Алран кайми аки-сухи
Ир пуçланнă çуркунне Мăнкун эрни иртсен сасартăк улшăнса кайрĕ. Куштан çилсем вĕрме тытăнчĕç те, тăман сиксе тухрĕ. Юр лаплаттарса çăвать. Ире хирĕç пĕтĕм тĕнче шурă çивитти пĕркенчĕ. Шыв кӳлленчĕкĕсем шăнса пăрланчĕç. Чăн-чăн хĕл ларчĕ тейĕн. Çапах та кăнтăрла тĕлне тавралăха ăшă хум çупăрлать, юр та ирĕленçи пулать. Çакăн пек çанталăк пĕр эрне ытларах тăчĕ. Çĕнĕ эрнене кĕрсен юр каллех ирĕлме тытăнчĕ. Çил кăнтăр хĕвел анăçĕнчен вĕрме пуçларĕ. Кĕтмен çĕртен çумăр та лӳшкесе иртет. Тепĕр талăкран çил каллех çурçĕр еннелле çаврăнчĕ. Пĕрĕхтерсе çăвакан сивĕ çумăр ял çыннин ал-урине курăнман пăявпа çыхса хучĕ. Выльăх-чĕрлĕхе те çарана илсе тухма май çук. Акана тухасси çинчен ан та шухăшла! Хресченĕн хăвăртрах çур акине тухас килет, тыррине вăхăтра акса хăварасси асĕнчен каймасть.
Паккай мучи — ялти чи ватă çын — аптранă енне урама тухса ларать. Ял çыннисем ун тавра пуçтарăнса халап-юмах çаптараççĕ. Çӳр аки пирки сăмах тапратсан хăшĕсем сӳрĕккĕн пăхкаласа çапла каласа хураççĕ:
— Турри памасан вăйпа туртса илеймĕпĕр çав. Епле пăсăлса кайрĕ çанталăк.
— Этем васкать те, Турри васкамасть вара, — хуравлать Паккай мучи.
— Туррине ма ӳпкелес? Кайнă чух памасан та килнĕ чух параканччĕ-ха вăл, — тавăрать Трахвин мучи.
Сăмах çăмхине сӳтсе ывăнсан çынсем килĕсене саланса пĕтеççĕ...
Çанталăк япăхланнăçемĕн япăхланса пычĕ. Виçĕ эрне лӳшкесе çăвакан çумăр çынсен шухăш-кăмăлне хытах тĕксĕмлетрĕ. Укахви Павăла — упăшкин кĕçĕн шăллĕне — акана пĕрле тухасси пирки Çăварни хушшинчех каласа хунăччĕ. Анчах шаннă йăвара кайăк пулмарĕ. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕт чечекĕ те шанса кайрĕ. Çапах та Турă кăмăлĕ çаврăнчĕ пулас. Çанталăк кĕтмен çĕртен уяртса ячĕ. Хресчен кăмăлĕ те улшăнчĕ. Хавхалануллă ĕмĕт-шухăш çĕнĕрен чечекленме тытăнчĕ. Паккай мучи хире лăпăстатса тухрĕ. Хăйĕн ани патне çитсен чĕмсĕррĕн йĕри-тавра пăхкаласа йĕмне васкаварлăн антарчĕ те çĕр çине ларчĕ. «Çĕр сип-сивех иккен. Пĕрре те ăшă çапмасть», — тĕлĕнсе шухăшларĕ вăл.
Акана чи малтан тухаканни Паккай мучи пулнă ялта. Хальхинче ку йĕрке пăсăлчĕ. Çавăнпа килне те пуçне усса таврăнчĕ.
Уяр çанталăк эрнене яхăн тăчĕ. Паккай мучи каллех акана тухма хатĕрленчĕ. Уйри çынсем суха пуç умне тăнă ĕнтĕ. Çĕр ăшăнса çитмен пулин те халтан кайса, шăйрăк-шайрăк касăсем хăварса сухаланçи тăваççĕ. Павăл суха пуç умне тăнă. Мишша вара карлав аврине тытса пырать. Кури шăллĕ лашасене хăвалать. Карлав çумне çĕр лачлатса çыпçăнать, суха пуçне тытса пыма çав тери йывăр. Хыçала шăн муклашкаллă тăпра купаланса юлать. Анчах кăшт сухаласа кайсанах карлава пылчăкран тасатмашкăн чарăнса тăма лекет.
