Телей тилхепи
Анфиса Андреевна мăнукĕсемпе пуян. Вĕсем час-часах ун патĕнче пулаççĕ, тем çинчен те калаçтараççĕ, тем те аса илтереççĕ.
Юлашки вăхăтра уйрăмах Андрей асламăшĕ патне тăтăшах килсе çӳреме пуçларĕ. Асламăшĕ туйрĕ-ха: тем каласшăн ача, анчах сăмах чĕнме ниепле те хăю çитереймест.
Паян акă Андрей ирех асламăшĕ патне çитрĕ,
- Асанне, санпа пăшăл пăтти пĕçерме юрать-и? - йăл-йăл кулса асламăшĕ çумне пырса ларчĕ вăл.
- Пĕçерер ара, кăмăлу пулсан.
- Анчах ку пăтта хальлĕхе иксĕмĕр кăна çийĕпĕр. Аттепе аннене çитермĕпĕр. Юрĕ-и?
- Санăн кăмăлу, - килĕшрĕ Анфиса Андреевна. - Çитерме юрамасть пулсан çитермĕпĕр.
- Асанне, пĕлетĕн-и, эпĕ пĕр хĕре питĕ юрататăп. Вăл та мана савать. Эпир пĕрлешесшĕн. Анчах хальлĕхе туй туса аппаланасшăн мар. Йăли-йĕркине каярах тăвăпăр. Халĕ пĕрле пурăнса пăхасшăн. Хальхи çамрăксем нумай чухне малтан пĕрле пурăнса пăхаççĕ, кайран кăна çырăнаççĕ.
- Ачам, эпĕ ун пеккине киносенче курнă, кĕнеке, хаçат-журналта нумай вуланă. Анчах...
- Килĕшмест-и сана? - пăлханса кайрĕ Андрей.
- Тĕрĕссипе каласан, килĕшмест. Таçта васкатăр. Ялан васкатăр. Хĕрпе каччă çӳрени - питĕ илемлĕ. Арлă-арăмлă пурнăç вăл, ачам, урăхларах.
- Асанне, эпĕ сана ăнлантăм. Эсĕ хирĕç, - кăмăлсăрланчĕ Андрей. - Сан шутпа, манăн ытти çамрăк пек пурăнмалла мар. Ĕлĕкхи пек, сирĕн вăхăтри пек пулмалла. Халь пачах урăхла самана, асанне.
- Самани урăх пулĕ те, этем чун-чĕри ĕлĕкхиех. Çакна ас ту: пĕр-пĕрне лайăх пĕлсе çитмесĕр пĕрлешни кайран нушаллă пурнăç патне илсе пырать. Пĕрлешичченех пĕр-пĕрин ĕмĕт-шухăшне лайăх пĕлмелле. Вара йăпăр-япăр уйрăлса кайма сăлтавсем те шыранмĕç. Çемье ун пек чух çирĕп пулать. Хĕве хупăнма васкамалла мар, - шухăша кайнăн калаçрĕ Анфиса Андреевна. - Васкани, мăнукăм, нихăçан та ырă кӳмест.
Андрей шухăша путрĕ. Те килĕшрĕ, те килĕшмерĕ ватă сăмахĕсемпе.
Асламăшĕ мăнукне ырă сунса хăй мĕн шухăшланине малалла та калас терĕ:
- Шутла-ха, ачам, халĕ эсĕ ку хĕрпе пĕрлешрĕн. Тем килĕшмест те - уйрăлса каятăр. Тепринпе тĕл пултăн. Пĕрлешетĕр. Каллех сăлтав тупăнчĕ те - тата уйрăлса каятăр. Ĕмĕр тăршшĕпех çапла пурăнмалла-и? Туй таврашĕ пулман -нимĕнле яваплăх та çук. Ав манăн паллакансен ывăлĕ васкавлăн авланчĕ. Хĕрĕ йывăр çын терĕç. Туй турĕç. Ак тамаша! Хайхискер туйра тин пĕлеççĕ: икĕ енчисем те çывăх тăвансем килсе тухаççĕ иккен. Никама та каламан, ашшĕ-амăшĕпе паллаштарман. Хулара тĕл пулнă. Эс каланă пек, пĕрле пурăнса пăхма шут тытнă. Туйне кайран ирттерĕпĕр тенĕ. Пурнăç час-часах пăрăнăç килет вăл. Айăпĕ камра? Хамăртах...
