Аннерен хакли никам та çук
Çуралнине эпĕ астумастăп. Анчах анне калатчĕ: çуралтăн эсĕ çу кунĕнче, ыраш çĕмелĕ çумĕнче. Апла тӳрех кĕрсе ӳкнĕ эпĕ çутçанталăк ытамне. Сенкер кăвак тӳпе мана хăйпе чĕркенĕ, хĕвел шевли питĕм çинче сиккелесе вылянă, ăшă çилĕ лăпкăн вĕрсе ман çемçе çӳçĕме типĕтнĕ, анне юррипе пĕрле кайăк сасси хăлхана кĕнĕ. Тен, çавăнпах паян кун та килĕштеретĕп çутçанталăк юррине.
Пӳртре эпĕ выртнă пилĕк талăк. Унтан каллех уя васканă: аннепе тырă вырма. Кăчăрт-кăчăрт çурла сасси паян кун та хăлхара. Тен, çавăнпах пуç таятăп кашни кунах сар çăкăра. Тен, çавăнпах ирех тăратăп хĕвел тухнине курса киленме. Тен, çавăнпах тăрăшатăп çутçанталăкпа килĕшӳллĕ пурăнма.
* * *
Эсĕ — пур та, эсĕ çук та. Чи малтанах эсĕ çуралнă аçупала аннӳшĕн, унтан — халăхшăн. Малтанхи санран килмест, иккĕмĕшĕ — хăвăнтан. Эсĕ пуррине çынсем курĕç тăван ялшăн, халăхшăн тунă ырă ĕçсенче. Çакă пулĕ те вара çуралнине пĕлтерни. Çакă пулĕ те вара сана халăх йышăнни. Çав хушăрах ав куратпăр урăхларах çынсене те. Куллен ĕçе çӳреççĕ, ĕçленĕ пек тăваççĕ, укçине те илеççĕ. Анчах халăх пурпĕрех пит йышăнмасть вĕсене.
Пушă вырăн çыннисем теççĕ вĕсем пирки. Мĕншĕн тесен çав çынсенчен усси сахал. Мĕншĕн тесен — вĕсем иккĕмĕш хут çуралман.
Чăн-чăн çын вăл яланах икĕ хутчен çуралать: пĕрремĕш хут — аçу-аннӳшĕн, иккĕмĕш хут — тăван халăхшăн.
* * *
Анне мана каларĕ: юратмасăр пĕр-пĕрне, хĕрĕм, качча ан тух терĕ. Итлемерĕм, качча тухрăм, хам туйăма шантăм. Хам юратсан пурте пулĕ, шутларăм эпĕ ун чухне. Чăнах пулчĕ, пурте ăнчĕ: пурлăх енчен, кил-çуртран; курорта та хăнана çӳретпĕр халь машинăпа, ятăм та пур, чысăм та. Анчах темшĕн пурпĕрех тем çитмест пек пурнăçра, темшĕн пушă ăшăмра, хам таврара мĕн пурри савăнăç кӳмест мана. Пĕтĕм ылтăн-кĕмĕле, яппун телевизорне тухса пеме эпĕ хатĕр - пултăрччĕ кăна пĕрле хĕмленсе тăран кăмăллă чĕре.
* * *
Чылай вăхăт иртсессĕн, пĕр ӳсĕмри ентешсем тĕл пултăмăр хăнара. Пĕрне-пĕри пӳле-пӳле пуçларăмăр пуплеме.
Пĕри калать, хăй савăнать: туянтăм тет хура тĕслĕ çĕн машина, гаражне те, чирлĕ тесе хут тупса, лартрăм тет кил-картинех.
Тепри калать, эх, савăнать: тупнă иккен ăшă вырăн, кирлисемпе туслă пулса пурăнать иккен вăл халăх вăйĕпе ырă курса.
Виççĕмĕшĕн савăнăçĕ - тăватă пӳлĕмлĕ хваттер. Ялта пурăнакан ватă ашшĕне çырнă иккен хăй çумне. Ашшĕ пурăнас пӳлĕмре халь усрать ав йыттине.
