Валя
Радио кĕрленипе вăранса кайрĕ Валя. Чӳрече ани çинче ларакан радиоприёмника кушаксем час-часах ӳкернĕрен йăланки юлман пулин те сасси таçтан шалтан уççăнах янăраса тухать. Тăрса тумланчĕ те ĕне сума тухрĕ хĕр ача.
Тӳпе çуллахи пек тап-таса, пĕр пĕлĕт татăкки те курăнмасть. Кунĕ ăшă пулассăн туйăнать: хĕвел пайăркисем юртан тасаланă хуралтă тăррисене ылтăн тĕс сапаççĕ. Красноармейски салин уй хĕрринчи урамĕнче пурăннăран-ши, тĕпсĕр тӳпере пытанă тăрисен уçă сассине илтсе киленмен кун çук та халĕ. Вальăн кăмăлĕ вара пĕрре те савăнăçлă мар.
Алăк сассине илтсе кил картинчи Улаçка макăрни илтĕнче – сутарасшăн ĕнтĕ. Хырăмĕ те выçă унăн. Начарланса хытнăскерĕн чунĕ ан тухтăр тесе утă кăшт кăна çитерет ăна Валя. Хĕл каçмалăх хатĕрленĕ апат вите тăрринче нумаях та юлмарĕ, амăшĕ мухмăрланă вăхăтсенче сăмакунпа улаштарма таçта лăппăн йăтсах пĕтерчĕ. Халĕ те акă вăл пӳртре тасамарланса тĕсне çухатнă вырăн çинче çири тумтирĕпех, çăмачĕпех ним сисми çывăрать.
Пус килте хăй пекех ĕçке ернĕ Лисукпа çĕрĕпех тĕлли- паллисĕр янраса ларчĕç. Вĕсен сассипе аран-аран çывăрса кайрĕ Валя. Тем вăхăтран вăранчĕ хĕр ача. Пӳлĕмре çаплах çутă çунать. Кӳршĕ хĕр арăмĕ тухса кайнă пулас, курăнмасть. Амăшĕ вырăн çине хывăнмасăрах майсăррăн йăванса кайнă та ним сисми харлаттарать. Валя сĕтел патне пычĕ, унăн темскер çиес килчĕ, анчах хытса кайнă çăкăр чĕллисĕр пуçне нимĕн те курăнмарĕ. Тăварланă пулă пуçне (леш хĕрарăмĕ илсе килнĕ) кушак сĕтел çинчен сĕтĕрсе аннă, выçăскер шаттăрттарать кăна. Вальăн çăмламасскере хĕрхенесси, тем тутли çитересси килчĕ, çурăмĕнчен ачашласа та илчĕ.
Сĕтел çинче пушаннă икĕ тенатурат кĕленчи, виççĕмешне вара çуррине те ĕçмен, питĕрсе хăварман хăть. «Анне тăрсан юлашкине те ĕçсе ярĕ, çĕр каçиччен вилсе те выртĕ, пытарса лартас», - вĕçрĕ шухăш хĕр ача пуçĕнче. Каллех хăйĕн вырăнне майланса кĕрсе выртрĕ Валя. Тем чухлĕ çывăрнă вăл, амăшĕ тăратнипе вăранса кайрĕ.
- Валя, тăр-ха тăр! – силлет вăл ăна. -Эсĕ сĕтел çинчи кĕленчене пуçтарса лартман-и? Тархасшăн пар, унсăрăн чун тухса каять, чĕре сиксе тухать.
Халĕ унăн сасси йĕркеллех илтĕнет. Урăлса çитнĕ ĕнтĕ вăл. Валя çара урисене урайнелле усса тăрса ларчĕ.
