Катĕркасси е Катăркас?


Асаннен чăнлăхĕ.

— Ванюш, хăш ялтан эсĕ? — тăван тавралăха вĕрентекенĕн сасси çепĕççĕн, ăшшăн илтĕнет.

— Катĕркассинчен, — хăюллăн тавăрать арçын ача.

— Катăркасран эппин, аван, — вĕренекенсем тĕлĕнсе пăхнине ăнланса унтан вăл ытарлăн хушса хучĕ. — Ĕлĕкрех ăна çапла каланă та. Мĕншĕнне вара хăвăра тĕпчеме, тупма сĕнесшĕн, çитес урокра çак ыйту патне таврăнăпăр.

Уроксем пĕтессе чăтăмсăррăн кĕтрĕ Ванюш. Пуçĕнчен асламăшĕ каланă сăмахсем тухма пĕлмерĕç: «Эх, манăн Катăркасăм!» Акă мĕншĕн вăл мăнукĕ тӳрлетсе каланине те илтмĕше перет. Апла йăнăшмасть! Мĕн пытарать ватă асанне?

Юлашки шăнкăрав янăранă-янăраман Ванюш ури çĕре перĕнми килне вĕçтерчĕ. Пахчара кăштăртатакан асламăшне асăрхасанах ун патне васкарĕ.

— Асанне, мĕншĕн эсĕ вĕçĕм яла Катăркас тетĕн? Çитменнине вĕрентекен те çаплах каларĕ. Тупсăмне тупма, вăрттăнлăха уçма пулăшсамăр мана.

Калаçу вăраха тăсăлассине ăнланса ватă хĕрарăм пĕрене çине вырнаçрĕ. Юнашар — йăм хура çӳçлĕ, çĕмĕрт куçлă мăнукĕ.

— Ĕлĕк-авал кунта ял таврашĕ пулман. Çынсем Енĕш юханшыв хĕрринче, Куснар ялĕ çывăхĕнче пурăннă, — сăмахне пуçларĕ кинемей. — Енĕш çинче шыв арманĕ те пулнă. Тĕрĕсрех унччен маларах тата урăх вырăнта вырнаçнă пулнă. Анчах унта ĕçме таса шыв пулманнипе çынсем шыв, пурăнма меллĕ условисем шыраса куçса çӳренĕ. Хальхи Катĕркасси вырăнĕ вĕсен кăмăлне кайнă. Шывĕ, сăрчĕ юнашар, çĕр пулăхлă, пуян. Йывăçсем те кашласа ӳснĕ, уйрăмах катăркас тĕмми. Çынсем унăн тураттисенчен кил — тĕрĕшне шăлса тасатма шăпăр çыхнă. Шăпах катăркасран Катĕркасси пулса кайнă та. Кунта пурăнакансем ăна хăйсем майлă, çемçерех калама тытăннă. Енĕшĕн çăл куçне тупнă. Çыран хĕррипе тапса тăнă тейĕн сиплĕ çăлкуç шывĕ. Катĕркассин кивĕ масарĕ патĕнчен инçе мар кӳлĕ те пулнă.

Катĕркасси пуçарса яракансем ĕçчен, туслă халăх пулнă, нумайăшĕ çирĕп хуçалăхпа пурăннă. Чăн, кулаксемех тухайман. Çапах колхоз йĕркеленĕ тапхăрта председателе хирĕçлерех каланă Александр Димитриевича Алексей ывăлĕпех Çĕпĕре ăсатнă. Шел, унтан вĕсем тăван енне таврăнайман. Вĕсен çуртĕнчен вара колхоз правленийĕ туса хунă.

Ялпа юнашар икĕ çил арманĕ те ĕçленĕ. Пĕринпе Семен Лазаревич, тепринпе Яков Захарович ĕçленĕ. Яков Захаровичăн шыв арманĕ те пулнă-ха. Анчах ăна та, ыттисене те майĕпен çĕнĕ власть тытса илнĕ.

