Кĕвĕ
Урам шупка кăвак тĕслĕ. Унта юр пĕрчисем хĕвĕшеççĕ. Тĕлĕнмеллескерсем вĕсем: çĕр çине тем пеканса ларасшăн, анчах пултараймаççĕ. Вăйлă çил вĕсене вĕçтерет те вĕçтерет. Çавăнпа та, лайăхрах сăнаса тăрсан, чуна кăшт кулăшла пулса каять, «Айванскерсем!» — тесе кăшкăрас килет.
Урамран анаталларах, çулçисене тăкса пĕтермен тирексем хыçĕнче, анлă Атăл юхса выртать. Паян вăл лăпкă мар. Хумĕсем пĕр енчен тепĕр енне çаврăнса çапăнаççĕ, çыран хĕрринелле кумаççĕ. Пăрахутсем те курăнмаççĕ. Шурă юр пĕрчисем кăна хура та кăтрашкаллă уçлăхра шĕвĕр тимĕр пек çуталса паплă мар вырăналла вĕçеççĕ. Каç тĕксĕмĕ килнĕ. Хăш-хăш килте çутă çутнă. Урамра çын сахал. Темиçе хĕрарăм кăна, пĕчĕк ачисене хăйсем çумне пăчăртаса, автобус килессе кĕтеççĕ. Ачисем пулмасан вĕсем те çакăнта тăрас çук, утмалла. Автобусĕ хулара сайра çӳрет, тепре чухне кĕтсе илме те çук. Анчах хула çыннисем кунашкаллине тахçанах хăнăхнă та вăрçмасăр -тумасăр хăйсен çулĕсемпе танкăшаççĕ. Пĕр каласан, вĕсене автобус кирлех те мар: хулийĕ пĕчĕк, ниçта каймаллиех те çук. Хĕвел тухăçĕнче рабочисен поселокĕ вырнаçнă, кăнтăрта — ял. Çавăнта пурăнакансене кăна кансĕртерех.
Çакăн пек хуласем çинчен Артем нумай вуланă. Кĕнекесенче çырса кăтартнинене ĕненес пулсан, ун пек çĕрте çыннисем те урăхларах пулма кирлĕ. Мĕнле калас, хăюллăрах, ансатрах, тӳртĕрех темелле-ши? Анчах ун пеккине Артем нимĕн те асăрхамасть. Çыннисем çынсем пекех. Ĕçлеççĕ, тăрăшаççĕ, çемье çавăраççĕ, ача çуратса йăпанса пурăнаççĕ.
Артем хулана килни нумаях мар-ха. Институт хыççăн килчĕ те — пĕчченех-ха. Ашшĕ-амăшĕ те, тăванĕ-пĕтенĕ те кунта мар. Никам та çук. Юратнă, чунтан парăннă ĕç кăна чуна ăшăтатъ, пурнăçа тулли тăвать. Унталла-кунталла пăхма вăхăт çук, пĕтĕмпех ĕçе кӳлĕннĕ Артем.
Анчах та каçсерен кичем... Галя, юратнă хĕрĕ Галя аса килет... Чунĕ ыратать ун пек чух каччăн, юратнă хĕр патне çак самантрах вĕçсе çитес, ăна ыталаса чуп тăвас килет...
Каçсерен Артем Атăл хĕрринчи пысăках мар кафене çӳрет. Апатланать кунта вăл, хитре кĕвĕсем итлесе киленет, студент çулĕсене аса илет, малашлăх пирки ĕмĕтленет.
Паян та кунта çул тытнăскер, каçхи Атăл хĕррине килсе тăчĕ вăл. Çакăнта, таçта малта, пысăк хулара Галя пурăнать, Артем пекех каçсерен тунсăхпа асапланатъ, юрату сăмахĕсене пăшăлтатать.
Атăл, Атăл... Унра та — кичемлĕх, унра та — шуйхашу. Пысăк тăвăл. Юр пĕрчисем вара Артем пит-куçне çупăрласа илеççĕ те малалла вирхĕнеççĕ, Галя патне васканăн туйăнаççĕ.
Каччă кафене кĕчĕ. Хитре хĕрсемпе чипер каччăсем лараççĕ кунта. Кулаççĕ, савăнаççĕ, шӳтлеççĕ, пĕр-пĕринчен тăрăхлаççĕ, куç хĕсеççĕ, çума-çумăн сĕртĕнеççĕ.
Артем хăйĕн яланхи вырăнĕнчех — кĕтесри сĕтел хушшинче. Яланхиллех пĕччен. Тепĕр тесен, кунта пурте яланхиллех; апачĕ-шывĕ те, яш-кĕрĕмĕ те, ташши-юрри те. Çапах та лайăх кунта. Çынсене куратăн, кĕвĕ хыççăн кĕвĕ итлесе чуна çемçететĕн. Лайăх пулать пек ăшра. Хитре, таса пурăнас килет пек. Тата — юрату... Вăл — çутă, вăл — илемлĕ, вăл — асамлă! Кунта, кафере, татах та черчен, юмахри пек курăнать вăл. Сывлама та урăхла сывланăн туйăнать кунта Артема.
Кĕвĕ хыççăн кĕвĕ... Пĕри тепринчен илемлĕрех, çемçерех. Чуна йăпатаççĕ, чуна сӳлештереççĕ, чуна пĕçертеççĕ, чуна хытараççĕ, куçран куççуль кăлараççĕ вĕсем. Ах, тупата, мĕн чухлĕ хитре сасă, мĕн чухлĕ янравлă кĕвĕ тĕнчере!