- Ах анне, капла ĕçсен вилетĕн вĕт. Мĕншĕн ĕçетĕн-ха?! Тем пек ӳкĕтлесен те памас, санăн урăлас пулать. Вăхăтлăх кăна ирттерсе яма пултарать вăл, кайран каллех çав шаях ларатăн, аптратăн. Эрне ытла ĕçетĕн ĕнтĕ. Эсĕ вилсен ман мĕнле пурăнас?! – терĕ те Валя чунĕ кӳтсе килнĕрен ĕсĕклесех макăрса ячĕ. Амăшĕ унпа юнашар пырса ларчĕ, пĕчĕк хĕрне ыталаса илчĕ, пичĕ тăрăх куççулĕ шăпăртатса анчĕ. Малтанлăха ăшнелле çăтрĕ-ха ăна хĕрарăм, каярахпа чĕтренсех йĕрекен хĕрне курса сасăпа ӳлесе ячĕ. Чылайччен чарăнмарĕç çапла хĕрĕпе амăшĕ.
- Валя, хĕрхен мана, турра тархасланă пек тархаслатăп сана, тупса пар çав кĕленчене, эпĕ унсăр кĕçĕр çĕр каçаймастăп, ăшчик сиксе тухать, шутсăр япăх мана… Хĕр ача амăшĕ çине куççулĕ витĕр хĕрхенсе пăхрĕ. Епле чăттăр ун чунĕ. Акă вăл васкаса тăчĕ, амăшĕн пушă арчине çĕтĕкпе чĕркесе чикнĕскере хăвăртах тупса пачĕ, амăшне тыттарчĕ.
- Хĕрĕм, паянтан ĕçме пăрахатăп, сăмах паратăп, чăнах та, вилетĕп капла… Шĕвеке стакана та ярса тăмарĕ амăшĕ, кĕленче тутинченех ланкăртаттарса çăтрĕ. Кăшт вăхăт иртсен лăпкă сасăпа каллех сăмах хушрĕ: « Валя, эсĕ ман вырăна лавккана урай сĕрме кайкаларăн пулĕ вĕт?» Хĕр ачан сăмах хушас килмен çĕртенех амăшне лăплантармалла пулчĕ.
- Капла юрамасть, ĕçрен те кăларса ярĕç. Укçи хăть нумай мар та-ха, çапах килте маччаналла пăхса ларни мар, çын çине тухатăн, паян ирех каятăп ĕçе, - хăйне хăй калаçрĕ амăшĕ. Хĕр ача ăна итлесе выртнă майăн çывăрса кайрĕ.
… Тарăн шухăша путнă Валя учительница хăйĕн ятне асăнсан, шартах сикрĕ ыйхăран вăраннă пек пулчĕ.
- Паян та урок туса килмерĕн пулĕ-ха, Картузова? Мĕн çинчен шутласа пурăнатăн? Аннӳпе юнашар ĕçке ярăнмарăн пулĕ те? Класри ачасем ахăлтатса кулса ячĕç. Тен, пурте кулмарĕç те пулĕ, анчах ăна курмарĕ Валя. Пуçне чиксе ларнăскер кĕç-вĕç йĕрсе ямарĕ, пырне темле типĕ мăклашка ыраттарчĕ. Класс ертӳçи ним пулман пекех урока малалла тăсрĕ. Ачасем те илтнине паçăрах манă ĕнтĕ. Валя енне çаврăнса пăхакан та çук, пурте вĕренекене итлеççĕ. Акă, коридорта шăнкрав янăрарĕ.
- Ачасем! - тет Анна Васильевна, - кĕçех манса каяттăм: шкул çитес вĕренӳ çулĕ валли çĕнĕ учебниксем туянма кашни ачаран çитмĕлшер тенкĕ укçа пуçтарать, ыран валли илсе килме дневниксем çине çырса хурăр. Картузова, эсĕ аннӳ патне чуп часрах, паян вĕсене ĕç укçи панă терĕç, илсе кил, усăрăн ахалех ĕçсе ярать, укçасăр класа ан та кил!