Андрей асламăшне тимлĕн итлерĕ. Унтан тăруках сехечĕ çине пăхрĕ:
- Асанне, ман халь каймалла-ха. Кайран татах иксĕмĕр пăшăл пăтти çийĕпĕр, - терĕ те васкавлăн тухса кайрĕ.
* * *
Мăнукĕсемпе калаçнă хыççăн Анфиса Андреевна яланах аса илӳ авăрне путать. Пуринчен ытла ăна паян мăнукĕпе калаçни тыткăнларĕ, пăлхантарчĕ: "Эпир те çамрăк пулнă... Пурнăç йĕрки те урăхлаччĕ. Анчах юрату утравĕ пуриншĕн те пĕрреччĕ. Кам çав утрав çинче пулса курнă, телее тулнă. Кам вăл утрав ăçтине те пĕлмест пулĕ...
Сисмесĕрех Анфиса Андреевна шухăшĕпе хăйĕн çамрăклăх утравне вĕçсе çитрĕ.
* * *
...Çу варринче ял утарти вĕлле хурчĕсем пек кĕрлерĕ-сĕрлерĕ. Яланах çапла вăл: пĕчĕк ял пурнăçĕнче çĕнĕ хыпарсем час-часах пулмаççĕ; пĕр-пĕр хыпар пулсан пуçлать вара ял халăхĕ çав хыпара хаклама, хаклама та ваклама, ваклама та саплама. Кашни хăйне евĕр хыпарлать, кӳрши-арши патне çитерме васкать.
Ял халăхĕ калаçрĕ те калаçрĕ:
- Санька хĕрĕ хуларан вĕренсе пĕтерсе таврăннă терĕç.
- Çапла çав. Санька хĕрне çураçасшăн.
- Камсем-ши?
- Кӳршĕ ялти Çтаппан ывăлне илсе парасшăн теççĕ.
- Пĕлетĕп, пĕлетĕп. Çтаппан ывăлĕсем пурте маттур. Хăйĕн пекех.
- Питĕ лайăх мăшăр пулмалла.
- Анфиса тиркет терĕç-ха.
- Эй тамаша. Мĕн тиркемелли пур-ши? Ун пек каччă таврара урăх çук.
- Çапла, çапла. Ĕçчен вĕт вĕсем. Ĕçкĕпе нихăшĕ те иртĕхмест. Хăшĕ-пĕри пуян тесе ăмсанать. Вĕсем пек ĕçлесен пуян пулăн ĕнтĕ.
- Ан та кала. Патша хĕрĕ те ун пек каччăна тиркес çук.
Калаçрĕ те калаçрĕ ял халăхĕ. Пурте хĕре ырă сунчĕç. Каччăна тиркенĕшĕн ватăсем ӳпкелешрĕç.
Çамрăксем сăмах вакламарĕç, ваттисене итлерĕç.
* * *
Ашшĕ хĕрне савăнса кĕтсе илчĕ. Хуларан пур-çук япалисене илсе килме те пулăшрĕ. Ашшĕн ырă кăмăллăхĕн, хаваслăхĕн сăлтавне Анфиса часах ăнланчĕ.
Хĕр таврăнасса тăвăнĕсем те, ашшĕ-амăшĕ те тахçанах кĕтнĕ иккен. Пурте туй пирки калаçу пуçарма хатĕр. Анчах хĕр мĕн калĕ-ха? Ăна нихăшĕ те пĕлмерĕ.
Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн пепкине яланах телейлĕ тăвасшăн. Анчах ун тилхепине тытма пĕлмелле-çке.
* * *
Анфиса хăйĕн каччи пирки никампах та калаçманччĕ. Пĕррехинче амăшне чун савнийĕ пуррине систернĕччĕ.
Халĕ Алексей салтакра. Хăй вĕренекен аслă шкула пĕтеричченех хĕсмете каяс терĕ вăл. Суйласа илнĕ специальноçа кăмăлламарĕ. Урăх ĕç суйласси пирки шухăшларĕ. Çавăнпа та тарăн шухăшлама хăйне вăхăт парнелерĕ: çак икĕ çул хушшинче пурнăçри кăмăла каякан аслă шкул пирки ыйту тататех.
Леша тума пĕлмен ĕç те çук пулĕ. Алли ылтăн тетчĕ унăн çинчен тăванĕ-пĕлĕшĕ. Епле хитре ӳкерчĕксем эрешлет тата. Гитара калама тытăнсан пурин чунне те тыткăнлать. Вăл хăех юрă-кĕвĕ хывать, уçă сассипе тĕрлĕ юрă шăрантарать.
