Саккăр персех пĕр лав пăчăр тытрăм
Эпĕ кунсерен темиçешер çыру илсе тăратăп. Ман пата тĕрлĕ вырăнсенчен тĕрлĕ чĕлхесемпе çырусем ярса, манăн халлапсене пур çĕрте те ватти-вĕттипех кăмăлласа вулани çинчен пĕлтереççĕ. Акă паян эпĕ Тукаль ялĕнчи шкулта вĕренекен ачасенчен çакăн пек çыру илтĕм:
«Хисеплĕ Çтаппан пичче!
Эпир Сирĕн халлапусене питех юратса вулатпăр, Сире вĕсемшĕн чĕререн тав туса тата нумай пурăнма сывлăх сунатпăр.
Çтаппан пичче! Эсир тĕнчери чи паллă та чаплă сунарçă, Эсир пайтах тискер кайăк тытнă. Эпир Сирĕнтен çакна ыйтса пĕлесшĕн: — Эсир, Çтаппан пичче, кăвакалсем, пăчăрсем тытса курман-и? Тытнă пулсан, вĕсене епле тытни çинчен те çырăр!
Эсир пире кăмăл тăвасса шансах тăратпăр.
СИРЕ ЮРАТАКАН АЧАСЕМ».
Чăнахах, эпĕ кăвакал та, пăчăр та, ăсан та пайтах тытса курнă, вĕсене тытас тĕлĕшпе те эпĕ чи чаплă сунарçă шутланнă. Манран хамăр таврари сунарçăсем кăна мар, Çĕпĕрти сунăрçăсем те шалтах тĕлĕнетчĕç.
Пурне те паллă, Çĕпĕрте эпĕ темиçе хут та пулса курнă. Кашни каймассерен эпĕ унти сунарçăсене мĕнпе те пулсан тĕлĕнтерсе хăвараттăм. Уйрăмăнах манран унта пăчăрсене ăста тытнинчен тĕлĕнетчĕç. Çак тĕлĕшпе эпĕ хам кăна мар, манăн карчăк та чапа тухрĕ. Анчах вăл хăй тĕллĕн пĕр пăчăр та тытса курайман-ха.
Пăчăр тенĕрен, сире вĕсене епле тытни çинчен каласа парам.
Выçлăх çулхине Çĕпĕре кайса пĕр çул хушши эпĕ тайга хĕрринче ларакан ялта пурăнтăм. Вăл тайгара кедр йывăççисем чылайччĕ, унтах тата темĕн тĕрлĕ тискер кайăксем те пурăнатчĕç. Кĕркунне пулсан, ял çыннисем лавĕ-лавĕпе кедр мăйри турттаратчĕç, хĕллехи вăхăтра сунарта çӳресе пакшасем, тилĕсем, упасем тытатчĕç.
Çакна кура, кĕркунне çитсен манăн та кедр мăйри çиес килчĕ, карчăк та кунсерен кедр мăйри татса пар тесе минретме пуçларĕ.
Анчах эпĕ халиччен нихçан та кедр мăйри татса курман. Çавăнпа мăйăр татма карчăка яма шутларăм. Вăл тата мансăр пуçне килтен те тухмастăп, тет. Çапла вара ирĕксĕрех хамăн та каймалла пулчĕ.
Пурте пĕлеççĕ, эпир карчăкпа иксĕмĕр нумая хапсăнакан çынсем мар. Çавăнпа эпир кедр мăйри татма, çынсем пек лавпа мар, хутаçсемпех тухса кайрăмар.
Тайга ялпа юнашарах пулнăран унта тул çутăличченех çитрĕмĕр, хутаçсене çакса ятăмăр та пĕчĕк тĕмсем çинче мăйăр шырама пуçларăмăр. Анчах пирĕн алла пĕр мăйăр та кĕмест. Çынсем татса пĕтернĕ пулĕ тесе, эпир шаларан-шала кĕрсе кайрăмăр.
— Мĕн шыратăр, Çтаппан пичче? — тесе ыйтрĕ пире хирĕç пулнă çын.
— Кедр мăйри татма килтĕмĕр-ха, — тетĕп.
— Ара, эсĕ кедр йывăççине те палламастăн-çке! — тесе çак çын манран ахăлтатса кулма пуçларĕ, юлашкинчен, пĕр пысăк йывăç çине кăтартрĕ те:
— Ав кедр йывăççи! — терĕ.
Карчăкпа иксĕмĕр те çав йывăç патне пырса тăтăмăр. Йывăçĕ калама çук çӳлĕ; тăрринелле пăхсан, çĕлĕк хывăнса ӳкмелле. Пĕртте ĕненессĕм килмест, пĕртте кедр йывăççи пек туйанмасть. Пĕр курланки те пулсан татăлса анмĕ-ши тесе, пурт тăршипе çапрăм йывăçа. Анчах ун çинчен пĕр курланкă та анмарĕ.
— Çтаппан, Çтаппан! — тет манăн карчăк. — Пăх-ха, пăх çӳлелле!
