Эпĕ ку, сан мăшăру...
Хĕвел анма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Тĕттĕмленсе пырать. Таçтан теме сиссе улакурак кранклатса вĕçсе иртрĕ.
Шурă çуртăн уçă чӳречисенчен такамсем çурма сасăпа калаçни илтĕнет.
Реанимаци пӳлĕмĕ иккен. Çамрăк хĕрарăм тавра хирургпа ассистентсем хĕвĕшеççĕ.
— Хĕрарăм ытла нумай юн çухатнă.
— Константин Васильевич, эсир ун пуç купташкине пăхăр-ха, суранланса пĕтнĕ, — хушса хучĕ ассистент.
— Ман шутпа, эпир ăна нимпете пулăшма пултараймастпăр. Пулăшсан та вăл пурнăçне тăршшĕпе вырăн çинче ирттерĕ. Çурăм мимине вăйлă лекнĕ.
— Ах, ытла çамрăк-çке-ха, Турри çапла çырнă-ши? Машин айне мĕнле лекнĕ-ши, мăнтарăн...
Марина пĕрре шурă халат тăхăннă çынсем çине, тепре операци сĕтелĕ çинче выртакан хĕрарăм çине пăхрĕ. Сĕтел çинче выртакан çын çине пăхма хăрушă: вăл юнланса пĕтнĕ, питне вара лутăркаса пĕтернĕ тейĕн.
Хĕрарăм çӳçенсе илчĕ. Хăрушă фильмсем нихăçан та пăхма юратманскер, вăл телевизора урăх канал çине куçарас тесе куçĕпе пульт шырарĕ — ăнсăртран хăй сывлăшра вĕçнине туйса илчĕ. «Турăçăм, мĕн ку?!» — кăшкăрса ячĕ Марина, анчах ăна никам та илтмерĕ.
Вăл операци сĕтелĕ çинче выртакан çамрăк хĕрарăм çине пăхрĕ. Çук! Пулма пултараймасть! Марина хăйне палласа илчĕ. Турăçăм! Аслă Турă! Тархасшăн, мана халех илсе ан кай. Эпĕ çамрăк-çке-ха, ман пурăнмалла та пурăнмалла. Тархасшăн, Турăçăм, пулăш!
Кĕтмен çĕртен тĕттĕмленчĕ. Нимĕн те курăнмасть. Тепĕртакран пăнчă евĕр çутă палăра пуçларĕ, вăл пысăкланнăçемĕн пысăкланчĕ. Çутă хăйĕн патне илĕртрĕ, чĕнчĕ. Унран темле ăшă çапса тăчĕ. Мĕн тумалла? Çутта хирĕç утмалла е каялла çаврăнмалла? Каялла, каялла... Хĕрарăм умне тискер ӳкерчĕк сиксе тухрĕ: Дима, ун мăшăрĕ, ăна хăйĕн çăмăл машинипе çапса кайрĕ. Юри, курса тăнă çĕртех. Мĕншĕн? Мĕншĕн? Юлашки вăхăтра вĕсем час-часах ятлаçрĕç. Темĕн çитмесчĕ Димăна, Маринăна кӳрентермелли сăмахсем ялан тупатчĕ.
Акă пĕрре Марина Дима юратнă пулă котлетне пĕçернĕччĕ. Упăшки ĕçрен килессе чăтăмсăррăн кĕтсе ларчĕ. Лешĕ хăйне нумай кĕттермерĕ, часах алăк чĕриклетсе уçăлнă сас илтĕнчĕ.
— Хырăм выçрĕ, мĕн пĕçертĕн?
— О-о... Тинех килтĕн. Кĕтсе те ывăнтăм ĕнтĕ сана. Эс юратнă апату — пулă котлечĕ кĕтет сана. Атя, çăвăн та сĕтел хушшине лар.
Арçын çăвăнса пĕтернĕ хыççăн апатланмалли пӳлĕме кĕрсе сĕтел хушшине ларчĕ.
— Тьфу! Мĕн ку?! Мĕн наркăмăшĕ çитеретĕн эс? Вĕлересшĕн-им? — чăркăшрĕ Дима, апата йытă чашăкне силлерĕ.
— Эпĕ çирĕм, тутлахчĕ-çке... Турă хĕрарăм пĕçернĕ апат ăшне туйине чикнĕ, арçын пĕçернĕ апат ăшне аллине чикнĕ, тет. Çавăнпа арçын пĕçернĕ апат тутлă, тет. Тен, хăв пĕçерсе çитерĕн?
Кун пек калани Димăна тарăхтарсах ячĕ:
— Вĕрентсе тăр тата! Апат пĕçересси арçын ĕçĕ мар вăл! Тух луччĕ кунтан, тарăхтарса ан лар мана кунта...
Марина чăтатчĕ: çемье тĕрекне мĕнле те пулин сыхлама тăрăшатчĕ.
Дима вара... арăмне пĕр шеллемесĕр «вĕлерчĕ». Мĕншĕн?.. Маринăн çакна пĕлмеллех.
Хĕрарăм каялла утас турĕ, тепĕр утас... Ăнсăртран ăна темле вăй туннельтен тĕксе кăларса ячĕ.
Каллех тĕттĕм. Куçа йĕппе чиксен те нимĕн те курăнмасть. Ы-ыш!..
Сивĕ. Сывлăш та темле — сăмсана пӳлет. Хĕрарăм аллисемпе хыпашларĕ: «Ăçта эпĕ?» Марина пĕтĕм вăйне пухса тăрса ларчĕ. Куçĕ майĕпен тĕттĕме хăнăхрĕ. Чун çӳçенсе илчĕ. Хĕрарăм хăй ăçтине тинех ăнкарчĕ: «моргра иккен. Ăна шурă простыньпе витнĕ. «Мана вилнĕ тенĕ иккен! Анчах та эпĕ çак тĕнчене каялла килтĕм. Турă мана чĕртсе тăратрĕ, тепĕр пурнăç парнелерĕ. Ку Аслă Турă асамĕсенчен пĕри».
Марина хăйĕн çине витнĕ простыньпе пĕркенчĕ те йăпшăнса урама тухрĕ. Сĕм çĕрле. Тулли уйăх çутипе шурă пĕркенчĕклĕ хĕрарăм темле хăрушшăн курăнчĕ. Марина васкаса утрĕ, çул çинче тĕл пулнă ик-виç çын ăна инçетренех курса айккинелле пăрăнчĕç, сăх сăхса та илчĕç. Çакă хĕрарăма кулăшла пек те туйăнчĕ.
Çамрăк хĕрарăм хăй пурăнакан çурт тĕлне çитрĕ. Чим-ха, ун уçă та çук-çке! Марина тăхтаса тăчĕ: ăçталла çул тытас капла? Юнашар урамра ун аппăшĕ пурăнать, çавăнталла утрĕ.
Аппăшĕ, Вера, алăкне уçсанах шак хытса тăчĕ. Вăл тӳрех ним сăмах та чĕнеймерĕ. Алăк умĕнче шурă простынь пĕркеннĕ, пичĕ-куçĕ юнланса пĕтнĕ йăмăкĕ тăра парать.
— Вера, нумайччен çавăн пек тăратпăр-и? Тен, эсĕ мана кĕртĕн?
— Марина, эсех-и ку? Паян сана машин çапса кайнă тесе шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Эсĕ... эсĕ... çук, пулма пултараймасть. Мана куçа курăнать пулинех. Ара, çын чунĕ хĕрĕх кун хушши ку тĕнчере çӳрет теççĕ те. — Вера сăх сăхса илчĕ.
— Аппаçăм, ан лапăртат-ха, эпĕ ку, сан юратнă йăмăку, сывах.
Аппăшĕ йăмăкĕ çине тĕлĕнерех, сăнаса пăхрĕ.
— Пĕлетĕн-и, Вера, паян тĕлĕнмелле кун...
Йăмăкĕ хăйĕнпе пулса иртнĕ ĕç-пуçа каласа кăтартма пуçларĕ. Аппăшĕ тĕлĕннипе пĕр сăмах та хушаймарĕ. «Пулма пултараймасть... Ах, Турă!» - пăшăлтат-ма çеç пултарчĕ вăл.
* * *
Ăшă вырăн çинче иккĕн киленсе выртаççĕ. Арçын хĕрĕн вăрăм çӳçĕпе вылять, хĕр хĕвел пек ăшшăн кулать.
— Акă тинех, хĕвелĕм, иксĕмĕр юлтăмăр. Тек пире никам та кансĕрлемĕ, юратăвăм. Иксĕмĕр çак çутă тĕнчепе киленсе пурăнăпăр... — ăшшăн ыталарĕ Дима сарă çӳçлĕ пикене.
