Ял пуçланса кайни


Пирĕн ял тахçанах пуçланса кайнă пулмалла. Ĕлĕкрех ялта вăтăр çичĕ кил кăна пулнă, халĕ вара ял самаях пысăкланнă, çĕнĕ урамсенче капмар çуртсем çулсеренех çĕкленеççĕ.

Ваттисем каланă тăрăх, 1929 çулта ялта вăйлă пушар алхаснă. Ку ĕç-пуç çапла пулнă: пĕр ача аслăк çине хăпарса кайнă та çăмарта пĕçерсе çиме шутланă. Вăл кун вăйлă çил ашкăннă, аслăк çинче тухнă çулăм çил çавăрттарнипе часах ытти хуралтăсене те çавăрса илнĕ. Пĕр самантрах вунçичĕ кил çунса кĕлленнĕ. Нимсĕр тăрса юлнă çынсем çав вырăнсенех çурт лартас темен, вăрмана шаларах кĕрсе вырнаçнă, тепĕр ял йĕркеленĕ. Пушартан сыхланса юлнисем хăйсен вырăнĕнчех юлнă.

Мĕнле пуçланса кайнă-ха пирĕн ял. Çак хурава тупас тесе эпĕ кӳршĕре пурăнакан ватă Марук кинемей патне каçрăм. Савăнсах кĕтсе илчĕ мана пĕччен ватă. Шăкăл-шăкăл калаçса ларнă май хама канăç паман ыйтăвăн хуравне хăвăртрах пĕлес килчĕ манăн. Вара Марук кинемей хăйĕн асламăшĕнчен илтсе юлнă халапа тепĕр хут аса илсе мана каласа пачĕ.

Ĕлĕк-авал ку вырăнта питĕ пысăк, çын ури пырса кĕмен вăрман кашласа ларнă. Пуян улпутсенчен тарса чăвашсен пĕр ушкăнĕ çак вăрман варрине пырса кĕнĕ. Кунти вырăн вĕсене килĕшсе кайнă, кил-çурт çавăрса тĕпленме шутланă хайхисем. Вăрман касса пĕрне кура тепри çурт лартнă, ака-суха валли çĕр хатĕрленĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн ял сарăлсах пынă. Вăрман варринче ларнăран ялне те Вăрманкасси теме пуçланă. Хăйĕн ачалăхне те аса илчĕ кинемей, эпир тулăх пурнăçпа пурăннишĕн савăнни сисĕнчĕ ун сăмахĕнче.

Кинемее тав туса килелле утнă май эпĕ хам илемлĕ вырăнта вырнаçнă ялта çуралнăшăн, унти çутçанталăкпа киленсе, савăнса пурăнма тӳр килнишĕн хĕпĕртерĕм. Чăнах та, илемлĕ пирĕн ял. Йĕри-тавра вăрман кашлать, сап-сарă тулă уйĕсем ешереççĕ, улăх-çаранта выльăх-чĕрлĕх çӳрет. Хуларан вĕренсе килнĕ çамрăксем те çĕнĕ урамсем пуçласа тăван ялтах тĕпленеççĕ.

 

Халап çăлкуçĕ

Вăрманкасси ялĕнче пурăнакан 83 çулхи Яковлева Мария Яковлевнăран 2009 çулта çырса илнĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-11-18 13:03:14):

Маттур! Ялăн авал историне самай тĕпчени сисĕнет.

Хайлавĕ кĕскерех çав...

 

инçет (2009-11-29 20:48:29):

Çырма пуçланă. Малалла та çырмалла. Малашлăх пур ку авторăн.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: