав хăйне мухтаса.
Герой вăл сăпайлă. Ак мĕншĕн çапах эп
çӳретĕп ăна шыраса.
Тен, тавçăраймасăр хăй паттăррине,
Çĕршывшăн пуç хунă мĕнпур çынсене
Куллен асилсе пархатарлăн, асаплăн,
вăл халь пурăнать пулинех.
Вунвиççĕмĕш... Ирĕлчĕ вăл халăхра.
Вăл, ирĕклĕскер, сывлăшра халь, хуйра.
Вăл — кĕвĕ! — Çĕршыв нушипе асапланчĕ
вуниккĕшĕпе ушкăнра.
Эс, юрă, тăван тутар халăх юрри,
Вунвиççĕмĕш пултăн йышра паттăрри!
Кĕвви пурăнать ун, вилмест, эп пĕлетĕп —
ах, маншăн вăл тупăнтăр-и...
Ильдар Юзеев
Шухăшсем
Needing to lift your website traf...
Imagine if chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Eager to widen your website impac...
Ever thought how chuvash...
Striving to raise your website tr...
Get more leads for your chuvash...
Ever thought how chuvash...
Ready to unleash a flood of websi...
Get more leads for your chuvash...