Кунерти юханшыв пысăк та тăрă пулнине халĕ те астăватăп. Кантăк пек ялтăртатса выртатчĕ, пăхсан витĕр курăнатчĕ, анчах шывĕ çав тери сивĕччĕ. Йĕри–тавра кавир пек çемçе, ешĕл курăк ашкăрса ӳсетчĕ. Шел, кайран темшĕн вăл типсе ларчĕ. Хĕлле кӳлĕ тĕпĕнчен торф кăларса хире турттарнине те манман-ха. Ялта та пĕчĕк кӳлĕсем, пĕвесем пурччĕ. Вĕсем те майĕпен типсе çухалчĕç, — ассăн сывларĕ ватă хĕр арăм.

Калаçу вĕçленчĕ. Арçын ача мĕн илтнине тепĕр хут çавăрттарса ăнланма тăрăшрĕ. Пĕр енчен пурте ăнланмалла пек, çапах та тем çитменнĕн туйăнчĕ ăна. «Нивушлĕ пирĕн ял историре те çырăнман, архивра та ун çинчен асăнман?» — çак ыйтусем каннăç памарĕç ачана. Асламăшĕн калаçăвĕ ăна вĕçне–хĕрне тухма, тĕплĕнрех тĕпчеме вăй–хал хушрĕ тейĕн. Вăхăта сая ямасăр хуравĕсене тĕслĕх библиотекипе тавра пĕлӳ музейĕнче шыраса пăхма палăртрĕ.

 

Историре те çырăннă ял.

Шыракан тупать тенĕ. Çăмхана сӳтнĕ май Ванюш чылай кăсăклине пĕлме пултарчĕ. Чăн та, Катĕркасси пирки халап–юмах сахал çырăнса юлнă-мĕн. Архивра та сайра вĕсем. 1926-1927-мĕш çулсенче Катĕркасси çывăхĕнче масара чавса кăларакансем тăм савăт-сапа, кĕмĕл, пăхăр эрешсем тупни кăштах вăрттăнлăха уçать темелле. Археологсем çакăнта авалхи çыннăн пуç купташкине тупниех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Куславкка районĕнчи хула культурин палăкĕ Катĕркасси ялĕнчен кăнтăралла вырнаçнă, пысăках мар çырмасемлĕ археологи хули шутланать. Ăна 1958–1959-мĕш çулсенче археологи экспедицийĕ (ертӳçи А.Смирнов) тĕпченĕ иккен. Ĕç хатĕрĕсем, савăт-сапа та тупма май килнĕ.

1876-мĕш çулта Катĕркасси тăрăхĕ пирки паллă тĕпчевçĕ, этнограф В.К.Магницкий çырнине Ванюш тĕлĕнсе те кăсăкланса вуларĕ: «Катĕркасси уйĕнче икĕ тĕмĕ пур, чăвашла каласан «улăп тăпри» — улăп çĕрĕ. Халап тăрăх вĕсем авал улăпсем пурăннă вырăнта, улăпсем çăпатари тусанне силленипе пулса кайнă. Пĕлекенсем каланă тăрăх, улăп тăприсенчен инçе мар, тĕмĕсем хушшинче тутар çырăвĕллĕ извеç чулĕсем выртаççĕ-мĕн. Унтах пурте пĕлекен тĕмĕ — Ырашпулăхри киремет».

— Акă, ăçтан иккен киремет тымарĕ тăсăлать. Асанне те кайса килнĕччĕ пулас унта? — сасăпах каласа ячĕ вулав залĕнче ларакан çамрăк тĕпчевçĕ.