— Çапла, савниçĕм... Эпир нихăçан та пĕр-пĕринчен уйрăлмăпăр, — чăп! чуптурĕ хĕр арçынна. — Халĕ вăрттăн тĕл пулма та пăрахатпăр ĕнтĕ... Ă-ă-ă... Хăçан эпĕ сан пата куçăп?
— Кĕт пăртак. Ыран е тепĕр кун Маринăна пытарăпăр. Вара ик-виç кунтан куçма та пултаратăн, чĕкеçĕм.
Тепĕртакран еркĕнсем тутлă ыйха путрĕç. Çăлтăрсем намăса пĕлмен мăшăртан тĕлĕнсе пăхрĕç, тĕнче усалланса пыни пирки сăмах тапратрĕç. Çутă уйăх вĕсене лăплантарма тăрăшрĕ.
* * *
Çулталăк иртрĕ. Питĕ йывăр пулчĕ Маринăна. Дима мĕншĕн Турă каçарайми усал ĕç тунине те пĕлчĕ. Ăна вăл малтанах сисмен мар. Çемьене аркатас темен çеç, чĕнмен, чăтнă. Ку йăпăртлăх çыхлану çеç пулĕ тесе, çук иккен. Мĕншĕн арçынсем çумри хĕрарăма юратма, хисеплеме пĕлмеççĕ-ши? «Акă сан телейӳ, çумрах!» — тесе те кăшкăрас килет тепĕр чух, çук, вĕсем хăлхасăр, илтмеççĕ. Темле вăй вĕсене ялан айккинелле туртать...
Марина Дима патне кашни эрнере тенĕ пекех шăнкăравларĕ. «Кам ку?» тесе ыйтсан «Эпĕ ку, сан мăшăру» тесе хуравларĕ вăл. Лешĕ сăмах чĕнейми пулатчĕ. Çулталăк хушшинче арçын нумай ватăлчĕ. Çĕнĕ арăм усалтан хăрушă пулчĕ, килтен кăларса ярассипе те хăратрĕ. Акă тата Марина чунĕ шăнкăравлать, ăна канăç памасть. Тĕлĕкре те Дима Маринăпах аташрĕ.
Паян Марина ирех тăрса ларчĕ. Чуна çӳçентерекен темле туйăм çан-çурăма хĕснĕçемĕн хĕсет. Пуç çине часах темĕн йăтăнса анас пек туйăнать. Чĕре усала сиснĕн хыттăн тапать, ăш вăркать. Упăшкине курас, ун куçĕнчен пăхас шухăш хĕрарăмăн пуçĕнчен каймарĕ. Хĕрарăмăн юратнă мăшăрĕ ун пурнăçне «татма» хал çитернĕ, ют хĕрарăм пылакне тутанса ун вăйĕнчен иртеймен, мĕскĕн!
Çиччĕ çитсе пырать. Маринăн упăшки ĕçе кайма çак сехетре тухаканччĕ. Хĕрарăм тумланчĕ те хăй малтан пурăннă тĕле уттарчĕ. Акă палланă çурт. Часах подъезд алăкĕ уçăлчĕ. Вăл!.. Халĕ Дима яланхи пек шукăль тумланман. Пиншакĕ те кивелнĕ, шалпарланнă. Вăл хăйĕн çине такам тинкернине туйрĕ пулмалла. Арçын шурă хурăн тĕлĕнче тăракан хĕрарăм енне пăхрĕ. Упăшкипе арăмĕн куçĕсем тĕл пулчĕç. Дима шарт! сикрĕ. Çук! Вăл вилнĕ-çке-ха. Вера, ун аппăшĕ, ăна пытарнă терĕ. Арçын тухса каясла тапакан чĕрине ярса илчĕ, вăй пĕтсе çитрĕ.
— Марина, каçарсам мана, ухмаха, каçарсам!.. Мĕншĕн чĕнместĕн? Кала-ха ĕнтĕ мĕн те пулин Пĕлетĕп, эпĕ айăплă сан умра... — арçын чĕркуçленсе ларчĕ. — Эсĕ мана... — сасартăк Димăн чĕри тапма чарăнчĕ, вăл тĕшĕрĕлсе анчĕ.
Арăмĕ упăшки çине чылайччен пăхса тăчĕ те: «Турă каçарĕ», — терĕ. Хĕрарăм вăрт çаврăнчĕ те малалла çирĕппĕн утса кайрĕ. Унăн шĕвĕр кĕлеллĕ пушмакĕн сасси тахçанччен янăраса тăчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...