* * *
Туй-çуй калаçăвĕ хĕр киле çитнĕ кунах пуçланчĕ. Пике тӳрех хирĕçлерĕ: «Эпĕ халĕ качча тухасси пирки шухăшласшăн та мар».
- Çук, хĕрĕм, хальхинче эсĕ тăвас тенĕ пек пулмасть. Мĕн ачаранах аçу-аннӳ каланине итлеместĕн, ялан хăвăнни пек туса пыратăн! - тарăхсах кайрĕ ашшĕ.
Çак сăмахсем хыççăн хĕр ашшĕ-амăшне итлемен самантсене аса илме тăрăшрĕ. Вĕсем çиçĕм çиçнĕ пек вĕлтлетсе иртрĕç.
- Чăнах та атте-аннене итлеменни пайтах пулнă. Мĕн ачаранах пулнă пур саманта та аса илес пулсан...
- Акă анне мана уяв тĕлне хитре кĕпе илме укçа панăччĕ. Эпĕ ун чухне шкулта вĕренеттĕм, - аса илчĕ Анфиса. - Анне хушнине итлемесĕр пасартан кĕпе вырăнне йĕлтĕр илсе килнĕччĕ. Анне уншăн ятласса ятламанччĕ, анчах кăмăлсăрланнăччĕ. Тепĕр тесен мĕншĕн вăрçмалла пулнă. Вăл йĕлтĕрпе виçĕ çул шкула çӳренĕ, районти ăмăртăва та хутшăннă...
Итлекен ачах пулман çав эпĕ. Аслă шкула вĕренме кайма вăхăт çитсен те атте сăмахĕнчен тухрăм, хама чунтанах килĕшекен институтах кĕтĕм. Атте сĕннине шута илмерĕм.. Чăннипех те çакнашкал самант чылай пулнă. Апла пулин те халĕ атте-аннене итлесе мĕн тумалла? Качча тухмалла-и?
Çак шухăшсем тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа вĕлтлетсе иртрĕç. Пĕр вăхăт Анфиса ашшĕн сăмахĕсене те илтмерĕ. Каллех унăн сасси янăрарĕ:
- Эпĕ сана пăхса çитĕнтертĕм, вĕрентсе кăлартăм. Эсĕ нихăçан та мана итлесшĕн мар. Хальхинче ман сăмахран иртместĕн.
- Мĕн калать-ха атте? - тĕлĕнчĕ хĕр. Хирĕçлеме пăхрĕ. Хăйне лăпкă тытма тăрăшрĕ:
- Атте, мĕн калатăн-ха? Ăçтан эсĕ каланă пек пулма пултарать? Ан çиллен мана, атте. Анчах эпĕ качча тухмастăп,
— Çук, тухатăн, тухатăн!
Анфиса епле пулсан та ашшĕ хăйĕн шухăшне улăштарасса шанчĕ. Ашшĕ ăна телейлĕ тăвасшăн. Ăна лайăх ăнланать вăл: хĕрĕ çывăхра, кӳршĕ ялтах пулать. Маттур упăшка. Пĕлекен йăхран. Ятлă-сумлă çемьерен.
Амăшĕ мăшăрне хĕрĕн каччи пуррине систерчĕ, ача хутне кĕме тăрăшрĕ, анчах ашшĕ ăна итлемерĕ: "Ăçти çын-ха вăл? Мĕнле йăхран? Тăванĕ-шывĕ ăçтан? Кам пĕлет ăна! Хамăр енчи çын епле пулсан та шанчăклăрах. Ĕлĕкрен тăванлашиччен çиччĕмĕш сыпăка çитиччен тĕрĕсленĕ. Халĕ ав паллашнă-паллашман пĕрлешес пирки калаçаççĕ. Пĕрлешеççĕ, уйрăлаççĕ".
Анфиса ашшĕне ăнланма тăрăшрĕ, вăл та ăна ăнланасса шанса куçĕнчен тӳррĕн пăхрĕ.
* * *
Амăшĕ калаçăва хутшăнса хирĕçлемерĕ. Сăлтавĕ пур: хĕрĕ çывăхра пулĕ, час-часах курнăçĕç. Таврари пĕр хĕр те тиркес çук каччăна. Сăпайлă, типтерлĕ, ашшĕ-амăшне сума сăвакан ача. Ĕçчен, вĕреннĕ çын пулсан та пĕр ĕçе те тиркесе тăмасть. Мĕн кирлĕ тата?