Ял çыннисем тĕне, тĕн–тĕшмĕше питĕ ĕненнĕ-мĕн. Чӳк тăвассине те яланах пăхăннă. Кун пирки Александр Кузьмин та хăйĕн çырăвĕнче тарăн çутатнă. Ял тарăн çырман сулахай енче вырнаçнă. Чӳк туни: кашни килтен кăштах кĕрпе, çу, çăнăх пуçтараççĕ, хăшĕ–пĕри пăру е сурăх парать, Киремет варĕнче пăтă, яшка пĕçерсе çиеççĕ. Унăн аса илĕвĕнче чӳк тăвасси совет тапхăрĕнче те сыхланса юлнă. 1921 çулта Катĕркасси, Ырашпулăх çыннисем Турăран çумăр ыйтса чӳк тунă. Ялта атă–пушмак ăсти, икĕ çĕвĕçĕ пулнă. Чăвашсем чухăн пурăннă, çĕрулми çеç çинĕ иккен.

Ăсчахсен шучĕпе çынсем çак тавралăхра Иван Грозный Хусан ханствине çĕнтернĕ хыççăн, 1552 çулсем пуçламăшĕнче çирĕпленнĕ. Çынсем çĕр ĕçĕпе пурăннă, выльăх–чĕрлĕх ĕрчетнĕ, тарçа кĕрешнĕ.

1860 çулта Раççей империйĕн ялĕсем списокĕнче Катĕркассине Кодракин çырминче вырнаçнă тесе палăртнă. 30 килте 89 арçын, 104 хĕрарăм пурăннă.

Ял ятне вара историксемпе тавра пĕлӳçĕсем Катер ятлă чăвашпа çыхăнтараççĕ. Шăпах вăл йĕркелесе ертсе пынипе чăвашсем çакăнта килсе вырнаçнă, яланлăхах пурăнма юлнă.

Ку тăрăхра 1930 çулта «Аслă Октябре — 13 çул» колхоз йĕркеленнĕ, ăна Андрей Иванович Волков ертсе пынă. Унтанпа Катĕркассисен колхоз ячĕ, кунта пурăнакансен йышĕ улшăнсах пынă. Хальхи вăхăтра вăл «Кунер» ял хуçалăхне кĕрет. Шупашкартан — 84 çухрăм, район центрĕнчен 22 çухрăмра вырнаçнă яла тинех газ, асфальт çул çитнĕ. Юлашки çырав тăрăх (2002 çулхи) кунта 33 хушма хуçалăх, пурăнакансен йышĕ 59 çын (30 арçын, 29 хĕрарăм).

Таврана каç сĕмĕ çапсан тухрĕ Ванюш библиотекăран. Канмалли кунне вулав залĕнче, халăх музейĕнче пулнишĕн пĕртте ӳкĕнмерĕ, ыăннине туймарĕ. Каç сĕмлĕхĕнчи аякри çутăсем енне хавхаланса, çĕкленсе утрĕ. «Катĕркасси ялĕ халапра çеç мар, историре те çырăнса, упранса юлнă! Эппин, пĕтмест тăван ялăм, çĕкленет, сарăлать», — савăнăçлăн хăйĕнпе хăй калаçса васкарĕ вăл.

Илтнине, пĕлнине вĕрентекенĕпе тантăшĕсене те паллаштарĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-11-17 23:14:15):

Хайлава вуланă май ăна вырăсларан чăвашла куçарни сисĕнет. Тĕслĕхрен, «Ванюш ури çĕре перĕнми килне вĕçтерчĕ». Çавăн пекех хайлавра вăхăта пăтраштарни те тĕл пулать: иртнĕ вăхăт, хальхи вăхăт. Асламăшĕпе калаçу пуçланă чухне «эсĕ» тет те, «пулăшсамăр»-па вĕçлет.

Çитменлĕхсем нумай (ыттине хăвăр та курма пултаратăр пулĕ тетĕп) — çавăнпа та вырăн лекмест. Хутшăннăшăн — пысăк тав!

 

инçет (2009-11-29 20:46:59):

Малтанхи пайне якатса, иккĕмĕш пайне урăхларах йĕркелесе çырмалла пулнă.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: