Кашкăрне чĕрĕллех тытрăм, анчах сылтăм аллăм аманчĕ
Ямаш вăрманĕнчи пăсарасене пĕр каçрах тытса таврăннă хыççăн мана хамăр ялти çынсем çеç мар, таврари пĕтĕм халăх чаплă та паллă сунарçă вырăнне шутлама пуçларĕ. Çакăн хыççăн халичченхи чаплă сунарçăсем те ман пата пырса çав тери нумай пăсарана мĕнле майпа тытни çинчен каласа пама йăлăнатчĕç.
Сунарçăсем кăна мар, ман пата ялти ача-пăчасем те пыратчĕç, вĕсем те эпĕ пиллĕк лав пăсара мĕнле тытма пултарнине пĕлесшĕн çунатчĕç.
Тӳрех каламалла, пирĕн ялти ачасем пĕрре те суеçĕ сунарçăсем пек мар, вĕсем пурте питĕ тӳрĕ çын пулса çитĕнме тăрăшаççĕ. Çавăнпа эпĕ вĕсене пит юрататтăм, пăсара тытни çинчен çеç мар, ытти тискер кайăксене епле тытни çинчен те каласа параттăм. Вĕсем эпĕ каланисене питех тимлĕн итлесе ларатчĕç, ӳссе çитсен пурте ман пек чаплă та паллă сунарçă пулма ĕмĕтленетчĕç.
Пĕрре çапла ман пата ачасем пӳрт туллиех пухăнчĕç, хама йĕри-тавра сырса илчĕç те, пĕрии хыççăн тепри ыйтса тĕпчеме пуçларĕç:
— Çтаппан пичче! Санăн аллу ăçта аманнă? — тесе ыйтрĕ пĕр ачи, манăн сылтăм алă çинчи мăйăр пысăкĕш аманнă вырăна кăтартса. Ун хыççăн ыттисем те мана йăлăнма тытăнчĕç:
— Çтаппан пичче, каласа парсам ĕнтĕ, санăн аллу ăçта аманнă? — теççĕ çак ачасем.
— Хăвăрах пĕлетĕр, эпĕ мăн кăмăллă çын мар. Питех итлес тетĕр пулсан, каласа пама пултаратăп, анчах унăн хăйĕн историйĕ пур, — тетĕп.
— Апла пулсан, çав историрен пуçласа каласа парăр, — теççĕ вĕсем.
— Чăнласах итлес тетĕр пулсăн, каласа парăп, анчах эсир ывăнса çывăрса каймăр-и? — тетĕп çаксене.
— Çук, çук, Çтаппан пичче. Ывăнмастпăр та, çывăрмастпăр та, — теççĕ вĕсем. — Çтаппан пичче, питех вăрăм-и вăл истори? — тесе ыйтрĕ тепĕр ачи.
— Калама çук вăрăм, ачасем. Çип пек тăсса кайсан, уйăх патнех çитет, çăмхалас пулсан, хуран пысăкĕш çăмха пулать, перчетке çыхас пулсан, пĕр пӳрнескине те çыхма çитмест, каласа парас пулсан — пĕр уйăхах тăсăлать, — тетĕп çаксене.
— Вăрăм пулсан та каласа пар, çывăрмастпăр, — теççĕ ачасем.
— Шантарсах калатăр пулин те, малтан сире çакна асăрхаттаратăп: пĕр уйăх хушши итлесе ларнă хыççăн выçă вилсен, уншăн вара мана ан айăплăр, — терĕм.
— Çук, çук Çтаппан пичче! Выçă та вилместпĕр, вилсен те сана айапламастпăр, — теççĕ вĕсем.
— Пурте пĕлетĕр, манăн карчăк пур. Колхоза кĕриччен питех никресчĕ вăл. У-у-х, мĕн тери тарăхтарман-ши вăл мана?!. Эпĕ тунă ĕçе яланах тиркетчĕ, пĕр ĕç çинчен уйăхшар мăкăртатса çӳретчĕ.
— Вăл çапса амантри-мĕн аллуна? — тесе ыйтрĕ пĕр ачи, часрах пĕлесшĕн пулса.
— Çук, ачам. Ман карчăк вăл енчен пит аван, хĕрĕх çул пурăнса та вăл мана пӳрнипе тĕксе курман, — терĕм.
— Мĕн пулнă-ха тата санăн аллуна? — тесе харăссăн ыйтрĕç ачасем.
