Мăнкун
Хĕвел çитрĕ те пирĕн яла çĕнĕ пылчăк çине лач! ӳкрĕ... Арканмарĕ, варланмарĕ, ытларах çуталчĕ кăна. Кӳлленчĕк ăна курсан йăптăр-р! çиçрĕ тĕкĕр пек. Эх, хĕвел ташласа тухасса кĕтнĕччĕ те çав паян...
Хăш вăхăтра пӳрт алăкне уçса хупнă, хапхаран тухса тăнă — астумастăп. Тăратăп урам варринче анраса.
Ĕнер ахаль кунччĕ — паян ахаль марри. Ĕнер эпĕ кунĕпех атăпа лакăштатса çӳрерĕм. Паян пылчăклă пулсан та çĕнĕ пушмак тăхăнмалла — мăнкун мăнкун пекех пултăр ĕнтĕ...
Пирĕн кил умĕнче юр кайман вырăн та пур. Юрĕн ячĕ анчах, эпĕ ăна, хăрăмлă чĕнтĕрпе витĕннĕскере, пач та тĕсĕнчен мар, сиввинчен çеç паллатăп: чăлхана хывса çарран пуса-пуса пăхрăм. Мами патак çитерчĕ.
Юрать-ха Элписен пӳрчĕ хитре — çавăнпа хĕвел ун çине ытларах пăхать. Вĕсен килĕ умĕнче типшĕрме пуçланă лаптăк та пур. Ĕнер Элпипе иксĕмĕр эх! хутларăмăр юриех унталла та кунталла: çат-çат-çат! Çĕр çăрăлмарĕ, пашалу чусти пек нăкăланса кăна пычĕ. Паян унта чиперех выляма пулать.
Каяс ирех Элпи патне — амăшĕ минтер çине лартĕ те лар вара тапранми вĕсен кăçал хур-кăвакалĕ ăнмасран хăраса. Пăхатăп та, хăйсен умĕнче Элпи тăра парать! Çĕнĕ кĕпепе пулсан та тӳрех палларăм. Хĕпĕртенипе ыткăнтăм ун патне. Савăнăç кăна-им-ха чĕрере... Хам та хам мар паян...
— Элпи!
Хытă вирхĕнсе пынипе Элпи витĕрех тухса кайрăм пуль терĕм — çук, урлă сиксе каçрăм иккен. Епле пулчĕ ку? Тусăм шăпах пĕшкĕннĕ-мĕн, йăлтăртатса тăракан санталийĕ пĕр тумлам пылчăкпа варланнă та, шĕвĕр пӳрнине сурчăкĕпе йĕпетсе сăтăрать.
— Мĕн пулнă сана? — ыйтать Элпи хăрах куçне хĕскелесе çӳлелле пăхнă май. Хĕрача темерĕн, ман кăмăл хуçăккине тӳрех сисрĕ. (Темле пирте сук вăрттăнлăх пурах çав хĕрачасенче.) Никама та калас мар тенĕччĕ, çулталак кĕтнĕ мăнкунра савăнсах çӳрес те мĕнле те пулин ыран кулянăп тенĕччĕ... Апла тума çук иккен пурнăçра.
Эх, ирхине хĕвел кăна лач! ӳкнĕ пулсан юрĕччĕ — унпа харăс кукамайăн чаплă пĕтевĕ1 чанкăр-р! ӳксе арканчĕ. Эпĕ ăна пăрахман, вăл хăй ӳкрĕ, анчах япалана кам ятлатăр, кам хĕнетĕр? Хĕвел пек пылчăк ăшне чăмнă пулсан-и — лапăртансан та суса яма пулатчĕ... Ваннине каялла çыпăçтараймăн. Хальлĕхе кукамай пĕлмест-ха, ванчăкĕсене никам куриччен пуçтарса хутаçа чикрĕм, хутаçне ниçта хума аптăраса мунча маччи çине пытартăм...
Халь çакна Элпине каласа парас-и? Çук, хĕрача умĕнче çемçешке пулма юрамасть. Шухăшăма капла та хĕвел курчĕ пуль. Хĕвел мар тăк — тӳпе. Тӳпе мар тăк — çил. Çил мар тăк — йăмра. Йăмра мар тăк — курăксем... Çапла пуç усса çӳрес пулать ĕнтĕ кукамай сисиччен. Курăксене арçын куççулĕпе шăварса... Сиссен мĕн пуласса хам та пĕлместĕп.
— Маму ача çуратса килмерĕ пуль те? — эпĕ чĕнменнине кура çаплах çыпçăнать Элпи — хĕрачасем вĕçне çитиччен тĕпчесе пĕтермесĕр лăпланмаççĕ çав.
