Панулми çисен асанне çамрăкланчĕ
Манăн асанне Татьяна ятлă. Ăна уяв ячĕпе саламлама интереслĕрех парне тупас терĕм. Ун çине пăхсан асанне эпĕ ăна еплерех юратнине яланах пĕлсе тăтăр.
Çичĕ тинĕс леш енче пĕр улмуççи ӳсет теççĕ. Унăн пан улмине çисессĕн çын çамрăкланать тет. Шăпах çав улмуççие шыраса тупма шутларăм та эпĕ. Асанне çамрăклантăр, çĕнĕ вăй-хăватпа яш чухнехилле ĕçлеме пуçлатăр.
Пуçтарăнтăм та çула тухрăм. Кайсан-кайсан вăрмана çитрĕм. Тĕттĕмленме пуçларĕ. Кăшт шикленетĕп. Уçланкăри çурта курсан хăра-хăрах шала кĕтĕм. Мана курсан кинемей кăмака çинчен анчĕ. Вăл мана сĕтел хушшине лартса яшкапа, чейпе хăналарĕ, çывăрма вырăн сарса пачĕ. Ир çинче эпĕ тăнă çĕре кинемей вут çунтарса кăларнă, икерчĕсем пĕçернĕ. Эпĕ те ăна пулăшрăм, урай çуса патăм, кĕписене ухса çурăм.
— Ăçталла çул тытатăн? — ыйтрĕ манран кинемей.
— Тĕлĕнтермĕш улмуççи шырама.
— Мĕнле улмуççи?
— Асаннене çамрăклатма унăн пан улмине çитерес тетĕп.
— Çав улмуççи манăн пичче пахчинче ӳсет. Вăл сана ĕç хушĕ, çапах эсĕ ан хăра. Эпĕ сана шăхличĕ парăп, унпа шăхăрсан сана пулăшма пакшасем сиксе çитĕç.
Кинемее тав турăм, шăхличе илсе малалла утрăм. Кайсан-кайсан тусем урлă каçрăм. Юлашки ту айккинче пĕр кермен ларать. Алăка шаккасан вăл хăех уçăлчĕ. Пӳлĕм варринче пĕр шур сухаллă старик ларать. Хăрамарăм, мучие сывлăх сунтăм, хам мĕнле ĕçпе çӳренине каласа патăм.
— Эпĕ сана пулăшма пултаратăп, анчах малтан санăн ĕçлеме тивет. Çак икĕ арчана куратăн-и? Унта мăйăр тултарнă. Ирччен çав мăйăрсене шĕкĕлчесе пĕтерсен эпĕ сана пан улми парăп, ĕçе пурнăçлаймасан — урăхла сăмах.
Çапла каласан мучи çывăрса кайрĕ. Эпĕ ĕçе пикентĕм. Шăхличĕпе шăхăртăм та, çав самантрах пакшасем сиксе килчĕç, арчасене уçса ĕçе пикенчĕç. Ирччен арчари мĕн пур мăйăра тасатса тултартăмăр, çӳппи-çаппине шăлса пуçтартăмăр. Пакшасене тав сăмахĕ калама та ĕлкĕреймерĕм — вĕсем çухалчĕç. Мучи вăраннă çĕре эпĕ мĕн пур мăйăра шĕкĕлчерĕм.
Каланă — тунă. Мучи тĕлĕнчĕ пулин те нимех те шарламарĕ. Тав туса мана пĕр пан улми тыттарчĕ. Нумай утрăм-и, сахал-и — киле те çитрĕм. Асанне мана курсан хĕпĕртесех кайрĕ.
— Ме, асанне, ку сана валли парне! — тесе асаннене пан улми тыттартăм.
— Тавтапуç, мăнукăм. Хĕл кунĕнче симĕс пан улми ăçтан тупрăн? — тĕлĕнчĕ вăл. Асанне пан улмие çисе ячĕ те çамрăк чухнехи пекех хитре пулса тăчĕ. Эпĕ ăна Сăваплă Татиана кунĕ ячĕпе саламларăм.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...