Ача-пăчана телее мĕнле парнелемелле-ха? Телей сунсах телейсĕр те хăвар-ма пулать-çке...
* * *
Анфиса хăй пурнăçĕнче кунашкал самант сиксе тухасса шутлама та пултарайман.
- Мĕн тумалла-ха? Аттене мĕнле ăнлантармалла?
Кун хыççăн кун васкарĕ. Ашшĕ хăй шухăшне çирĕп тытрĕ - хĕрне итлеттерме тăрăшрĕ. Акă ваттисен йăлипе хăтана та килме пуçларĕç. Ял халăхĕ валли калаçмалли тупăнсах тăчĕ. Хĕр хăйне читлĕхри кайăк пек туйрĕ. Ашшĕ-амăшне кӳрентерес килмест, анчах юратăвне, хăйĕн телейне епле упраса хăвармалла-ха? Хĕрĕн кăшкăрса йĕрес килчĕ, апла пулин те хăйне хăй лăплантарчĕ.
Хăтана çӳреме пăрахмарĕç. Ялан хĕр килне пушмак пăру шыраса е сиплĕ курăк патне кӳршĕ ялтан çын килчĕ.
Ашшĕ çине тăрсах хĕрне качча тухма ӳкĕтлерĕ, сассине хăпартса та пăхрĕ.
Анфиса юлашкинчен чăтаймарĕ, хыттăн, çирĕппĕн хирĕç калаçрĕ. Ашшĕ пăхăнман, итлемен хĕрĕ çине тарăхрĕ:
- Итлеместĕнех пулсан килтен тухса кай!
Чăннипе, ашшĕ ăна килтен кăларса ярасшăн марччĕ. Хĕрĕ çак сăмахсем хыççăн тек ăна хирĕçлемĕ терĕ кăна.
Килтен тухса кайни халĕ уншăн чăнахах та çăлăнăç тесе шутласа илчĕ Анфиса.
- Кăятăп, атте.
- Халех тухса кай! - кăшкăрашрĕ ашшĕ.
- Çук, атте, каçа хирĕç каяймастăп. Ыран ирех çула тухăп, - хурланса сăмах хушрĕ хĕр. Вăл ăнланчĕ: ашшĕ çак сăмахсемпе ăна итлеттересшĕн, пăхăнтарасшăн.
Ашшĕ хăйĕн сăмахĕсемшĕн пăшăрханчĕ, анчах çакна палăртмарĕ. Тек сăмах хушмарĕ.
* * *
Ир-ирех амăшĕпе хĕрĕ çума-çумăн ларса чылайччен шăкăлтатрĕç. Анфиса амăшĕн кăмăлне хуçса хăварасран хăрарĕ, асăрханса калаçрĕ:
- Анне, эсĕ ан хумхан. Эсĕ мана ăнланасса шанатăп. Атте сăмахне ниепле те итлеме пултараймастăп. Ăнлантар ăна. Пĕлетĕп, вăхăт иртнĕçемĕн ăнланать вăл мана. Анне, айăпĕ хамра. Манăн Леша пирки сана систернипе кăна çырлахмалла марччĕ. Май тупса аттене унпа паллаштармаллаччĕ. Вăтаннă-çке. Леша ав хăй салтака кайиччен амăшне чĕнсе илсе паллаштарчĕ. Мана ун амăше питĕ килĕшрĕ. "Салтакран йĕркеллĕ таврăнмалла пултăр. Хăвăр шухăшлани-ĕмĕтленни пурнăçлантăр. Пĕр-пĕрне юрататăр пулсан пĕрле йăва çавăрăр", - тесе пехиллесе хăварчĕ вăл.
Амăшĕ хăйĕн çитĕнсе çитнĕ хĕрĕ çине ытараймасăр пăхрĕ. Унăн Анфисăпа пĕрре те уйрăлас килмерĕ.
* * *
Халĕ ĕнтĕ хĕрĕн килтен тухса каймалла. Ăçта çул тытмалла?
Икĕ чăматана кĕнекесем те, тумтир таврашĕ те вырнаçрĕç. Амăшĕ парнеленĕ утияла, минтере тирпейлĕ çыхса хучĕ Анфиса.