— Çук-ха, — вăхăта кăштах тăсайсан, тен, хăех хăпĕ-и тесе вĕр çĕнĕ шăлавар кĕсйинчен хутаç туртса кăларатăп. — Килрен-киле çăмарта пуçтарма каятпăр-и?
Урам вĕçĕнчен тытăнас терĕмĕр. Элпи хыççăн пуçа пĕксе сĕнкĕлтетсе пыратăп. Пĕтевĕ вăл ахаль йышши мар çав — пĕтĕм нуши çакăнта. Лавккари пекки пулсан калăттăм: «Кукамай, ан пăшăрхан, ӳсем-ха, нумай укçа ĕçлесе илем, вара сана кунран та хитререххине туянса парăп, ĕмĕрне ванманнине. Ылтăн пĕтев илсе парăп сана, кукамай!» — тейĕттĕм... Йăлтăркка тăмран кăна пулсан та чаплă пĕтевччĕ çав вăл — авалхи! Кукамая вăл хăйĕн кукамăшĕнчен юлнĕ, ăна — хăйĕн кукамăшĕнчен... «Çак пĕтеве çичĕ сыпăкри ама аллине çитереймесен пирĕн юна йăх ылханĕ çапĕ», — тенĕ пулать чи ватти. Эп ку сăмахсене пит ăнланса та пĕтерейместĕп, анчах мана сĕре хăрушă пулса каять. Несĕлсен ылханĕнчен хăрушши ним те çуккине пĕлетĕп эп. Мĕн пулать ĕнтĕ халь? Мами варĕнчи паян-ыран çуралас йăмăкăм курса та ĕлкĕреймерĕ-çке хăйне пӳрнĕ пĕтеве!
— Маму хĕрача çуратмасан? — тет Элпи.
Ман шухăшсене вулать-и ку? Пĕтрĕ пуç! «Сана мĕн ĕç!» тесе хурас килет те тарăхнипе — куçĕпе ытла та йăвашшăн пăхать.
— Тухтăрсем пĕлеççĕ... — мăкăртататăп хам та аран илтмелле.
— Тухтăрсем Турă мар, йăнăшма та пултараççĕ, — мăн çын пек сăмахлать хайхи çамкине пĕркелентерсе.
— Тухтăрсем йăнăшсан та, вĕсен аппарачĕ йăлт пĕлет. Эпир мамипе йăмăкăн ятне те тупса хунă ĕнтĕ.
Малалла танкăлтататпăр. Çĕнĕ пушмаксем тăр пылчăк. Юрĕ-ха, уявра ыр çанталăк пулманшăн эпир айăплă-им? Пуçра арăш-пирĕш шухăшсем хĕвĕшеççĕ. Шарт сикетĕп тăруках: мамипе йăмăк иккĕш те пульницарах вилсе кайсан?!. Куками куляннине хам илтрĕм: «Темле çăмăлланĕ ĕнтĕ, чун-чĕре ырра вăркамасть тăр, тулли хĕрарăмăн хăрах ури тупăкра теççĕ те — Тур упратăрах», — терĕ сăхсăхса кӳршĕри Марье аппана...
— Çапах та маму арçын ача çуратать те парать акă...
«Çăлăнăç вĕт ку!» — çиçет сасартăк шухăш. Элпине çатăр ыталаса илессĕм килсе каять. Тен, чăнах та, мами тепĕр ывăл çуратĕ те, манăн айăп та сирĕлĕ? Пĕтеве темшĕн арçын ачана парнелеме пехиллемен-çке-ха! Хĕр шыраса урăх каймасть мами пульницана — эпĕ вĕсем папипе пăшăлтатнине илтнĕ. Кайран унта, пирĕн арăмсем хĕрача çуратиччен, манса та кайĕç чăваш туррисем пĕтев çинчен... Хамăр та вĕсем çинчен аса та илмĕпĕр: пирĕн тĕпел кĕтессинче этем сăнлĕ пĕртен-пĕр тура пур вĕт халь — çитнĕ. (Вырăс турри вырăс пек лайăх пурăнма пулăшать, вăл укçа тӳлесен йăлт каçарать.)
Чĕрем лăштах пулнăччĕ пек — çук, каллех йăшкама пуçларĕ. Турăсем манса кайсан, ваннă пĕтевĕ хăй аса илтерĕ, ахаль йышши мар-çке-ха вăл. Ылхан текенни кĕррĕс кăна килсе çапĕ!
