Тĕпсĕр çăл улăхĕ


Кăвак шуçăм кĕрет кантăкран

Ял та вăранать ыйхăран.

Пурăнан çын хăй вăл çут хĕвел

Хĕвелпе ир тăрать пĕрешкел.

 

Тăсăлать Шурча ялĕн хушши

Муркаш шывĕ пайлать ик енне.

Шартлатать ав кĕтӳçĕн пушши

Кĕтĕве пуçтарса ирхине.

 

Кĕтӳ улăхра симĕс курăк çинче

Тĕпсĕр çăл улăхне утать майĕпе.

— Ассаннеçĕм, кала мĕншĕн çак улăха

Тĕпсĕр çăл улăхĕ тенĕ тата?

 

— Мăнукăм, итле эс, — терĕ мана

Тахçанхи халапа пуçарса калама.

— Шурлăхри улăхра çăл пулнă тахçан.

Сиплĕ шывпа вăл пулнă пуян.

 

Кӳлнĕ лашана шăварма пырсан

Сикнĕ шыва лаша, путнă, тухман.

Çав кӳлнĕ лаша Атăла тухсан

Хуçи палланă тет ăна курсан.

 

— Чăнах-и çапла вăл? — терĕм пӳлсе,

Асанне сăмахне тимлесе итлесе.

— Муркаш шывĕ пулнă çăлпа юнашар

Пулма та пултарнă çакă тип-шар.

 

Куç тулли юхать Муркаш шывĕ паян

Ункăпа пĕрлешсе юхăмпа Атăла.

Шевлепе вылякан шыв çине пăхсан

Асилетĕп ак çак ĕлĕкхи халапа.

 

Улăх ячĕ манăçмасть нихăçан

Пурăнать вăл эпир пурăнсан.

Тăсăлать ĕмĕрсенĕн хушши.

Тăван ял, тăван кил — чун ăшши.

 

Халапĕ

Тĕпсĕр çăл улăхĕ Шурча салипе Çĕньял Шурча ялĕ хушшинчи, хальхи сысна фермипе плотина çийĕнчи тимĕр кĕпер патне çитичченхи çĕр лаптăкĕ шутланать. Çĕр таврашĕнчи çĕр лаптăкĕ — шурлăхлă вырăн. Кунта пысăк хăватлă çăлкуç шывĕ тапса тăрать. Вăл хĕлле те шăнмасть, çулла та шывĕ питĕ сивĕ. Муркаш шывне пĕчĕк çырма пулса юхса кĕрет. Çырма урлă каçă пур. Тĕпсĕр çăл улăхĕ Муркаш шывĕпе юнашар. Ĕлĕкренпех Муркаш шывĕ çерем хĕррипе тан, Ункă шывĕпе пĕрлешсе мăнаçлăн Атăла юхнă. Муркаш шывĕн икĕ енĕпе ĕлĕк лашапа нумай çӳренĕ. Кӳлнĕ лашана пĕр çын шăварма тăнă тет. Унăн лаши çăла путнă, виçĕ кунтан ăна Атăлта тупнă. Хуçи лашине палласа илнĕ. Паян кун та çак çăл «Тĕпсĕр çăл» улăхĕ ячĕпе тăрать. Манăн асанне тата мăн асанне иккĕшĕ те Шурча салинче çуралнă. Асанне, Тимофеева Светлана Семеновна (1947-мĕш çулта çуралнă), хăйĕн хуньамăшĕ, Тимофеева Мария Константиновна (1897-мĕш çулта çуралнă), каласа панă халапа асра тытнă, манна тĕплĕн каласа панă, эпĕ ăна ыттисене каласа парăп.

 

Халап çăлкуçĕ: Муркаш районĕнчи Шурча ялĕнче 1947-мĕш çулта çуралнă (62 çулта) Тимофеева Светлана Семеновнăран 2009 çулта Муркаш районĕнчи Шурча шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Тимофеев Александр Сергеевич çырса илнĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Наталия (2009-10-27 23:25:06):

Эпĕ хам та Шурча ялĕнче пурăнатăп, Тĕпсĕр çăл улăхĕпе кашни кун утса çӳретĕп, анчах çак улăхăн ячĕ ăçтан пулса кайни çинчен нихăçан та шутламан. Маттур эсĕ, Саша! Асаннӳне те лайăх пĕлетĕп, пултаруллă та тараватлă, ăшă кăмăллă çын. Ăрусен çыхăнăвĕ çивĕч палăрать ку сăвăра. Тĕлĕнтернĕшĕн тавтапуç!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Наталия (2009-10-27 23:46:41):

Питĕ кирлĕ вулавăш йĕркеленĕ эсир. Анчах эпĕ Тимофеев Александр çырнă халапа вуласа килентĕм, çакăнтах вара Шурча ялĕ çинчен Хветĕр Уярăн романĕнче те çырса кăтартнине тупрăм. Тахçанах шыранăччĕ. Тавтапуç!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Тарье (2009-11-06 21:32:37):

Эпĕ Шурча шкулĕнче 4-мĕш классра вĕренетĕп. Саша маттуррине тахçанах пĕлетĕп-ха. Унăн тата камран тĕслĕх илмелли те пур. Чи пĕрремĕшĕ - унăн юратнă асанне - Светлана Семёновна. Тепри вара - пирĕн шкулти чи юратнă вĕрентекенсенчен пĕрри - Тюрина Нина Михайловна. Чăваш чĕлхине питĕ юратса вĕрентет вăл. Çамрăк çыравçăсен кружокне ертсе пырать. Саша вара чи пултаруллă та хастар ача çак кружокра. Тем тĕрлĕ конкурса та хутшăнать вăл. Мана вара çак халап чуна çывăх. Маттур-çке эсĕ, Саша!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Vyacheslavna (2009-11-09 20:39:04):

Халапĕ те интереслĕ, сăвви те хитре.Арçын ачасем çитĕннĕçемĕн тем сăлтавпа çырма пăрахаççĕ.Саша ун пек ача мар пулĕ-ха.Татах та хитререх сăвăсемпе савăнтарĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2009-11-12 10:15:27):

Сăвви те, халапĕ те мана килĕшрĕ. Ку ушкăнра сăвă нумай — çавăнпа та халĕ татса калаймăп. Чаплăрах хайлавсем сахал лексен — вырăн йышăнма юрăхлă.

 

инçет (2009-11-29 19:26:37):

Шухăшне тытса пырас тенĕрен пулас хăш-пĕр сăвă йĕркисене тусах çитереймен. Апла пулин те килĕшрĕ.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: