Çылăхлă укçа
* * *
Çак ĕç хыççăн самаях вăхăт иртрĕ. Таиç малтан Вĕçелис пирки пăт-пат аса илкелесех тăчĕ-ха, унпа курса сăмахлас кăмăлĕ те йĕкĕлтесех тăрать пекчĕ. Ара, иккĕшне пĕр вăрттăнлăх çывăхлатать мар-и. Анчах тĕл пулмалли меллĕ самант темшĕн тупăнмарĕ те, вăрахран çак туйăм та иксĕлчĕ.
Çанталăк çуркунне енне сулăннăччĕ. Хирурги уйрăмĕнче санитаркăра ĕçлекен пĕр пĕлĕшне тĕл пулнă чух Таиçĕн Вĕçелис пирки сăмах тапратас шухăшĕ те çукчĕ темелле. Иккĕш ик еннелле уйрăлас умĕн ăнсăртран пекле кăна: «Вĕçелис мĕнле пурăнать унта. Чылайранпа курман та, манран салам ăна», — тесе хушса хучĕ. Ĕçтешĕ, пăрăнса утма тăнăскер, Таиç çапла ыйтнипе тем аса илнĕ пек пулчĕ те: «Калама мансах кайнă сана — Вĕçелис ĕçрен тухса кайрĕ вĕт. Халь бизнеса явăçса пасарта суту-илӳпе аппаланать», — терĕ тантăшне шалтах тĕлĕнтерсе. Ним калама пĕлмесĕр шанкăрт хытса тăрса юлчĕ Таиç коридор варринче. Авă мĕншĕн курăнмасть иккен Вĕçелис пульницара!
Çĕр чăмăрĕ çаврака та ун çинче утса çӳрекенсем, çитменнине пĕр хуларах пурăнаççĕ пулсан, ăнсăртран тĕл пуласси хăш-пĕр чухне пулкалать иккен. Таиçпе Вĕçелис те кĕтмен çĕртен тĕл пулчĕç.
...Пĕр-пĕр çĕре хăвăртрах çитмелле чухне Таиç хулари ытти çынсем пекех маршрутлă таксипе каять. Кĕчĕ те çапла пĕринче çак транспорта — Вĕçелис лара парать. Унччен çырă çӳçлĕччĕ-ха вăл, халь хĕрлемес пулса кайнă. Пуклакрах кĕске пӳрнисене ылтăн çĕрĕсем çупкăмĕпех тăхăнса янă хăй. Çийĕнчи çӳхе пальтовĕ те çĕнĕскер пек.
— Ай патька-а, кама куратăп.! Салам, Таиç, тăванăм! — çи-пуçĕ улшăннă пулин те унчченхиллех шавлăн калаçса сывлăх сунчĕ Вĕçелис.
Таиç те хапăл пулчĕ çак кĕтмен тĕл пулăва, пĕлĕшĕн пурнăçĕпе кăсăкланчĕ вăл, мĕншĕн ĕçрен кайнине пĕлесшĕн пулчĕ. Калаçма юратакан Вĕçелис тăруках чĕлхине çăтса ячĕ тейĕн, пĕр кана шăпăрт ларчĕ-ларчĕ те ерипен çеç сăмах пуçарчĕ:
— Таиç, тăванăм, астăватна — «çылăхлă укçа» терĕн эсĕ çавăн чухне... Те чăнах та çылăхлă пулчĕ вара, çак ик-виç уйăх хушшинче айăн-çийĕн пăтранса пĕтрĕ манăн пурнăç. Хамăн кăна та мар-ха... Астăватăн-ши, аслă ывăлăн çуралнă кунне уявласси пирки асăннăччĕ эпĕ. Вăт, çавскерсем юлташĕсемпе кафере хăналаннă чух самаях ĕçнĕ те, киккирикĕ хĕрнĕскерсем, пĕрисемпе хирĕçсе кайнă, унтан тӳпелешмех пуçланă, вара çаксене милици тытать... Сутлашсах пĕтрĕмĕр вĕт, тăванăм. Те халь ывăла институтран та кăларса яраççĕ ĕнтĕ...
Таиç хаш-ш туса кулянать Вĕçелиспа пĕрле — ара çав укçана илмен пулсан усалĕ те аякран пăрăнса иртетчĕ-тĕр.
— Çĕнĕ çĕрте ĕç-пуç еплерех тата. Медсестра шалăвĕпе çынсем мĕнле пурăнаççĕ-ши тесе халь кулан та пуль ĕнтĕ пирĕнтен. — калаçăва урăх йĕр çине пăрма хăтланса асăрханарах ыйтрĕ Таиç.
Вĕçелис татах хаш-ш сывласа ячĕ те пач кĕтменнине каласа хучĕ:
— Кулма терĕн-ха, Таиç... Пульницара ĕçленĕ чух хам мĕнле телейлĕ пулнине хам та чухламан эпĕ, тăванăм. Çывăрма выртсан ача пек канлĕн ыйха путаттăм. Хамăн тата çемьерисен пурнăçĕ пирки сехĕрленесси асра та пулман. Халь вара... Çак темиçе уйăхра икĕ хутчен çаратса кайрĕç пире. Таçтан сисеççĕ, мурсем. А укçа мĕн вăл... Шыв пек пырса кĕрет те шывлах тухса каять. Пур пекки йăлтах тавар туяннă çĕре кайса пырать. Çывăрма выртсан та тепре чухне куç умĕнче цифрăсем мĕлтлетеççĕ. Çук, Таиç, суту-илӳре ним ăмсанмалли те. Унчченхи пурнăçăмах, ĕçĕм чирлисене кирлине туйса тăнă чухнехи пурнăçăм аванччĕ те вĕт, анчах халь... чирлерĕм пуль ĕнтĕ укçа чирĕпе. Укçа çылăх çеç мар, Таиç, чир те иккен. Усал чир. Унпа нишленме никама та Турă ан хуштăрах...
Маршрутка çак вăхăтра пасар чарăнăвне çитрĕ пулас та, Вĕçелис Таиçпе хыпаланса сывпуллашрĕ. «Пырса лар, калаçкаласа ларăпăр иккĕн», — тесе анса юлчĕ вара хĕрарăм. Таиç ăна ыр сунса ăсатрĕ.
Çакăнпа çылăхлă укçа историйĕ вĕçленнĕ пек туйăннăччĕ Таиçе. Пулни-иртни пирки вуçех маннăччĕ вăл. Ĕнтĕ çуркуннен ăшă та евĕк кунĕсем те çитрĕç. Травматологи уйрăмĕнчи пациентсем çакнашкал çанталăкра палатăсенче выртасшăнах мар, утма, вырăнтан куçма пултараканнисем уçă сывлăшра ытларах пулма тăрăшаççĕ. Таиçĕн те ординаторскинче пăчăхса ларас килмест те, анчах чирлисен списокне улăштарса çакмалла ав. Хушаматсене пĕрин хыççăн тепĕрне шăрçаласа ларнă май Таиç курах кайрĕ: «Семенов И.Б.». Çырса хучĕ те çамкине картлантарчĕ медсестра: мĕне аса илтерчĕ-ха ку хушамат. Чим-ха... Пациентăн чир историне çырнă хута шырама пуçларĕ хайхискер. Акă, тупрĕ. «Семенов Илларион Борисович». Пулма пултараймасть!.. Çаплах ара, ăна ĕнер, Таиçĕн канмалли пулнă кун, вырттарнă пульницана. Эй, тĕнче! Епле çав таранах тăвăр пулма пултаратăн вара эсĕ.! Пĕр тăхтаса тăмасăр çак тĕлĕнмелле пациент «Таиçпе иккĕшне шăпа икĕ хутчен пĕр тĕле çавăрса тухни епле ан тĕлĕнтертĕр-ха.» выртакан палатăна чупса кайса хăрах куçпа та пулин ун çине пăхса илесси килчĕ хĕрарăмăн — вăлах е урăх çын...
...Семенов Илларион Борисович выртакан палатăна Таиç кăнтăрлахи процедурăсем пуçлансан кĕрсе тăчĕ. Чирлисем кунта виççĕн кăна-мĕн: пĕри урине хуçнă, тепри аллине амантнă, виççĕмĕшне, хайхи Семенов текеннине, машина çапса кайнă, анчах, мухтав Турра, шăмми-шакки чиперех пулас, темиçе çĕртен ӳчĕ хытах кăвакарса тухнипех çырлахнă мăнтарăн. Травматологи уйрăмне ятарлă тĕрĕслев ирттерме вырттарнă иккен ăна.
Таиç тĕрлĕ им-çампа палатăна пырса кĕнĕ чухне Семенов чӳречерен урамалла тинкерсе алăк енне çурăмпа ларатчĕ, анчах медсестра арçын кĕлеткине витĕр куçĕпе пĕрре пăхсах чухларĕ — хайхи шатăр сивĕ çанталăкра укçа енчĕкне çухатса хăвараканни никам та мар, шăпах çак çын. Енчĕкре тупнă визитка апла укçа хуçин хăйĕннех пулнă. Çакна çиçĕмле хăвăртлăхпа тавçăрса илнĕ Таиç калама çук пăлханса ӳкрĕ. Анчах пĕр кĕнĕскер эмелсен патнусне çаплипех пăрахса тухса каяймастăн ĕнтĕ. Хăйне хăй хистесе тенĕ пек пациент çывăхне пырса тăчĕ те вăл уçă сассипе лешне ятран чĕнчĕ:
— Илларион Борисович, акă сирĕн...
«Эмелсем», — тесшĕнччĕ, анчах каласа пĕтереймерĕ, «карас» телефонпа шăнкăравлама хăтланакан çамрăк арçын медсестра сассине илтнипе çаврăнчĕ те Таиç малалла мĕн темеллине те манса кайрĕ — ăна хирĕçех тахçан чуна çав тери çывăх пулнă кăн-кăвак куçлă, ăшă сăн-питлĕ Ларик евĕклĕн кулса лара парать...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...