Черет çитрĕ ак мана. Мĕн калăп-ши вĕсене? «Эп паян та савăнсах çирĕм анне яшкине. Унран пахи, унран тутли маншăн çук та тĕнчере», - терĕм хайхи кусене. Кăн! пăхрĕç тусăмсем, шарламарĕç нимĕн те. Мĕн каласшăн пулчĕç-ши? Хаклă тусăм, итлекенĕм, эсĕ мĕскер шутлан-ши?
* * *
Мĕн ĕлĕкрен-авалтан ача ӳснĕ ватăлăхпа юнашар. Çакă пулнă та ĕнтĕ çынлăха вĕрентесси. Çавăнтан пуçланнă та пĕр-пĕрне хисеплесси, ваттисене чысласси.
Паян пачах урăхла. Ачасемпе юнашар ваттисем ытла сахал. Аслашшĕсĕр ӳсеççĕ, кукамăшне курмаççĕ. Илейместпĕр тавçăрса çак йăла сиенлĕхне. Пĕр сиенĕ - ачасемшĕн, тепри вара - хамăршăн. Ăçта курччăр-ха вĕсем виçĕ сыпăк пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл пурăннине? Ăçтан пĕлччĕр-ха вĕсем ывăнса çитнĕ ватă чĕресене пулăшу парса пымаллине? Хамăр ватлăх сумлă пултăр тесен, атте-аннесемпех пĕрле пурăнасчĕ; ачасене ватăлăха кăтартса ӳстересчĕ.
* * *
Хантăшăм, сан çинчен калаçнă чух аçу ятне питех асăнмаççĕ, чĕннĕ чухне те ытларах Марье Мишши тееççĕ. Телейĕмĕр çапла пулчĕ - аттесĕрех ӳсрĕмĕр, йывăрлăхне тӳсрĕмĕр.
Анне пулчĕ пирĕншĕн шăпах атте вырăнне, анне пулчĕ пирĕншĕн хăш чух пичче вырăнне, анне пулчĕ пирĕншĕн аслă аппа вырăнне. Суха тытма, каскалама, юлташсемпе туслă пулма, хамăр чыса мĕн пĕчĕкрен упрама пире анне вĕрентрĕ, вăйне пачĕ, чунне пачĕ, ятне пачĕ вăл пире. Анне ăшши - хевтере, упрар ăна чĕрере. Амăшĕ пур çын - тăлăх мар. Тусăм, эсĕ ан кулян Марье Мишши тенишĕн.
* * *
Анне пире темле уйрăм туйăмпа юратать. Сывлăхлă-и, айван-и, сăнран кăштах начар-и - анне пурпĕр юратать.
Арăм пире юратать хăйне чапа хунишĕн, куллен лайăх пăхнишĕн, вăй хурса ĕçлесе пурлăх туса панишĕн. Ырлăхĕ кăшт чаксанах юратăвĕ те чакать.
Анне пире юратать пĕтĕмĕшле хак парса. Арăм пире юратать мĕншĕн те пулин кăна, уйрăм ене суйласа. Юраттăрччĕ вăл анне пек, кĕтсе илĕттĕм çакна çурхи çутă хĕвел пек.
* * *
Ачаран асра юлни яланах пуçра, чул çине çырса хунипе пĕр тан.
Вăрçă вăхăтĕнче пирĕн аннесем атте вырăнне, лаша вырăнне пулнă. Кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ, кану мĕнне пĕлмен. Сит-меннине тата патшалăхĕ налукпа чуна илнĕ. Вăхăтра парса татма-сан киле пырса тустарнă, хаклă япаласене туртса илсе кайнă.
Алхасатчĕç ун чухне налук пуçтаракансем. Хирĕç калакансене хăрататчĕç тĕрмепе.
Анчах ватă асанне пурпĕр тупрĕ хăюлăх, калассине каларĕ:
- Пурнăçу сан ан ăнтăр, мăрьерен тĕтĕм тухма пăрахтăр, кил хушшине вĕлтрен пустăр, çурт тăррине мăян шăттăр, - терĕ.
Те шăпи çапла пулчĕ, те асанне ылханĕ çитрĕ - çав çын эрех ăшне путса вилчĕ, ачисем те халăха юрăхлă ĕçченсем пулаймарĕç, пурнăçне тĕрмерен тĕрмене çӳресех ирттерчĕç, ашшĕ килне вĕлтрен пусрĕ.
Ватă çын ылханĕ чăнах та çитет пуль.
* * *
Хĕрарăмăн хитрелĕхĕ ялан пĕр пек курăнмасть - хăш чух пачах чакса пырать, хăш чух йăлкăшса каять. Хĕрарăм пурнăçĕнче ун илемне пур енлĕ уçса паракан самант пур. Çавă - арăм ача çуратмалли çуртран пĕчĕкçĕ пепкепе киле пырса кĕнĕ кун.
Арăм питĕнче ун чух çиçет çепĕç илемлĕх, ăшă кăмăлпа, мамăк евĕр çемçе алăпа тытать манăн телее, ман юрату тĕшшине, тин кун курнă ывăла.
Утти акăш ишнĕ пек, чĕлхи чĕкеç чĕлхи пек. Арăм вара, чăнах та, çĕнелсе тухнăн туйăнать. Çавăнпа та çак илемлĕ вăхăта тăтăшах курас килет.
* * *
Хăван халăхăм, юратнă аннем, эпĕ сан вĕри юнун пĕр пĕчĕк тумламĕ. Санра пурри манра пур: хăравçăлăх та чылай, ыттисене шанманни те, чăваш пулнишĕн вăтанасси те, хама уйрăммăнрах тытасси те...
Çак йăласем сыпран-сыппа тăсăлса пыраççĕ. Япăххисенчен тасалса пĕтме пит çăмăлах мар иккен. Ăçтан çăмăл пултăр ĕнтĕ: пĕр çĕре чăмăртанса, пĕр халăх пулса пурăнса кураймарăмăр. Сапса янă пăрçа пек сапаланса пĕтрĕмĕр. Тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕн-тĕрлĕн шăта-шăта тухрăмăр, анчах тăван халăх ăшши çителĕксĕр пулнăран имшертерех ӳсрĕмĕр. Пĕрлĕх çукки пĕтерет. Хăçан та пулсан пĕрле пухăнса, вăйă картине тăрса, алран алла тытăнса харăс юрласа пулĕ-ши?
* * *
Çынна кун-çул парнелесси, ача-пăчана сывлăхлă пăхса ӳстересси, кил-çуртри тирпейлĕхе, çемьери килĕшӳлĕхе упрасси пĕтĕмпех хĕрарăмран килет.
Ахальтен мар авалхи скульпторсем чи малтан ача амăшне сăнлама тăрăшнă, унтан тин турă кĕлеткине тума тытăннă. Ун чух хĕрарăм турăран та çӳлерех тăнă иккен.
Халĕ вара хĕрарăм кăштах йӳнелчĕ. Пĕрисем пукане вырăнне кăна хураççĕ. Хĕрарăм çамрăк та илемлĕ чухне вы-ляççĕ-выляççĕ те пăрахаççĕ.
Теприсем хĕрарăма нумай ĕçленĕшĕн килĕштереççĕ, парнесем, орденсем парса хавхалантараççĕ. Арçын вырăнне лава кӳлĕнсе çемьене малалла туртакансен шучĕ ӳссех пырать. Илемлĕхпе çепĕçлĕх чаксах пырать.
Хĕрарăма юратупа ăшăтса, ĕçпе пулăшса, кулленхи пурнăçне çăмăллатма тăрăшакансем те пур. Анчах çакна тума пит çăмăлах мар иккен. Пурлăх шайĕнче те, ĕç йĕркисенче те хĕрарăма хирĕçли питĕ нумай.
Çук-ха, хĕрарăм пурнăçри чăн-чăн вырăнне шыраса тупайман халлĕхе.
* * *
Ача чухне айван пулнă. Анне пач çывăрмасăрах пурăнать пуль тесе шутлаттăмччĕ. Сăлтавĕ пулнах çав. Эпĕ ирпе куçа уçнă чух кил-çуртра тирпейлĕх, сĕтел çинче апат-çимĕç. Эп çывăрма выртнă чухне анне алĕç тăватчĕ.
Мĕнле çав тери чăтăмлă пулнă-ха эсир, вăрçă вăхăтĕнчи аннесем? Ялан ĕçре, шăм-шак канмалăх çывăрса та кураймарăр пуль. Тĕкĕр çине пăхса илме те вăхăт пулман сирĕн.
Анне çывăрнине эп астумастăп.
