Кукамайăн сар чăххи
Ир-каç çанталăк сулхăн тăрать. Кăнтăрла хĕвел ăшшăн пăхать пулин те, кĕркунне çитни çапах та паллă. Çулçăсем саралнă, пилеш çулçи, ав, хĕп-хĕрлех.
Шкултан килсен, Толя. яланхи пекех, кукамăшне пулăшма кайрĕ. Вĕсем халĕ çĕрулми кăлараççĕ.
— Кукамай, кур-ха! — тет вăл, тем пысăкăш çĕрулми кăтартса. — Чăн-чăн çын кĕлетки евĕрех.
— Сысна çури пысăкăш-çке ку, — тет кукамăш,Толя аллинчи мыскараллă çимĕçе илсе пăхса.
Вĕсем иккĕшĕ те савăнăçлăн кулаççĕ. Çĕрĕ питĕ кăпăшка пирки арçын ача çĕрулмине йывăç кĕреçепе сирпĕтет кăна. Кунтах чăххисем те чаваланса çӳреççĕ. Тăрăшсах тем шыраççĕ, тем сăхаççĕ вĕсем. Ыттисем хушшинче пĕр сап-сарă чăх уйрăмах палăрать. «Урăх сурт» тетчĕ кукамăш ун пирки. Инкубатортан чĕп илсе килнĕ чухне темле ăнсăртран лекнĕ иккен вăл. Ыттисенчен тĕсĕпе илемлĕн уйрăлса тăнăран-ши, Толя çав сар сăмсаллă чĕппе пуринчен ытларах юрататчĕ. Çитĕнсе çитсен, пысăкăшĕпе те самаях палăрса тăратчĕ вăл. «Ку чăх çăмарта туса чĕп кăларсан, питĕ аван пулмалла та...» — ĕмĕтленетчĕ кукамăш, ун çине юратса пăхса.
Анчах вĕсен ĕмĕтленни кăлăхах пулчĕ. Çав чăх çăмартисене курасси пулмарĕ. Вăл çу каçиччен пĕр çăмарта та туса памарĕ.
— Аптрамалла, — ӳпкелешрĕ кукамăш пĕрмай. — Хăй чиперех кăтиклет, анчах çăмартисене йăвара курма çук, таçта тăвать...
Паян вара, çĕрулми кăларса пĕтерсен, кукамăш чăх пусасшăн, мунча хутса кĕресшĕн...
Толя шухăша путрĕ. Пурпĕрех çăмарта тумасть тесе, кукамăш çав чăхха пусасшăн мар пуль те. Вăл текех пĕсехине каçăртса какаласа çӳреймĕ вара.
— Кукамай! — кăшкăрчĕ Толя çĕрулми аврине пĕр çĕрелле пухакан кукамăшне. — Хăш автанне пусасшăн эсĕ?
Епле автанне тата? Автанĕсем вĕсем халлĕхе пурăнччăр-ха, ирхине авăтни те мĕне тăрать.
Хăш чăххине пусатăн эппин?
— Хăшне пултăр, саррине, паллах. Çăмартатуманнине, — тӳрех каласа хучĕ кукамăш. — Çу каçипе пĕр çăмарта та туса памарĕ те, луччă çавна пусас, çĕрулми кăларса пĕтернĕ ятпа чăх яшки çиес...
Толя пуçне чикрĕ. Нимĕн те тăваймăн, хăйĕнчен аслисемпе тавлашма хăнăхман вăл.
— Эпĕ чăхсене витене апат парса хупам-ха, унсăрăн тытма çук вĕсене. Кӳршĕри Иван мучисем те паян çĕрулми кăларса пĕтереççĕ, вĕсем те мунча хутасшăн. Пĕрле хутăпăр, — терĕ те кукамăш картишнелле утса кайрĕ.