Пирĕн кил-йыша темиçе ĕмĕр упраса тăнă пулать асамлă пĕтев. Ун çине темле ĕлĕкхи сас паллисемпе телей çинчен çырнă тет — халь сăмахĕсем те уйрăлса кайса ним пĕлтерĕшсĕр юлчĕç пуль. Ӳлĕм мĕн упрĕ ĕнтĕ пире? Папи пăрахса кайĕ-и-ха? Элпин ашшĕ те, амăшĕ те пулĕ — манăн... Паписĕр мĕнле пурăнас ун чухне çынран катăк? Катăк?! Эпĕ те ваннă пĕтев пек катăк пулăп вара... Пĕтев ванчăк, кăмăл хуçăк, хам катăк... Пĕтĕм тĕнче çĕмĕрĕлчĕ-и йăх тăмхипе пĕрле?
Пĕр хутаç пĕветнĕ çăмарта пуçтарăнчĕ. Элпин те арки туп-тулли. Пĕрех ăшра хаваслăх туймарăм. Пулмарĕ мăнкунра савăнасси.
— Эп киле каяп, — терĕм Элпине çăвара уçи-уçми.
— Ан кӳрен ĕнтĕ мана, — йăлăнать нимпе те айăпа кĕмен хĕр тусăм. Мăшăр хăмăр куçĕпе йăвашшăн-йăвашшăн тилмĕрсе пăхать.
— Мами ывăл çуратса килсен сана кучченеç çиме чĕнĕп. Пульницаран тутлисене чылай парса яраканччĕ...
Мунча маччи çинче сĕм тĕттĕмпе пĕрех. Мĕн пулать те мĕн килет — выртатăп ылхан кĕтсе. Ак килсе çапать! Çук... Ак килсе çапать!.. Те сехет выртрăм çапла, те иккĕ — шартах сикрĕм: ярт! кĕчĕ хăма хушшинчен хĕвел ури, ниçталла пăрăнмасăр тӳрех чаш! пырса тăрăнчĕ ваннă пĕтев хутаçне ылтăн сăнă пек. Çӳç-пуç вирелле тăрса кайрĕ. Хĕвел ури мар тăр ку, ылхан алли çылăхăм тĕлне кăтартать пуль! Ак çĕлен пек килсе явăнĕ те мăйран...
— Мами! — çари çухăрса ятăм кĕтесселле сирпĕнсе.
Никам та илтмерĕ мана, никам та çăлма килмерĕ: мами хĕр... çук, ывăл çуратма кайнă. Хам пĕччен айăплă — хам пĕччен тӳсем.
Хĕвел ури, вупăр пек, хăш хушăкран кĕнĕ, çавăнтанах тухса шăвăнчĕ-тĕр. Луччĕ тĕттĕм пултăр. Куçа хупсан çутăра та çавăн пекех тĕттĕм пĕрех.
... Ай, мĕнле илемлĕ ир! Çап-çутă çанталăк шăранса тăрать! Çу варринче питрав пулаканччĕ, мăнкун мар.
— Кăçалхи калăм ытти чухнехинчен уйрăм, — тет кукамай сасси витĕр пиçнĕ ятсăр çырла тĕмĕсем хушшинчен. Хăй çук. Эпĕ ыйхăллă куçа сăтăркалатăп.
— Кукамай, мами ăçта? — тетĕп чечек йăранĕ çине шăрса тăнă май.
— Чечексем çине чĕç тумаççĕ! — тет кукамайăн хăмсаруллă сасси. — Вĕсене шывпа та мар, куççульпе шăварса ӳстерме тивет пирĕн малашне.
— Арçын куççулĕпе-и? — тетĕп кӳтсе çитнĕ чунăма ал тупанĕпе шăлса.
Те чунăм урăх çĕрте вырнаçнă, те пытанса-тарса çӳрет вăл манран — ыратни иртмест те иртмест.
— Арçын куççулĕ сиплĕрех вĕсемшĕн. Анчах арçынсем йĕмеççĕ...
Тарса çӳрекен чунăм карланкана пырса хĕсĕнчĕ пулас — тимĕр пек ыраттарать.
— Кукамай, чунĕ кӳтсе çитсен арçынсем те йĕреççĕ, — тетĕп лĕр! макăрса ярса. — Арçынсем айăпа туйса йĕреççĕ. Кил-ха, кукамай, шăл мана пуçран, хытса ларнă чунăм çемçелтĕр кăштик, сурма пăрахтăр.
— Вăйсăр арçынсем çеç ваттисен сăмахĕнчен иртеççĕ. Эсĕ пирĕн хăватлă ар пулса ӳсĕн. Эсĕ йăхăмăр ятне ямăн — санра шанчăк та тĕрек. Унсăрăн пире юн каçармĕ.
Пăхап та — куçран куççуль мар, юн шăпăртатать. Пат-пат-пат тумлать чечексем çине. Сарă çеçкесем хĕп-хĕрлĕ пулса кайрĕç.
— Ылхан тени чи малтан çылăхсăр чуна пырса çапать çав, айăпсăр ача чунне, — тет те кукамай сасси шăп пулать.
— Мами, ăçта кукамай?!