Кăнтăрла иртсен янкăр тӳпене каллех хура пĕлĕтсем капланса тухрĕç. Малтан çумăр тумламĕсем пăт та пат ӳккелерĕç, кайран вара чашлаттарсах çума пуçларĕ. Каçа хирĕç çанталăк ăмăрланчĕ. Çынсем хăмăтсемпе йĕнерчĕксене, суха пуçĕсене ана çине хăварса килĕсене саланса пĕтрĕç.
Ире хирĕç тăпра шăнса ларчĕ. Анчах ял çыннисем ăна-кăна пăхмарĕç. Уя кĕпĕрленсе тухрĕç те анисене тепĕр хут сухалама тытăнчĕç. Каç кӳлĕм çанталăк самайланчĕ. Çынсем хавасланчĕç.
Тепĕр виçĕ кунран каллех çумăр чашлаттарма пуçларĕ. Çапах та Вĕскер шывĕ хĕрринчи анана тертпе-хĕнпе сухаласа пĕтерчĕçех. Черетпе вăрман хĕрринчи тăмлă çĕре сухаламалла.
— Мĕнле сухалăпăр ку çĕре? — пăшăрханчĕ Мишша.
— Мĕнле? Тăм çăрма тивет, — хăй сăмахне каларĕ Павăл ана пуçне çитсен.
Малтанхи кун вĕсем тăмлă çĕре чиперех шăйăркаларĕç-ха. Анчах çанталăк ял çыннисене юнасах тăчĕ: пĕрре çумăр çутарса аптратрĕ, тепре çил ачисемпе туй туса çӳрерĕ, час-часах сивĕтсе пăрахрĕ. Сухалама питĕ кансĕр: тăм муклашкисем сӳресен те ванмаççĕ, çĕре ниепле те кăпкалатма май килмест.
— Пĕтĕм ĕç харама каять! — тарăхрĕ Кури. Унăн çынсем каннă вăхăтра та ĕçлеме тивет. Сухаланă çĕре кăпкалатас тесе пĕр чарăнмасăр сӳрелет вăл. Анчах усси сахал.
— Ăçта-ши шуйттан çурисем? Çавсене тытса ĕçлеттересчĕ, — шӳтлеме пăхрĕ Мишша.
— Шуйттан çурисем? Ара, хамăрах шуйттан çурисем пулса тăтăмăр мар-и?
Мишшапа Кури ылхана-ылхана вăрçрĕç пархатарсăр ĕçе, унтан канма ларчĕç. Павăл лашасене сĕлĕпе тăрантарнă хыççăн Вĕскер шывĕ хĕррине шăварма анчĕ. Пиччĕшĕпе шăллĕ калаçу çăмхине сӳтрĕç. Мишша хăй тахçантанпах пытарса пурăннă шухăшне те пĕлтерчĕ.
— Эх, Америкăна çеç тухса каймаллаччĕ! Унта çакнашкал шуйттан пуканĕ пек суха пуçĕсем çук теççĕ. Тимĕр урапаллă плугсемпе çеç ака-суха тăваççĕ.
Хăй сăмахне персе ярсан вăл Кури çине ыйтуллăн пăхкаласа ларчĕ.
— Плугĕсем Шĕкĕр Çтенккин те, Ушанарти Якку Микулин те, Ямашри Патюкка старикĕн те пур, — терĕ Кури.
— Ик-виçĕ çыннăн пурри халăхăн пурри мар-ха вăл, — татса хучĕ Мишша. — Эпир, чухăнсем, ăçтан тата мĕнпе туянăпăр вăл плугсене? Пыйтă сутса-и?..