* * *
Лаша пуласси - тихаран паллă, çын пуласси - ачаран тенĕ ĕлĕк ваттисем. Анчах çакна манас марччĕ - ача пек айванни, çын пек вăрах ӳсекенни урăх нимле чĕрчун та çук. Ачана кулленхи пулăшу кирлĕ.
Суралакансем нумай, чăн-чăн Сын шутне кĕрекенсем сахалтарах. Пурнăçа тĕрмере е ăсран катăккисен çуртĕнче пурăнса ирттерекенсем те чылай.
Ачасене çăвартан апат хыптарса тăни çеç çителĕксĕр. Капăр çи-пуç та нимех те мар. Ытларах ырă туйăмпа çынлăх кирлĕ. Ачана пĕчĕклех ашшĕ-амăшĕнчен уйăрас марччĕ, чĕрçи çинче вылятса, юрату ăшшипе кăмăлне пуянлатса ӳстересчĕ.
Хамăр ватăлăх ачамăрсен çынлăхĕнче. Апла пулсан тăрă-шар, ачалăха пулăшар.
* * *
Каснă чĕлле тепĕр хут çыпăçтарма питĕ хĕн. Семьере те çавах. Килĕшӳлĕх пĕтсен, пĕрне-пĕри ăнланми пулсан, çемье кĕçех арканса каять. Тем чухлĕ вăй хурсан та, кăштах юсасан та малтанхине çитес çук.
Семьери йĕркесене сыхласа тытса пыраканĕ пулмалла. Сакна эпĕ анне вилсен тин тавçăрса илтĕм. Вăл пур чух пурте йĕркеллĕччĕ. Семьере тăван чĕлхе те, чăвашлăх та пурччĕ. Халĕ вара урăхла. Темшĕн хама ют çын пек туйма пуçларăм. Ачамсем те хамăнах, анчах вĕсенче чăвашлăх сахал. Арăм та çавах, анчах ун пуçĕнче çăмăлттай та чăрсăр хĕрарăмсен шухăшĕ йышланса пыни куçкĕрет.
Паллах, кунта хирĕçӳ пур. Канăç памасть вăл мана. Мĕншĕн çапла пулчĕ-ши, ăçта йăнăш турăм-ши? Мĕншĕн ачамсенче чăвашлăх вăй илеймест-ши? Тен, хула пурнăçĕ çапларах? Тен, хула вăл чăвашлăха аркатса пыракан вырăн кăна? Чăваш ен хулисем уйрăм çĕршыв пек курăнса тăмаççĕ-и-ха?
* * *
Христос пек пулар мар, хамăра аннемĕрсенчен мала хурар мар. Атте-аннене вĕрентсе, вĕсене урăхлантарма пикенсе вăя пĕтерер мар. Вĕсем пур-пĕрех пирĕн пек шухăшлас çук, хăйсене пирĕн пек тыткалас çук. Пурнăç виçи те вĕсен самай урăхла.
Атте-аннемĕре хамăр çулпа утманшăн кӳренер мар, вĕсене ятласа кăмăлне хуçар мар. Ытларах вĕсем каланине итлер. Тен, тĕрĕслĕх вĕсенчех. Ватлăхра çамрăксемшĕн усăлли пурах ĕнтĕ.
* * *
Атте-аннесĕр çакă çутă тĕнчере эпир пулас çук, пĕрне-пĕри курса савăнас та çук.
Шутлатăп та тĕлĕнетĕп мансăрăн, хаклă тусăмсем, эсир мĕнлерех пурăнаттăр-ши? Йывăр самантра е нимере сире кам пулăшĕ, ĕçкĕ-çикĕре кам юррине итлĕр-ши?
Эпĕ пурри хамшăн çеç мар ĕнтĕ. Тавах атте-аннене. Вĕсен умĕнчи парăма нихăçан тавăрса пĕтерес çук.
Шел, хуланалла вырнаçнă хыççăн ашшĕ-амăшĕ çине урăхларах пăхакан та пур. Ваттисем çи-пуçран чаплах марришĕн, вырăсла начар калаçнишĕн вăтанакан та тĕл пулать. Шу-пашкара килнĕ ашшĕ-амăшĕпе юнашар мăнаçлăн утма именекен нихăçан та пархатар курас çук.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...