Тĕрĕссипе эпĕ кукамайран мами ăçта иккенне тепĕр хут ыйтасшăнччĕ. «Мами ăçта, кукамай?» тесшĕнччĕ — урăхла тухрĕ.
— «Мами» тенипе аннӳ илтеймĕ çав, — тет палламан сасă пĕр ывăç пĕрхĕнсе тухас евĕр хĕп-хĕрлĕ çырла тăсса. — Сирĕн йăхăрта никам та санччен аннене апла чĕнмен.
— Мами! Илт мана, мами! Такам мана юнлă çырла çитересшĕн! Эп ватман пĕтеве, суймастăп, вăл хăй ӳкрĕ, ĕнен, мами!
— Ĕненетĕп. Анчах çак тĕнчере ытахальтен нимĕн те вырăнтан тапранмасть. Эппин унăн ӳксе арканмаллах пулнă. Темĕн йăнăш тунă эпир, туррăмăрсене темпе юрайман, çылăха кĕнĕ. Сăлтавне хамăр та пĕлместпĕр, — тет мамин халсăр сасси.
Мĕншĕн сассем анчах калаçаççĕ манпа? Ăçта хăйсем?
Килет утса сывлăшпа пĕр пĕ-ĕ-ĕчĕк хĕрача. Кĕрен лĕпĕш пек вĕçсе тейĕттĕм те — утса килет. Çĕр çинче утма хăнăхман хальлĕхе йăмăкăм.
— Анжелика! Йăмăкăм! — ăна палласа илнипе савăнса хирĕç талпăнатăп — урасем пĕр вырăнтах чупса тăраççĕ. — Мами ăçта?
— Мĕнле мами? — тет вăл калаçма пĕлмесĕрех.
— Мами ĕнтĕ. Хамăрăн мами. Ну ан-не...
— Анне урăх килмест пирĕн пата. Вăл ман валли темле авалхи пĕтев шырама кайрĕ. Манăн чăн ята çырнă авалхи пĕтеве. Эпĕ пĕлетĕп: тупаймасть вăл ăна...
— Мами! Мами!.. Анне! Ан кай!..
Чăм шыва ӳксе вăранса кайрăм. Куçа уçас теп — уçаймастăп. Юнпа тулса уçăлмиех çыпçăнса ларнă-ши? Ик пӳрнепе тытса уçрăм: уйрăм-уççи çук иккен, çаплах тĕттĕм. Суккăрланман-ши эп? Леш... Хĕвел ури мар-ха, ылхан алли шăтарса юхтармарĕ-ши куçăм шăрçине? Çакăнпа çеç çырлахсан юрĕ. Суккăр çуралакан та пур, эпĕ те пурăнкалăп. Хыпашласа пыратăп упаленнĕ май. Ак чикмек лекрĕ алла. Антăм. Урамра та çаплах сĕм тĕттĕм. Анчах тӳпере çăлтăрсем мĕлтлетеççĕ. Эппин эпĕ куратăп — эпĕ суккăр мар! Эй, Турă, манăн куç курать! Алăсене тӳпенелле кăнтарса тăратăп пахча варринче, Хумлăн-хумлăн вĕçсе килекен çил те куççульпе, те тарпа исленнĕ кĕпеме типĕтесшĕн. Аш-чикĕме уçă варкăш вĕçсе кĕнĕ пек.
— Хĕрхен мана, тӳпе, каçар... каçараятăн пулсан... Айăп ан ту, хĕвел... Ан ӳпкеле, çил... Çырлахăр, курăксем... Эй, пĕлĕтсем! Илсе ан кайăр манăн мамине... Анне-не... Тархаслатăп сире...
Эпĕ урăх пĕр кĕлĕ сăмахĕ те пĕлместĕп. Авалхи çăлтăрсем куç илми мана тĕсеççĕ. Тем çырнă пулас вĕсем çине те — куç илмест.
Такам çурăмран шăтарасла тинкернипе çаврăнса пăхатăп: хам! Тăватă-пилĕк утăмра тăра паратăп хам çине хам пăхса. Лăнчăр-ланчăра тухнă мăнкун кĕпи çил çинче вĕлкĕшет, аллăмсене çӳлелле çĕкленĕ... Ăша ĕнертенпе пĕр хĕлхем яманран çак таранчченех пĕтсе, имшерленсе кайрăм-и кун каçа? Пĕлтĕрхи катемпи тăрăтчĕ-çке ку вырăнта? Чим-ха, таçталла тĕллесе кăтартать ĕмĕлкем пек юлнă иккĕмĕш хам. Пăхатăп та çав еннелле, турăçăм, тӳпере те пулин... катăк уйăх çакăнса тăра парать! Эпĕ куçăм хуралса килнипе çĕре кайса ӳкетĕп...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...