Йăван патша хĕрне качча илни
Пĕр карчăкпа старикĕн ватлăхра ача çуралнă тет. Ачине ят пама пĕлмен. Карчăкĕ старикне пасара кайма хушать. Унта илтнĕ пĕрремĕш сăмахах ывăлне ят хума шутланă. Старик пасаралла утнă чух пĕр ачана ашшĕ шыранă тет. Кăшкăрнă чух «Йăван!» — тесе чĕннĕ. Киле килсен карчăкне мĕнле сăмах илтнине калать. Вара ывăлне Йăван ят хураççĕ. Вăл сехетрен сехете çитĕннĕ тет. Ялта пуринчен те вăйли пулнă. Карчăкпа старик хăйсем виличчен Йăвана хĕр шырама яраççĕ. Утсан-утсан вăл патша хĕрне курать тет. Патша хĕрне питĕ килĕштерет Йăван, лешĕ те яша кăмăллать. Хайхискер патша патне калаçма каять тет. Патша ахаль парасшăн пулмасть хĕрне. Пĕр михĕ ылтăн килсе пама ыйтать уншăн. Пуçне чиксе тухса каять Йăван. Утса пынă чухне такăнать те ӳкет. Çамки çине тӳрех мăкăль тухса ларать, тем самантрах çав мăкăльрен мăйрака шăтса тухать. Хăранипе хăрушă саспа çухăрса ярать каччă. Мĕн тумалла? Кирлĕ мара епле пĕтерес халĕ? Сасартăк Йăван хăйĕн умĕнче икĕ мăйракаллă шуйттан тăнине курать. Лешĕ те каччăна тĕлĕнсех сăнанă, ара, çамрăкăн çамки çинче пĕр мăйрака çеç, унăн вара — иккĕ. Хайхисем çакăншăн çапăçсах каяççĕ тет. Шуйттан Йăван икĕ мăйракаллă пулнă-тăк пĕр михĕ ылтăн пама пулнине систерет. Йăван шутласа тăмасть, тепре ӳкет те тепĕр енче мăйрака шăтса тухать. Шуйттанăн ирĕксĕрех ăна пĕр михĕ ылтăн памалла пулать.
Йăван пĕр михĕ ылтăна çурăмĕ çине çавăрса хурать те патша хĕрне килĕшме каять. Анчах мăйракасене епле пĕтерес? Йăван шутламасăрах тепре пуçĕпе çĕре çапăнать те — лешсем чăл-пар саланса каяççĕ. Савăнса кайнă яш сиккипе патша керменне вĕçтерет. Патшан ирĕксĕрех хĕрне качча пама тивет. Хайхисем туй тунă. Мĕн виличчен туслă пурăннă Йăванпа патша хĕрĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...