— Çавăн историйĕ çинчен калатăп та. Вăл çав карчăкпа кĕвенте пирки пуçланса кайрĕ. Пĕрре вăл пысăк витресемпе шыв ăсма кайнă та кĕвентене вăтаранах хуçса таврăннă.
— Çтаппан, хуçăлман кĕвенте илсе пар-ха? — тесе минретме тытăнчĕ карчăк.
Вăл мăкăртатса çӳренинчен йăлтах аптăраса çитрĕм, юриех Тунти пасарне кайса çĕнĕ кĕвенте илсе патăм карчăка.
— Карчăк, текех ан хуç кĕвентене, — терĕм.
Манăн карчăк кĕвентене çавăркаласа пăхрĕ те айăпне часах тупрĕ.
— Куçусем тепĕр пасара каймарĕç пулĕ-çке кĕвенте илнĕ чух?! — тесе ятлаçса илчĕ те, çĕнĕ кĕвенте варринчен хуçăлма пуçланине кăтартса пачĕ.
Тытса пăхрăм та телĕнсех кайрăм. Пасарта илнĕ чух чип-чиперехчĕ, киле çитнĕ çĕре хуçăлма пуçланă иккен. Çав хушăрах хам: Çĕрпӳ пасарнех каймалла çав кĕвенте илме, вăл пасарти кĕвентесене кĕнеке çинче те ырласа çырнăччĕ, — тесе шутлатăп.
— Ну, карчăк, ан ятла. Çитес шăматкун иксĕмĕр Çĕрпӳ пасарне кайăпăр та хăвна мĕнли килĕшет, çавна суйласа илĕн, — тетĕп. Манăн карчăк савăнсах кайрĕ. Анчах шăматкун çитесси икĕ кун çеç тăрса юлнă пулин те, аран-аран кĕтсе илтĕмĕр Çĕрпӳ пасарне.
Çĕрпӳ пирĕнтен инçе — вунсакăр километр. Çитменнине тата хĕлĕн кунĕ те кĕске. Çавăнпа эпир пасара тул çутăличченех тухса кайрăмăр.
Вăл кун чăтма çук сивĕччĕ. Манăн çуна тупанĕсем колхозри кахалсем пек юрласа пыраççĕ. Пĕр ултă километр çеç кайрăмăр, лаша хар-р-т! туса илчĕ те тап чарăнчĕ.
— Мĕн пулчĕ-ши капла? — тесе тăлăп çухави ăшне чиксе пытарнă пуçа кăларса пăхрăм.
Манăн лаша умĕнче пĕр выçă кашкăр лара парать. Хăй çăварне карса пăрахнă та, лашана кăна мар, хама та тăлăпĕ мĕнĕпех хыпса-çăтса ярасшăн туйăнать.
— Пăрăн, çул пар, — тесе кăшкăратăп кашкăра. Анчах вăл мана илтсен те илтмĕш пулса, хăй вырăнĕнчен хăнк та сикмест.
Хăвăрах пĕлетĕр, эпĕ кашкăрсене пайтах тытнă, çавăнпа вĕсенчен пĕртте хăрамастăмччĕ. Анчах çак кашкăртан çапах та хăрарăм вара. Вăл çăварне татах хытă карса пăрахрĕ те ман паталлах пыма пуçларĕ. Пĕччен нимĕн тума аптăранипе хампа юнашар ларакан карчăка чавсинчен тĕртсе систертĕм.
— Карчак, умра выçă кашкăр ларать. Çăварне хам кĕрсе каям-и е сана пăрахса парам? — тетĕп.
Манăн карчăк хăранипе шартах сикрĕ. Халиччен кашкăр курманскер, куççулĕпех йĕме пуçларĕ.
— Çтаппан, ху та ан кĕр, мана та пăрахса ан пар, - тет карчăк.
Эпĕ кашкăр тĕл пулассине пĕлмен. Кăна пĕлнĕ пулсан, икĕ кĕпçеллĕ пăшала çуна çинех хурса тухмаллаччĕ-мĕн, вара кашкăра пĕрре пенипех вĕлерсе илсе каяттăм.
Анчах çакăн пек инкек пулсан, манăн пуçа калама çук ăслă шухăшсем пырса кĕреççĕ. Эпĕ текех кăшкăрса та тăмарăм, çуна çинчен антăм та, тӳрех кашкăр патнелле утрăм, хӳринчен çаварса тытса çуна çумне çапса вĕлерес терĕм. Патнех пырса тăтăм, кашкăр çаплах манран хăрамасть. Какуй хăрама! Çăварне карса пăрахрĕ те, хам патах сиксе ларчĕ, хăй татах хăрушланса кайрĕ.