Çӳлелле пăхрăм та тĕлĕнсех кайрăм. Йывăçăн лапсăркка турачĕсем çинчен пĕр кĕтӳ кайăк вĕçсе тухса кайрĕ. Хайсем кăвакарчăнсем пысăкĕш, вĕсем пекех кăвак.
— Мĕнле кайаксем-ши кусем? — тетĕп.
Вĕсем ларнă йывăç патне кушак пек йăпшăнса пытăм та, куçсене сиктермесĕр пăхма тытăнтăм. Хăйсем калама çук самарланса кайнă, пӳрне хулăнăш сар çăвĕ тĕкĕсем витĕрех курăнса тăрать. Манăн куç-пуç алчăрхаса кайрĕ, пыр ярăнса илчĕ, пĕр кайăкне тытса тутанса пăхас килчĕ.
Çак шухăша пула кедр мăйрине те татма манса кайнă, арăмпа иксĕмĕр те киле пуш хутаçсене çеç йăтса таврăнтăмăр, ялти çынсем пирĕнтен кулма пуçларĕç.
— Э-э, Çтаппан, мăйăр татма та пĕлместĕн-çке эсĕ! — теççĕ çынсем.
— Пастай-ха, курăр-ха Çтаппан камне, — тесе эпĕ пĕрре те кӳренмерĕм. — Мăйăр, тупнă тĕлĕнмелле япала?! Мĕнех вăл мăйăр татасси? — тетĕп.
Анчах хам чăнласах мăйăрне мĕнле татмаллине те пĕлместĕп.
Çав каçпала ман пата кӳршĕсем пырса ларчĕç. Вĕсем калаçнинчен эпĕ çакна пĕлтĕм: вăл çул кедр мăйри пит ăнса пулнă иккен, пăчăрсем çимесен, кĕлет тулли мăйăр татса хума май пур.
Тинех ăнланса илтĕм. Эпĕ пырса пуртă тăршипе шакканă йывăç — кедр мăйри йывăççи, унтан вĕçсе тухнă кайăксем — пăчăрсем пулнă иккен.
— Вăт ухмах халăх, мĕн тăваççĕ-ши çав вĕт мăйăрпа, тытасчĕ пăчăрĕсене, — тетĕп.
Çапла эпĕ, кедр мăйрине татас вырăнне, епле пулсан та пăчăрсенех тытма шутларăм. Пăчăрсем питех чее тенĕрен манăн вĕсене мĕнле тытмалли çинчен лăпах пĕр çĕркаçа шутламалла пулчĕ.
— Çтаппан, мĕншĕн çывăрмастăн ара? — тет карчăк эпĕ çывăрмасăр шутласа выртнине курса.
— Хăнкăласем çыртаççĕ, çывăрма та памаççĕ, — тетĕп карчăка.
Автансем виççĕмĕш хут авăтсан, манăн пуçа калама çук ăслă шухăш пырса кĕчĕ. Савăннипе сиксе тăрса ташлассăм килчĕ, анчах канлĕ çывăракан карчăка вăратас мар, терĕм.
Хам çав самантрах тула тухса лаша кӳлтĕм, çурăм хыçне икĕ кĕпçеллĕ пăшал çакрăм, пилĕк тавра авăрланă патрунсем чиксе лартнă сунарçă пиçиххине çыхрăм, пӳрте кĕрсе карчăка вăратма тытăнтăм.
— Карчăк, тăратăн пулĕ? Шăналăк тата виçĕ михĕ хатĕрле, пăчăрсем тытма кайăпăр, — тетĕп.
Манăн карчăк аран-аран вăранчĕ, хăй пăчăрсем мĕн иккенне те пĕлмест.
— Намăс мар-и сана, карчăк? Чаплă сунарçă арăмĕ пулсан та пăчăр мĕнне пĕлместĕн! — тетĕп.
Манăн карчăк намăсланмарĕ, тул çутăлманнине курчĕ те:
— Тул çутăлмасăр яхăнне те пымастăп, — тет.
— Карчăк, пăчăрсем тытма каятпăр, пăчăрсене тул çуталиччен тытма аван, — тетĕп.
Çапла никрес карчăка аран-аран каласа килĕштертĕм. Апат та çимерĕмĕр, тул çутăлнă çутăлманах тайгана тухса кайрăмăр.
Тул çутăлса çитменнипе хам каллех кедр йывăççине паллаймастăп. Çавăнпа манăн шаларан та шала кĕрсе ĕнер тупнă йывăçах шыраса тупмалла пулчĕ. Çапла тул та янках çутăлса çитрĕ. Карчăка пуртă парса тăршипе кедр йывăçне хытă çапма хушрăм, хам тепĕр айккинчен пăчăрсем вĕçсе тухнине кĕтсе тăтăм.
Халт! тутарса çапрĕ карчăк. Çав самантрах кедр йывăççи çинчен пĕр кĕтӳ пăчăр вĕçсе тухрĕ. Пăчăрсен ушкăнĕ çине умлăн-хыçлăн персе ятăм — пĕр кĕтӳ пăчăртан çурри ытла çĕре персе анчĕ. Карчăкпа иксĕмĕр те пухрăмăр, лăпах çĕр те икĕ пăчăр пулчĕ.
