Çын аллинчи кукăль
— И-и-ы-х, тамаша, — терĕ Якрав Ваççи кӳршĕ пахчинчи хĕрлĕ помидорсене асăрхаса. — И-и-ы-х, пĕлеççĕ вĕт пурăнма. Паллах, хăйсем валли мар, сутса услам тума çакăн чухлĕ лартнă.
Халиччен вăл кӳршĕ пахчинче мĕн çитĕннине курманччĕ. Паян юри тенĕ пекех икĕ хăпаç çӳллĕш хӳмере чышкă кĕмелĕх турат куçне асăрхарĕ, çын пахчине ăмсанса пăхмасăр чăтаймарĕ. Мĕнле çимĕç çеç ӳсмест-ши кунта! Хăяр йăранĕсем, симĕс сухан, кишĕр, хĕрлĕ тата йӳç кăшман, çарăк, петрушка, сель-дерей, эстрагон... Ваççа хăш-пĕрисен ятне те пĕлмест. Чечексем мĕнлерех тата? Пĕрисем пушар пек ялкăшса ла-раççĕ, теприсем — хĕр пĕркенчĕкĕ пек шап-шурă. Шупки, сарри, кăвакки -пăхсан куç алчăраса каять.
— Пĕлеççĕ те вĕт пурăнма, — тет вăл тепĕр хут кӳршĕ пахчи еннелле пăхса. — И-и-ых!
Чăнах та, кӳрши пурăнма пĕлет. Нумаях пулмасть «Тойота» çăмăл машина туянчĕ. Кашни эрнере тенĕ пек тăван яла кайса килет. Шукăль тумланать. Хăй ăçта ĕçленине Якура уçăмлă каласшăн мар. Арăмĕ — пысăках мар офисра уборщицăра ĕçлет. Ирхине ĕçе кайса килет те, кунĕпех ирĕк. Кунсерен пасара карçинкки-карçинккипе пахча çимĕç йăтать. Пус çумне пус хушать, услам тăвать.
Ваççа пурнăçĕ пачах урăхла. Ялта пурăннă чух вăл фермăра кормач пулса ĕçлетчĕ. Ятуллă ĕç. Ял çыннисем хисеплетчĕç ăна. Хулара вара кормачсем кирлĕ мар. Çавăнпа та пĕр заводра тĕрлĕ ĕç тăвакан рабочи пулса вăхăта ирттерет. Мăшăрĕ Марье столовăйра савăт-сапа çăвать. Нимĕн те калаймăн — таса вырăн. Вăхăтпа ĕçлемелле. Укçи-тенки, паллах, ĕçне кура. Дояркăра ĕçленĕ чух ултă-çичĕ хут нумайрах илетчĕ. Килесшĕн марччĕ вăл хулана. Анчах та арăм тени яланах упăшкипе пĕрле пулмалла-çке. Хĕрарăм шăпи çавăн пек.
Марье кашни кун икшер хутаç пуш кĕленче йăтса килет, лешсене, апат çиме пыракансем хăварнисене. Канмалли кун вара Ваççа çав эрех-сăра кĕленчисене лавккана кайса леçет. Тепĕр чухне çуршар кун та иртсе каять черетре тăрса. Тарăхать Ваççа. Хăй ĕçсе-çинĕ пулсан юрĕччĕ.
Чылай çул иртрĕ вăл хулана куçса килнĕренпе, анчах Петĕр пек пуян пурăнма вĕренсе çитеймерĕ. Тепĕр чух амăшĕ: «Çын аллинчи кукăль яланах тутлă», — тенине аса илет те, яла таврăнас шухăш та пырса кĕрет. Анчах та хăяймасть Ваççа. Ял халăхĕ мĕн калĕ? Намăс вĕт.
Кӳршĕ пахчинчи йăрансене курнăранпа Ваççа канăç çухатрĕ.
— Пăрăхсем тупасчĕ, — тет вăл, — вара_ эпĕ те шăвармалли автомат лартăттăм, пахча çимĕç çитăнтерĕттĕм, «Тойота» илсе ярăттăм.
Кунĕн-çĕрĕн пĕр шухăш Ваççан. Çывăрма выртсан та куç умне кашласа ларакан йăрансем тухса тăраççĕ.
— Марье, — терĕ вăл пĕррехинче, — пăрăхсене директортан ыйтса пăхсан...
— Пуçна çухатрăн ĕнтĕ, — терĕ арăмĕ. — Ялта чухне пахча çимĕçшĕн хыпса çуннине курманччĕ.
— Параймастăп, — татса хучĕ директор. — Пăрăхсем производствăра кирлĕ.