Акă тата тепĕр кĕвĕ çитрĕ... Пĕрремĕш хут янăрать вăл çак кафере, Артем ăна кунта унччен илтмен. Анчах та... Анчах та ăна вăл таçта, урăх çĕрте илтнĕ, Артем ăна астăвать... Астăвать кăна мар, вăл унăн чĕринче упранса юлнă...
Кĕвĕ вăйлăрах та вăйлăрах янăрать, каччă чĕри хытăрах та хытăрах тапать. Çав тери палланă, чуна шуйхаштаракан кĕвĕ! Кĕвĕ, кĕвĕ! Пурнăçра йĕр хăварнă кĕвĕ!
Артем куçĕсем пин-пин çухрăмрине курас тенĕн хытса тăчĕç, пĕр çĕрелле пăхрĕç. Аса илчĕ вăл, аса илчĕ! Епле-ха аса илеймĕн! Пин-пин кĕвĕ хушшинче ăна вăл уйăрать, паянтан вăл кĕвĕ унăн ăшĕнчен каймĕ, мĕн ĕмĕр тăршшĕ ăна малашлăха, инçетлĕхе йыхăрĕ, унăн пурнăç илемĕ пулса тăрĕ. Пĕлет çакна халĕ Артем, туять çакна, çавăнпа вăл пĕрре шуралса, тепре хĕрелсе каять.
Кĕвĕ, кĕвĕ, кĕвĕ... Епле асамлă иккен вăл, мĕн чухлĕ вăй, мĕн чухлĕ хĕрӳлĕх унра!
Ытлата майĕпен, пин-пин çухрăмран ывăнса, вăйсăрланса килекен сасă пек, пуçа аса илӳ килчĕ. Пĕр ыратусăр, ыррăн, çуттăн, ачашшăн килчĕ вăл. Артемăн куçĕ умне симĕс йывăçсем, Галя тухса тăчĕç...
Каç. Подъезд умĕнче кăна вăйсăр çутăсем. Вĕсем сыв пуллашаççĕ. Тахăш хутри уçă чӳречерен халĕ янăракан кĕвĕ сăрхăнатчĕ. Илемлĕскер, савăнăçлăскер, шухăшсемпе сип-симĕс кавирлĕ уйсене, çамрăк вăрман катисене, тăп-тăрă шывлă кӳлĕсем хĕррине илĕртекенскерччĕ вăл. Артем та, Галя та чĕнмесĕр итлерĕç ăна.
Анчах та пĕр кĕтмен-туман çĕртен кĕвĕ чарăнчĕ. Такамăн кăнттам алли сӳнтерчĕ унăн янăравлăхне. Çакă илемлĕ пурнăçа килнĕ çамрăк ачан ĕмĕрне татнăн, унăн ĕмĕрне такам пĕр шелсĕр пĕтерчĕ.
— Мĕншĕн чартăр, ярăр! — кăшкăрчĕ Артем çӳллĕ çурт çине пăхса. Кĕвĕ те пулмарĕ тек, хурав та. Вара вăл Галя çине ыйтуллăн тинкерчĕ.
— Илтетĕн, илтетĕн тусăм, кайран пурпĕрех илтетĕн ку кĕвве, — лăплантарчĕ ăна хĕр.
Вĕсем сыв пуллашрĕç. Кĕвĕ çинчен маннăччĕ...
Итлерĕ, итлерĕ халĕ кĕвве Артем. Чĕрĕ çынпа тепĕр хут тĕл пулнăнах туйăнчĕ. Çакăншăн вăл Турра тав турĕ.
— Тепĕр хут итлесчĕ тин çеç янранă кĕвве... — пычĕ каччă залра çӳрекен хĕр патне.
— Каялла çавăрас килмест, — хуравларĕ лешĕ типпĕн.
— Питĕ ыйтатăп...
— Апла пулсан... Кăшт тăхтăр...
Пĕрре, иккĕ, виççĕ... татах та татах хатĕрччĕ Артем ăна итлеме, унпа киленме.
Ӑшра — çулăм. Кăкăра хĕртет. Галя, Галя куç умĕнче. Çуллахи каç. Симĕс йывăçсем. Подъезд. Кĕвĕ. Сыв пуллашни...
Çук, тек чăтаймасть Артем! Курмаллах, курмаллах савнине унăн! Çитет кунсене, каçсене шутласа пурăнма! Каймалла, каймаплах, Галя патне çитмелле!
Артем каферен тухрĕ те Галя патне шăнкăравларĕ.
— Пĕлетĕн-и, эпĕ халĕ çеç çав кĕвве темиçе хут пĕр чарăнмасăр итлерĕм! — терĕ вăл.
— Мĕнле кĕвве? — ăнланмарĕ Галя.
— Астăватăн-и, юлашки каç, сыв пуллашнă каç тахăш хваттертен илтĕнетчĕ?
— Э-э-э... — кулса ячĕ Галя. — Чăнахах-и? Вара?
— Тул çутăлнă-çутăлман сан пата пыма тухатăп. Эпир тек уйрăм пурăнма пултараймастпăр. Çапла-и, Галя?
— Çапла... — пăшăлтатрĕ хĕр.
— Кĕт мана!
— Кĕтетĕп... — каллех пăшăлтатрĕ хĕр.
Артем ăшĕнче пĕр самантлăха та сӳнмвн кĕвĕ тата та хытăрах янăрарĕ. Икĕ чĕре пĕрлешнĕшĕн, икĕ çамрăк телейлĕ пулнăшăн хĕпĕртесе татах та илемлĕрех пĕтем тенче çийĕн вĕçрĕ вăл.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...