Çывăхрах тепер кедр йывăççи ларать. Карчăка пуртă тăршипе çаптаратăп та хам каллех вĕçсе тухакан пăчăрсем çине, умлăн-хыçлăн икĕ хут перетĕп, пăчăрсем татах та нумай персе анчĕç. Пухса шутларăмăр та лăпах икĕ çĕр те пĕр пăчăр пулчĕ. Кашни пăчăрĕ пĕрер килограмм пулсан та, тăваттă персех вуникĕ пăт какай антартăм-çке эпĕ, тесе тĕлĕнетĕп. Капла эпĕ тайгари пачăрсене те веçех тытса пĕтерĕп, тетĕп.
Пăчăрсен ушкăнĕ çине умлăн-хыçлăн персе ятăм — пĕр кĕтӳ пăчăртан çурри ытла çĕре персе анчĕ. |
Çапла манăн лав та часах тулса ларчĕ. Карчăк киле кайма минретме тытăнчĕ. Аран-аран килĕштерсе карчăка виççĕмĕш кедр йывăççине çапма хушрăм.
Халт! тутарса çапрĕ карчăк тарăхса çитнипе. Те ытлашши хытă çапнăран, пăчăрсем çăмăр пĕлĕчĕ пек хуп-хура вĕçсе тухрĕç. Иккĕ пенипех икĕ çĕр аллă ытла пăчăр ӳкертĕм. Пăхатăп, пăчăрсен шучĕ пĕрре те чакман. Йăпăр-япăр пăшалăн икĕ кĕпçине те авăрланă икĕ патрун кĕртсе лартатăп та, ниçталла та вĕçсе кайма ĕлкĕреймен пăчăрсен ушкăнĕ çине перетĕп. Татах темĕн чухлĕ пăчăр анчĕ. Ура пусмалăх вырăн юлмарĕ, ăçта пăхнă унта пăчăр выртать.
Пăчăрсене пурне те пухса пĕтертĕмĕр те лав çине тиеме пуçларăмăр. Пăшалпа патрунсене, лав çине хурсан ӳксе юлĕç тесе, урапа тĕпне хурса хăвартăм.
Манăн лав, кĕлте тиенĕ лав пекех, пысăкланса кайрĕ, килтен илсе тухнă шăналăкпа михĕсем пăчăрсем çине витме те çитмерĕç. Çапла манăн пăчăрсене нимĕнпе витмесĕрех турттарса тавăрăнмалла пулчĕ.
Анчах манăн лаша урапана вырăнтан та тапратаймасть. Ирĕксĕрех карчăкпа иксĕмĕрĕн те урапана хыçалтан тĕртсе лашана пулăшса пымалла пулчĕ. Çапла хăтланкаласа аран-аран киле çитрĕмĕр, лаша та, хамăр та чăм шыва ӳкрĕмĕр.
Ман пата кӳршĕсем кăна мар, пĕтĕм ял пухăнчĕ.
— Епле тытрăн та, епле тытрăн çакăн чухлĕ пăчăр? — тесе тĕлĕнсе ыйтаççĕ манран.
— Мĕн тĕлĕнмелли пур унта, — тетĕп. — Кедр йывăççине пуртă тăршипе çапатăп та, антранă пăчăрсем пăтă пек персе анаççĕ, карчăкпа иксĕмĕр аран-аран пухса ĕлкĕретпĕр, — тетĕп.
Çынсем пĕççисене шарт çапсах тĕлĕнеççĕ манран.
— Чăнах çапла тытрăн-и? — тесе ыйтассĕ, ĕненмен пек пулса.
— Чăнах пулмасăр, кам суять сире, ара манăн пăшал çук-çке, —тетĕп. — Тăваттăн каймаллаччĕ, тепĕр лав пухса килме пулатчĕ, —тетĕп çаксене.
— Мĕнле апла? — тесе ыйтрĕç çынсем.
— Мĕн мĕнли? Карчăкпа пухма та ĕлкĕрейместпĕр, ӳкнĕ пăчăрсенчен çурри ытла тăрса тарчĕç — тетĕп.
Сынсем мана ĕненсех пăрахрĕç, лашисене кӳлчĕç те арăмĕсене тата ачи-пăчисене лартсах пурте тайгана çĕмĕрттерчĕç.
Эпир карчăкпа иксĕмĕр пĕр лав пăчăра çăмласа пилĕк мăн катка пăчăр какайĕ тăварласа лартрăмăр.
Кăнтăрла çитнĕ тĕле хайхи çынсем пурте пĕр пăчăр тытмасăрах пушăлла халтăртаттарса таврăнчĕç.
Эпĕ вăл вăхăтра чӳрече умĕнче тутлă пăчăр какайне çисе ларатăп. Пăчăр какайĕн тутлă шăрши пĕтĕм урама тапса тухнă. Çынсем, хырăмĕсем пит выçнипе пулас, çак тутлă шăрша чарăна-чарана тăрса шăршлаççĕ.
Çав кирлĕ сире, ӳлĕм Лапшу Çтаппанĕнчен ан кулнă пултăр, — терĕм эпĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...