Тăван çĕршывăм
1.
Тăван çĕршывăм!
Хурăнлăх, юманлăх,
Мăн Атăл шывĕ, сарлака Çавал...
Йăмраллă ялăм, хурлăхлăн, асаплăн,
Килес куна валли упран вăй-хал.
Пуласлăха çапах эс ĕнентерĕн,
Çапах кĕтетĕн çут кун-çул, раскал.
Кĕтни те кăлăх пулмĕ-ши халь тетĕн,
Ăçтан тупайăн паттăрла хавал?
Çыр хĕрринчи лаштра та ват юманăм,
Шыв тĕкĕрне куллен пăхасшăн пек
Йăлт кайнă тайăлса. Пĕлесчĕ: камăн
Хал çитĕ-ши ӳсмешкĕн пур пĕрех.
Çак юман пек пулсан?..
Шутларăм:
Çĕршывăмçăм, эс — çакă ват юман.
Епле пулсан та тымарна хăртмарăн,
Çавăнпала килес куна шанан.
2.
Тăван çăршыв, хăвна саван ачусене
Мĕскершĕн пиллĕх нихăçан памарăн?
Çичĕ юта, Минтăпай пек йăх-яхсене
Эс мĕншĕн амăш евĕр çупăрларăн?
Тăван çĕршыв, хăвна саван ачусене
Мĕскершĕн ют çĕре шав хăваларăн?
Ачашламарăн... Чăваш ачи чăваш ятне
Манманшăн пĕртте савăнмарăн.
Кашни чĕр чунăн пур тăван кĕтес.
Пĕр эс кăна мана кĕтес памарăн.
Хамри ӳпкевĕме мĕнле ман пĕтерес?
Çăпах та эп хам чăвашне манмарăм.
3.
Чĕремре упратăп юрату.
Пĕр кун та эпĕ пурнаймастăп сансăр.
Юратупа пĕрле пурнать ман ырату,
Ачусене, çĕршыв-анне, пит кансĕр.
4.
Юратушăн юрату ыйтать этем.
Анчах темшĕн, çĕрĕм-шывăм,
Эс çакна шута хумастăн тем,
Пуласси пирки те шутламарăн.
Ыратушăн парнелетĕн юрату
Ютран килнĕ усалсемшĕн.
Эс упратăн юрату мар, ырату
Хăвăн чи маттур ывăлусемшĕн.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...