Амăшĕ ывăлне чĕнсе илчĕ: «Аппуна аслă çул çине çити ăсатас пулать». Шăллĕ тĕрлĕ ыйту парса тăмарĕ, килти калаçăва илтнĕ вăл, йăлтах ăнкарать. Вăл пĕр сăмахсăрах аппăшне пулăшма килĕшрĕ. Анчах ашшĕ ку калаçăва çенĕкренех илтнĕ иккен. Алăк анинченех:
- Никам та ăсатмасть ăна, - терĕ Ашшĕ çак самантра хĕрĕ çын пулăшмасăр çула тухаймĕ, хĕрĕ килех юлĕ, ăна итлĕ терĕ.
Анфиса халĕ хăйне нимĕнле йывăрлăхран та хăраман паттăр пек туйрĕ. Каялла чакма пултараяс çуккине лайăх ăнланчĕ. Вăл васкамасăр чăматанĕсене картишне кăларчĕ, пĕрерĕр-пĕрерĕн йăтса хапха патне илсе пырса лартрĕ. Çавнашкалах урама кăларчĕ, ял хапхи енне çул тытрĕ.
Кӳршĕ-аршă курăнмарĕ. Ку лайăх. Кашни тĕл пулаканах мĕн пулса иртнине каласа парас, чуна уссăр пăлхатас килмĕ.
Çанталăк шăрăх. Пачах та çил çук. Сывлăш хумханăвĕ те сисĕнмест. Çут çанталăк хĕре лăпкăлăх парнелесшĕн-ши?.. Е хĕр кăмăлне пăлхантарасран хăрать-ши?
Умра икĕ типĕ вар: пĕри ăшăх, тепри самаях тарăн. Ахальтен мар ăна тарăн вар теççĕ. Чăнкă çыранлă тата. Ту çине хăпарнă пекех тăрмашмалла.
* * *
Тарăн вар хĕррине çитрĕ кăна Анфиса, хăй хыççăн такам пынине туйрĕ. Тавралăхри тĕлĕнмелле шăплăхра аякри ура сасси те илтĕнет. Çук, ку çын ури сасси мар. Хĕр чăматанне лартрĕ, теприн патне каялла таврăнма çаврăнчĕ те, сукмакпа хăйсен йытти чупса килнине асăрхарĕ. Васкать йытă. Шăрăхпа аптранăскер нимĕнле хӳтлĕх çуккипе тертленет.
Хĕр самантлăха савăннă пек пулчĕ, анчах чĕлхесĕр тусĕ хăйне çапла ăсатма васкаса тухни унăн кăмăлне хумхатрĕ. Вăл чарăнчĕ, йытă хăй патне çитессе кĕтрĕ. Лешĕ хăйне кĕтнине курса ача пек хавасланчĕ, хӳрине пăлтăртаттара-пăлтăртаттара хĕр патне çывхарчĕ.
- Эсĕ мана ăсатас терĕн-и? Маттуркаçăм...
Анфиса унпа пĕчĕк ачапа калаçнă пек шăкăлтатрĕ.
- Эсĕ мана ăсатас терĕн-и? Маттуркаçăм...
Хĕр - чĕркуçленчĕ, йытта ачашларĕ, хăй çумне пăчăртарĕ. Унтан тăчĕ те йытта куçран пăхса: "Халĕ санăн киле каймалла. Анне патне", - терĕ. Йытă ыйтуллăн хĕр çине пăхрĕ. Анфиса тепĕр кут: "Киле. Анне патне. Ăнланатăн-и?" - терĕ.
"Анне" сăмаха йытă питĕ лайăх ăнланать. Ачасем те анне теççĕ-çке. Вăл кам иккенне пĕчĕкренех пĕлет йытă. Киле тенине те лайăх ăнланать, хĕр ăна киле, анне патне каймалла тесен вăл аслисем каланине итлес кăмăллă мар ача пек хусканса илчĕ, пĕр вырăнта пĕрре пĕр ури çине, тепре теприн çине пусса илчĕ.
Хĕр çакна асăрхарĕ те йытта каллех çупăрласа илчĕ, пуçĕнчен, çурăмĕнчен ачашларĕ. Ачашланă май каллех "кил", "анне патне" сăмахсене каларĕ. Йытă хĕре хирĕçлеме çуккине ăнланчĕ, тăп чарăнса тăчĕ, йынăшса илчĕ, каллех хĕре куçран пăхрĕ.