Эпĕ текех хăрамарăм, кашкăр патнех пытăм та унăн карса пăрахнă çăварĕ ăшнелле пăхрăм. Çăварĕ калама çук пысăк. Унта эпĕ кăна мар, хамăн аллăм та, тăлăп çаннине тавăрмасăрах, кĕрсе кайма пултарать.
— Ара, кăна мăшкăлама парас мар-ха, сылтăм алла çăварне чиксе ярам та, чĕлхинчен çавăрса тытам, — терĕм.
Манăн ăслă пуç кунта та хама улталамарĕ. Эпĕ, çанăна тавăрмасăрах, сылтам алла кашкăр çăварне чиксе лартрăм, пĕр самантрах унăн чĕлхине ывăç тавра çавăрса ярса тытрăм. Вăл кашкăр çĕрĕпе выçă ӳлесе çӳренĕ иккен, çавăнпа унăн чĕлхи те типсех кайнă пулнă. Вăл маншăн калама çук аван пулчĕ, мĕншĕн тесен унăн типсе кайнă чĕлхине çавăрса тытма та меллĕ пулчĕ.
Сылтăм алла кашкăр çăварне чиксе лартрăм, пĕр самантрах унăн чĕлхине çавăрса ярса тытрăм. |
— Çтаппан пичче, санăн аллуна кашкăр çыртса амантри-мĕн? — тесе тĕлĕнсе ыйтрĕ пĕр ачи.
— Çук. Вăл манăн алла çыртма пултараймарĕ. Ара, эпĕ тăлăп çаннине тавăрман вĕт-ха, манăн тăлăпĕ питĕ хулăн, ăна кашкăр шăлĕ мар, упа шăлĕ те шăтарас çук, — тетĕп çаксене.
— Апла пулсан, ăçта аманнă-ха санăн сылтăм аллу? — тесе ыйтрĕç вĕсем пĕр харăс.
— Хамăн аллăм аманнин историйĕ тин çеç пуçланать-ха, — терĕм те сăмаха каллех малалла калама пуçларăм.
Çапла пулин те ачасем ывăннă темерĕç, манăн сăмаха тата тимлĕрех итлеме пуçларĕç.
Çапла эпĕ кашкăр чĕлхине ывăç тавра çавăрса тытрăм та алла шаларан та шаларах чиксе пытăм. Манан кашкăр вилнĕ пекех кăвакарса çитрĕ, урисемпе те тапкаланайми пулчĕ. Çĕрпĕве çитиччен ывăнĕ тесе, кашкăра çуна çине хампа юнашарах лартрам.
— Çтаппан, пĕтрĕн вĕт! — тет карчăк, хăраса ӳксе. — Пăх-ха, аллуна пĕтĕмпех хыпса янă, чăлах пулса юлатăн вĕт, — тет карчăк.
— Карчăк, ан кулян, ыр кашкăрĕ питĕ усалли пулмарĕ, хама пĕтĕмпех хыпса ямарĕ-ха, — тетĕп.
— Чăлах пулса юлатăн-çке, Çтаппан! Хам та ватăлса çитетĕп... Мĕнле пурăнăпăр-ха вара?... — тесе кулянма пуçларĕ карчăк.
— Кулянма кирлĕ мар, карчăк. Алла татсах илнĕ пулсан, Çĕрпури больниицăна кĕрсе çĕнĕ алă ларттарса тухатăп. Халĕ доктăрсем ăсталансах çитрĕç вĕт: пĕр алли татăлсан, ун вырăнне пĕр самантрах тĕпĕр алă лартса яраççĕ, — тесе йăпататăп карчăка.
Çакна илтсен, манăн карчăк савăнсах кайрĕ, Çĕрпĕве часрах çитес тесе, лашана хытăрах хавалама пуçларĕ вăл. Эпĕ кашкăр çине пăхса пыратăп. Вăл куçĕсене ӳпнелле çавăрса пăрахнă та, çăварĕнчен шап-шур кăпăк кăларса пырать. — Вилсе кайĕ ку, хăямат, — тетĕп. Кашкăрне хĕрхенсе алла пăртак кăларма та шутлатăп, анчах вăл хама мăйран пăвса илесрен хăратăп, мĕншĕн тесен кашкăрсем пит усал, вĕсем хăйсене хĕрхеннине те пĕлмеççĕ. Вĕсем, çуна çине лартсан та, май пулсан, пăвса антарма та хатĕр, вара хăвăн çуну çинчех кашкăр мăшкăлĕ пулса вилетĕн.