Çĕрулми йăранĕ вĕçне тухасси нумай та юлмарĕ ĕнтĕ. Унтан шĕшкĕлĕх пуçланать. Шĕшкĕлĕх çумĕнче хăмла çырли тĕмĕсем, унтах çĕмĕртпе пилеш. Ĕçлесе ывăннă хыççăн Тольăпа кукамăш ялан çавăнта ларса канаççĕ. Арçын ачан халĕ те юлашки йăрансене хăвăртрах кăларса пĕтерсе хĕрлĕ, сарă çулçă тăкăннă çерем çинче выртса йăваланасси, шĕшкĕ тĕмĕсем айĕнче мăйăр шыраса пăхасси килчĕ. Анчах çав сарă чăх ун пуçĕнчен пĕр самантлăха та туха пĕлмерĕ. Ача ăнсăртран темелле пуçне сылтăмалла çавăрса пăхрĕ. Пăхрĕ те пĕр вырăнтах хытса тăчĕ. Тĕлĕннипе сывлама та чарăнчĕ. Хăй куçне хăйĕн те ĕненес килмерĕ унăн: çĕрулми йăранĕ хушшинче, пысăках мар лупашкара, пĕр купа çăмарта выртать! Пĕр аллă-утмăл та пулĕ унта. Толя пĕшкĕнсе ларчĕ те çав çăмартасене çавăркаласа пăхрĕ. Вĕсем ытти чăхсенни пек шурă мар, темле кăшт сарăрах, кĕренрех тĕслĕ.
— Ак ăçта туса пурăннă вăл çăмартисене! — хĕпĕртенипе сасăпах кăшкăрса ячĕ Толя. Пуçĕнче пĕр шухăш вĕçсе илчĕ: пусмалла мар сарă чăхха!
Вăл çавăнтах аллинчи йывăç кĕреçине пăрахрĕ те картишнелле пĕтĕм вăйран чупрĕ.
— Кукамай! — хыпăнса кăшкăрчĕ вăл ӳке-ӳке чупнă çĕртех. — Кукамай, ан тив сарă чăхха!
Вăл пахча алăкне уçса картишне вирхĕнсе кĕнĕ çĕре кукамăш чăхха хăрах аллипе çатăрласа тытнăччĕ ĕнтĕ. Лешĕ, хăйне пусасса сиснĕн, мĕнпур вăйран кăшкăрашать, çуначĕпе çапкалашать.
Çиçĕм пек хăвăрт чупса çитрĕ кукамăш патне Толя, унăн çĕçĕллĕ аллине кап ярса тытрĕ. Çав самантпа усă курса, сарă чăх карчăк аллинчен вĕçерĕнчĕ те уçă алăкран пахчаналла вирхĕнчĕ, кăтикле-кăтикле шĕшкĕлĕх айне кĕрсе çухалчĕ.
— Кукамай! — хашлата-хашлата калаçрĕ ача, — ан тив эсĕ ăна. Тепĕр çул вăл сана çăмарта тата нумайрах туса парĕ-ха. Халь атя-ха манпа!!!
Кукамăш, нимĕн ăнланмасăр, Толя çине тинкерсе пăхрĕ. Лешĕ ăна аллинчен çавăтрĕ те пахчаналла илсе тухрĕ, çĕрулми ани вĕçнелле ертсе кайрĕ. Лупашкара купаланса выртакан çăмартасене курсан, кукамăш икĕ аллине те шарт çапрĕ:
— Ак япала! — унтан, пĕр çăмартине тытса, куçĕ патнерех илсе пычĕ те çавăркалăса пăхрĕ.
— Ха, епле шултра. Тĕсĕ те урăхларах...
Кукамăш Тольăна кĕлетрен карçинкка илсе килме хушрĕ. Вĕсем çăмартасене пĕрерĕн-пĕрерĕн çав карçинккана хума тытăнчĕç. Хурас умĕн ватă çын çăмартасене хăлхи. патне тытса силле-силле пăхрĕ. Пăсăлнисем сахал пулчĕç.
— Кукамайăн сар чăххи сар çăмарта тăвать, тет, — карçинккине килнелле телейлĕн йăтса утнă май сăвăласа пычĕ Толя.
Каçхине мунча кĕрсе тухрĕç. Мунча хыççăн вĕсем патне Иван мучипе карчăкĕ каçрĕç. Укçине кинеми пĕр чашăк пыл çĕкленĕ. Пурте кĕрекене вырнаçса ларчĕç. Сĕтел çинче тăварланă кăмпа та, рис пăтти те, çĕрулми кукăлĕ те пур. Чи варринче, тăм чашăкра, хайхи сарă чăх çăмартисем.
Кӳршисене кукамăш тутлă апат-çимĕçпе хăналарĕ, Толя вара вĕсене чăх çăмартисене мĕнле тупни çинчен каласа кăтартрĕ. Хăнисем сĕтел варринче ларакан тăм чашăкри çăмартасене кула-кулах «кам паттăр» тесе хире-хирĕç шаккаса шуратса çирĕç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...