Валя класран вĕри шывпа сапнă пекех тухса вирхĕнчĕ. Утать лавка еннелле, куçĕнчен кӳренӳ куççулĕ юха-юха анать. Çынсем ан асăрхаччăр тесе çанă вĕçепе шăла-шăла илет ăна хĕр ача. Çапла, юратмасть ăна класс ертӳçи.
Ачасемпе тан вĕренсе пыраймасть Валя. Час – часах пĕр пӳлĕмлĕ хваттерти пĕртен пĕр сĕтел хушшинче эрех ĕçсе янраса ларакан амăшĕпе унăн юлташĕсем чăрмантараççĕ. Тепĕр чухне начар кăмăла пула алла кĕнеке те тытас килмест. Амăшĕ ĕçке ернĕшĕн вăл айăплă-и-ха ĕнтĕ? Çак намăса курма çут тĕнчене ма килес-ха пĕрех хут тесе пайтах макăрнă.
Тупаймарĕ амăшне лавкара Валя. Кунта ĕçлекенсем вăл таçта урампа аялалла анса кайни çинчен пĕлтерчĕç. Акă, тăрать пуçне çĕмĕрсе хĕр ача: шкула укçасăр пыма хушман, амăшне те таçта тупмалла. Ирĕксĕрех район центрĕнчи тĕп пасар еннелле сулланчĕ вăл.
Ӳсĕр хĕрарăмпа хĕрĕ пасар варрипе пыраççĕ. Çынсем вĕсем çине тĕлĕнсе пăхса илеççĕ. Йĕрĕнекеннисем те пур, хĕрхенекеннисем те çук мар ĕнтĕ. Анчах Валя пуçне çĕклесе никам çине те пăхма хаюлăх çитереймест. Ăна ӳсĕр амăшĕшĕн кăна мар, хăйсем çийĕнчи çĕтĕлнĕ пальтăвĕсемшĕн те, пуçĕнчи кивелсе тĕссĕрленнĕ шарфĕшĕн те (ачасем вунă çул каяллах ун пеккисене çыхма пăрахнă), уринчи çĕтĕлсе пĕтнĕ аттишĕн те тӳсме çук намăс. Хĕр ача ӳсĕр амăшне ӳкесрен хулĕнчен тытнă та çĕрте тем шыранă пек пуçне çĕклемесĕр пырать. Никама та курмасть халь вăл. Хĕрарăм сулăнса – сулăнса каять те ӳкмех пуçлать, аран-аран тытса ĕлкĕрет ăна ачи, тутăрĕ айĕнчен тирпейсĕррĕн сапаланнă çӳçĕсене майлать. Пасар алăкĕ тĕлне çитсен укçи пуррине аса илчĕ курăнать амăшĕ, çĕтĕле пуçланă тумтирĕн касйинчен пальтăвĕ пекех япăхнă укçа енчĕкне туртса кăларчĕ, укçине шутласа хĕрне тыттарать. Лешĕ амăшĕ панă укçана тирпейлĕн кĕнекесем тултарнă сумкине чиксе хурать те, вĕсем малалла сулланаççĕ.
Кăшкăрса йĕрĕччĕ Валя чунĕ уçăличчен. Мĕнле çăлмалла-ха симĕс çĕлен серепине лекнĕ юратнĕ амăшне, камран пулашу ыйтмалла? Хуравне ниçта та тупма çук. Шкулта ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче те ятран асанса намаслантарчĕç ĕçке ернĕ хĕрарăма, район администрацийĕ вырнаçнă çурта чĕнсе те ача амăшĕн правинчен хăтарас пирки ыйту хускатрĕç. Валя хирĕçлени кăна çемьене арканма памарĕ.
Кам шутласа кăларнă çав хаяр шĕвеке?! Ăна туса кăлараканан Вальă пек çĕршер телейсĕр ачана, çемьесене инкек кăтартаканăн мĕншен килес çак таса çĕр çине?
Мĕнле пистермелле пĕртен пĕр хаклă çынна çак ылханлă наркăмăшран Вальăн? Кам пĕлет? Кам пулăшма пултарать-ши?
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...