Анфиса чăматанне çĕклерĕ те малалла утрĕ. Йытă тек ун хыççăн пымарĕ. Анчах хăй çине пăхтарасшăн пулса вĕренçи турĕ. Хаяррăн мар, тем ыйтса тархасланăн, йăваш сасăпа.
Хĕр чăматанне, минтерпе утиял çыххине йăтса илчĕ те маларах кайса лартрĕ. Унтан каллех тепĕр чăматанĕ патне каялла таврăнчĕ. Анфиса каялла утнине курсан йытă каллех ачашшăн йынăшрĕ. Вăл ăна хăй патне пырать тесе ăнланчĕ. Анчах хĕре хирĕç утмарĕ-чупмарĕ вăл, пĕр вырăнтах тăчĕ, пăлхануллăн тинкерчĕ. Унтан ларчĕ. Каллех тăчĕ. Татах ларчĕ. Канăçсăрланчĕ.
Анфиса малалла утма хатĕрленчĕ. Йытта ку хумхантарчĕ.
Хĕр чарăнса тăчĕ, йытă енне çаврăнчĕ те аллипе ял еннелле сулса тепĕр хут: "Киле, анне патне", - терĕ. Тек хĕр çаврăнса пăхмарĕ. Утрĕ те утрĕ. Пичĕ тăрăх куççулĕ юхрĕ, хĕр тăван кĕтеспе сыв пуллашрĕ.
Çырма урлă каçсан чи çӳллĕ, пĕтĕм ял лайăх курăнакан вырăна çитсен Анфиса тепре чарăнса тăван ялĕ çине чылайччен пăхса тăчĕ. Ял еннелле сукмак тăрăх йытă чупса кайнине асăрхарĕ. Чупать-чупать те чарăнса тăрать, килти çын тухса кайнă енне тинкерет. Хĕр те чăматанĕсене куçара-куçара ывăнать те ял енне пăхса тăрать, чунĕпе тăван енĕпе сыв пуллашать.
* * *
Çул çинче Анфиса пĕрре амăшĕ çумĕнче пулайманшăн кулянчĕ, тепре текех туй-çуй ыйтăвĕсемпе чунне илеймĕç тесе хавасланчĕ. Амăшĕ çумĕнче пулас килетчĕ хĕрĕн. Ача чухнехи пек тунсăхласа çитнĕччĕ вăл, тем пекех ун патне васканăччĕ. Амăшĕ те çав тери хĕрĕшĕн тунсăхланăччĕ.
Ас тăвать-ха вăл, пĕррехинче, киле йăпăртлăха таврăнсан ирех вăранчĕ. Такам хăй çине пăхнине туйрĕ. Амăшĕ иккен. Çывăракан хĕрĕ çумне ларнă та ун çине куç илмесĕр пăхса ларать. Шухăшлă хăй. Мĕнле шухăшсем хĕвĕшнĕ-ши çав самантра амăшĕн чунĕнче?..
* * *
Анфиса Андреевна килте пĕчченех юлнă самантпа усă курса аса илӳ хумĕсене ирĕк пачĕ, вăл вăйлă юхан шыв евĕрех. Ăна хăвăрт пĕвелесе лартаймастăн. Юхать те юхать. Иртнине тавăрать. Тахçан манăçнă самантсене те тĕпсĕр шухăшсен авăрĕнчен туртса кăларать.
Тата таçта та илсе çитерчĕç аса илӳ хумĕсем. Пурне те аса илчĕ Анфиса Андреевна: килтен тухса кайсан ĕç вырăнне кайиччен институт общежитийĕнче пурăннине, Леша салтакран таврăннине, каярах ашшĕпе Леша питĕ килĕштерсе пурăннине, ашшĕ унпа пур çын умĕнче те мухтаннине, мăнукĕсем кукашшĕпе кукамăшне епле юратса ӳснине, ватăсем мăнукĕсене пăхса ӳстерме пулăшнине... Телефон хыттăн шăнкăртатрĕ. Анфиса Андреевна ун патне васкарĕ. Мăнукĕ иккен, Андрей;
- Асанне, эпĕ паян санпа татах пăшăл пăтти пĕçересшĕн. Вăхăту пулать-и?
- Пулать, пулать, пулмасăр. Кăнтăрлахи апата çитейсен пăтă кăна мар, тутлă яшка та çийĕпĕр, - шӳтлĕн хуравларĕ асламăшĕ. - Кил, мăнукăм. Кĕтетĕп.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...