— Сутмаççĕ-çке-ха, — тархаслать Ваççа.
— Эсĕ салтакра пулнă вĕт, — тавăрать директор. — Находчивость проявлять ту.
Директор сăмахне Ваççа юлташĕсене каласа пачĕ.
— Апла пулсан санран мăкăрич, — терĕ пĕрле ĕçлекен Якур. — Пăрăхсем киле пырса выртнине те сисеймĕн.
Килĕшрĕ Ваççа. Тепĕр кунне вăл ĕçе тухнă çĕре Якур çур чалăш тăршшĕ шалçасем хатĕрлесе хунă.
— Ил çаксене, — тет вăл Ваççана шалçасем çине кăтартса, — çул хĕррине кайса хур.
Хăй склад умĕнчен ултă пăрăх илчĕ те заводăн тĕп хапхи еннелле каякан çул хĕррине кайса хучĕ.
— Эпĕ пăрăхсене куçарса пынă май, эсĕ вĕсен тăршшĕпе килĕшӳллĕ шалçа çапса пыр, — вĕрентрĕ вăл Ваççана. — Хушăран матом та вăрçкалăп. Ан çиллен. Пирĕн ĕçĕ çавăн пек.
Ваççа шалçа çапса пырать. Якур пăрăхĕсене куçарать. Хапха тĕпне çитесси те нумай юлмарĕ. Чĕтрет Ваççа. Хăранипе сасси тухми пулчĕ. Вĕсем тĕрмĕшнине аякранах сăнаса тăнă вахтер хапха уçрĕ. Ваççа юлашки шалçине çапса лартнине те сисмерĕ. Хапха шалт! хупăнса ларчĕ. Савăннипе Якурпа Ваççа директорăн çăмăл машинине те асăрхамарĕç.
— Апла эппин, — тет директор чĕмсĕр пулса тăнă Ваççа куçĕнчен пăхса. — Находчивость проявлять турăн-мĕн. Сана куншăн благодарность мар, акт çыратпăр та ĕçе суда паратпăр.
Ĕç кунĕ пĕтичченех хăлхара директор сăмахĕсем илтĕнсе тăчĕç. Якур вара мăкăрич илтерчĕ-илтерчех. «Ху айăплă, — терĕ вăл. — Çăвар карса тăмалла марччĕ».
Çывăрасси пулмарĕ унăн çав каç. Çĕрĕпех вупăр пусрĕ ăна. Пуçран кӳршĕ пахчинчи помидорсем, директор сăмахĕсем тухмарĕç. Акă вăл айăпланакансен тенкелĕ çинче ларать, нимĕн те калаймасть.
— И-и-ых, купăс, çарăк.., пăр.., çук, çук... — мăкăртатать вăл. Сасси тухмасть. Чĕлхи шăл хушшине хĕсĕнсе ларнă та, сăмахĕсем уçăмлă тухмаççĕ.
— Тăр-ха, тăр, Ваççа. Ара, мĕн пулчĕ сана? — вăратать ăна Марье хул пуççине силлесе.
Ваççа сиксе чĕтрет. Юратнă мăшăрне курсан çеç хăй килĕнчине тавçăрса илчĕ.
— Пӳтсĕр тĕлĕк куртăм, — тет вăл куççульне шăлса. — Суд пырать пек, тĕрмене хупасшăн пăрăхсене вăрлама пикеннĕшĕн.
— Хупаççĕ вĕт, хупаççĕ, — макăрса ячĕ Марье. — Пуçна çухатрăн ĕнтĕ Петĕр пахчинчи çимĕçсене курнă хыççăн. Çын аллинчи кукăль пуçна çавăрчĕ. Хула çыннисем мар эпир, Ваççа. Ахальтен каламан пулĕ «Кашни шăрчăка — уйрăм кăмака чĕрçи» тесе. Тен, яла таврăнăпăр? Ултă кĕтеслĕ çурт хупăнса ларать, хĕрĕх сотăй çĕр пур, шывĕ те аякрах мар. Нимĕнле пăрăх та кирлĕ мар. Çитĕнтер те çитĕнтер купăста, кишĕр, редиска. Кам чарать сана?
— Кайма пулĕ-ха. Анчах ял халăхĕ мĕн калĕ? Намăс вĕт!
— Мĕн намăсĕ? Эпир яла таврăнсан, теприсем те пирĕн пек тусан, япа килсен, ял халăхĕ савăнĕ çеç. Ыттисемшĕн тĕслĕх пулăпăр. Ваççа, каятпăр пулĕ яла?
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...