Мишша Америкăри пурнăç çинчен каласа панă хыççăн Курин пĕтĕм шухăшĕ унта каясси çине куçрĕ. Америка çĕршывĕн географине те, историне те лайăх чухлакан ача хăйĕн калаçăвĕпе Курие шалтах тĕлĕнтерсе ячĕ.
Мишша сăмахĕ каллех ялти чухăнсен пурнăçĕ çине куçрĕ:
— Чăвашсем «Алран каими аки-сухи» юрра мĕншĕн йышпа ларса юрлаççĕ? Мĕншĕн тесен чăвашăн ялан ал-ури хура çĕр ĕçĕпе шăнăрланнă. Çакна манмалла мар.
Кури юрласа ячĕ:
Аки-сухи алран кайми,
Алран кайми аки-сухи.
Шăрчĕ кастăр, трен хăпăттăр,
Алран кайми аки-сухи.
— Шăрчĕ те касмасть, тренĕ те çĕре хăлăтасшăн мар, — пат татса каларĕ Мишша.
— Пурпĕрех халăх юрри. Кăмăла çĕклет, — хуравларĕ Кури.
— Çăрăлса кайнă çĕр çинче ака туни йĕппе пусă чавнă пекех туйăнать, — терĕ Мишша Курие пӳлсе.
— Атя иксĕмĕр пĕрле шăрантарар ку юрра. Тен, чун-чĕре çăмăлланĕ? — хистерĕ Кури.
Мишшапа Кури малтан пĕрле юрларĕç. Анчах пиччĕшĕ юрра çĕнĕ сăвă сăмахĕсемпе шăрантарма тытăнсан Кури юрлама чарăнчĕ.
Ултă лаши акара пулччăр,
Виçĕ кĕсри сӳрере пулччăр.
Тихасем хыçра выляса пыччăр,
Алран кайми аки-сухи.
Юнашар ĕçлекенсем апат çиме пăрахсах ура çине тăчĕç.
— Ку юрра халăх Турăран пехил ыйтса юрланă пуль? — терĕ тахăшĕ. — Ытла та ăслă сăмахсем тупнă.
— Пурте вырăнлă. Анчах та ултă лаша нихăçан та пулас çук пирĕн, — хаш сывларĕ Кури.
Ана çинче юрлакансене сивлекенсем те тупăнчĕç.
— Тур çырлахах! Ку каттăршнăй ачисем ухмаха ернĕ-им? Аки-сухи пĕтсен çеç юрлаççĕ ку юрра. Ырра-и, усала-и ку?! — кăшкăрса каларĕ айлăмра ĕçлекен Михаил Иванч тарçи Илле. — Кĕр сăри çитмесĕрех çăвар каратпăр.
Нумайăшĕ юрлакан ачасен хутне кĕчĕ. Чухăннисем, пур-çук апатне çисе янăскерсем, пĕр-пĕринпе шӳтлесе кулкаларĕç. Ачасем пуçтахланни вĕсене килĕшнĕ курăнать. Пуянраххисем хушшинче тавлашу пуçланчĕ.
— Юрлама та пĕлмеççĕ. Асаттесен юррине пăсаççĕ. Кĕр акипе çур акине пăтраштарса юрлаççĕ, — терĕç хăшĕсем.
— Юрласа ăшне пусараççĕ. Ăна та чухлаймастăр-çке эсир. Ака тума мĕнле йывăр кăçал, — хирĕçлерĕç теприсем.
— Савăннипе юрлаççĕ. Ака вĕçленсе пырать-çке! — тавлашăва хутшăнчĕç пĕр çĕре пухăннă чухăнсем.
— Тĕлĕнмелле ку ачасенчен, — хушса хучĕ тахăшĕ.
— Нимĕн тĕлĕнмелли те çук. Кашни çыннăн хайĕн суранĕ. Пĕри ăна шăлне çыртса тӳссе ирттерет. Тепри юрă сăмахĕсемпе евитлет, — пӳлчĕ ăна юнашар тăракан юлташĕ...
Тепĕр кунне, кăнтăрлаччен, Павăл, Мишша тата Кури çур акине вĕçлесе акари ĕç хатĕрĕсене киле илсе таврăнчĕç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...