Çăкна асра тытса эпĕ алла чĕрне хури тăрăшшĕ те кăлармарăм. Манăн кашкăр, хăйне сывлама питĕ хĕн пулин те, пурпĕрех вилмерĕ. Какуй унта вилме, пасара пыракан çынсене курнипе куçĕсемпе çисе ярас пек пăхма пуçларĕ. Май пулсан, вăл вĕсене çавăнтах хыпса-çăтса ярĕччĕ.
Çĕрпӳне лăпах тул çутăлнă çĕре çитрĕмĕр. Вăл кун уяр пулнипе пасар ирех пухăнса çитнĕ, таçтанах сарăлса выртать.
Лапшу Çтаппанĕнчен пĕтĕм таврари халăх тĕлĕнтĕр тесе, арăма пасар варрипе тухса кайма хушрăм. Пасар патне çеç çитрĕмĕр, мĕнпур пек халăх самантрах ик еннелле сирĕлсе тăчĕ, — мана тухса каймашкăн сарлака та такăр çул пулса тăчĕ. Вăл çулпа лаша та савăнса çăмăллăн утрĕ.
Халăх манран пĕççисене çапсах тĕлĕнет, çав хушăрах паттăртараххисем çуна патне пырса çапла ыйтаççĕ:
— Епле тытма пултартăн-ха ку кăшкăра чĕрĕллех? — теççĕ.
— Тĕлĕнмелли нимĕн те çук унта. Кашкăрсем те, упасем пекех, пыл çиме юратаççĕ вĕт. Кашкăра чĕрĕллех тытас тетĕр пулсан, аллусене пыл сĕрĕр те хире çеç тухса выртăр, выçă кашкăр пырсанах пыл сĕрнĕ аллуна хыпса ĕмме пуçлĕ... эсир вара çавăнтах чĕлхинчен çавăрса тытăр, — тетĕп.
— Пултаратăн çав ĕнтĕ, Лапшу Çтаппанĕ! — тесе тĕлĕнсе юлчĕ пасарти халăх.
Пасар витĕр тухсанах эпĕ сунарçăсен кантурне пырса кĕтĕм. Çав вăхăтра пирĕн кантурта председатель пĕр пĕччен ларатчĕ. Вăл манăн алăри чĕрĕ кашкăра курсанах месерле шанк! кайса ӳкрĕ.
— Хăрама кирлĕ мар, Кирилл Вунихватевич, — тетĕп çакна.
Кирилл Вунихватевич ури çине тăчĕ те, чĕтĕре-чĕтĕре мана çапла ятлаçма пуçларĕ:
— Çтаппан Петровчă! Мĕншĕн-ха чĕреллех тытса килтĕн? Кам вĕлерĕ ĕнтĕ санăн кашкăрна?..
Çав самантрах пирĕн кантур умĕпе пăшалне çакса пĕр сунарçă иртсе пыратчĕ. Кирилл Вунихватевич курах кайрĕ çак сунарçа, ăна кантăкран шаккаса кантура кĕме чĕнчĕ.
— Халех, хам куç умĕнчех персе вĕлерĕр çак кашкăра! — тесе вăл манăн алăри чĕрĕ кашкар çине тĕллесе кăтартрĕ. Лешĕ вара ăна-кăна та шутламарĕ пулас, пăшалĕпе кашкăр хырамĕнчен тĕллерĕ те — пан! тутарчĕ.
Манăн алла çăтăр тутарса хытă чĕпĕтсе илнеĕ пек туйăнчĕ. Эпĕ самантрах алла туртса кăлартăм — алăран юн палкаса юхать. Тинех пĕлтĕм: кашкăра хырăмĕнчен тĕллесе пенĕ пульă унăн çăварне чиксе янă ал витĕрех тухса кайнă иккен.
— Акă ăçта аманчĕ манăн сылтăм аллăм, — тесе пĕтертĕм эпĕ хамăн халлапа.
Ачасем ăна питех юратса итлерĕç.
— Сан пата татах килетпĕр, Çтаппан пичче, пире татах çакнашкал халлапсем каласа пар, — терĕç те вĕсем килĕсене тухса вĕçтерчĕç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...