Мăшăр çăлтăр
Çутăсем, çутăсем...
Пĕрре хĕсĕнсе те тепре яр-уççăн хĕмленсе çиçекен йăлтăркка куçсем...
Мĕн чухлĕн эсир ман тавра, мĕнле йышлăн! Эпĕ сире шутлатăп-шутлатăп, çаплах шутласа кăлараймастăп: нумайăн, питĕ нумайăн эсир, вутла ялкăшан пăнчăсем!
Çӳлтех, ак, хам çире, такам туртса карăнтарнă чатăр евĕр тӳпере, пин-пин, мĕльюн-мĕльюн ялт çутса янă хунар. Хура кăвак шăналăк çине сапаланă ахахсем пекех çиçеççĕ вĕсем каç тĕттĕмĕнче. Лаши чуманрах пулнăран-и, уйăх тухса ĕлкĕреймен-ха. Çавна пула пушшех те вăйла алхаснăн туйăнаççĕ çăлтăрсем. Вĕсем, тем каварлашнăн, пĕрне-пĕри хĕтĕртсе, мĕлт те мĕлт куç хĕсеççĕ; е тĕлĕннĕн, чарăлса, — ай-туруях! — кăварла çунаççĕ; е çавăнтах хӳрипе сулаççĕ те, пултăрах, пултăр, маншăн пурпĕрех, тенĕн, йăрăл-л йăрăлтатса чăмаççĕ аялалла... Мĕн хытса тăратăн, часрах кил, хăвăртрах хутшăн пирĕн вăййа! — хистеççĕ, йыхăраççĕ мана та.
Пысăкран пысăк ытам тума хăнăхнă мăн хулан кăкри те тӳперинчен кая мар çеçтенкĕре. Вăл йăлтах йăлтăр-ялтăр теветлĕ. Туй пики евĕрех. Каснă-лартнă туй пики. Мăя çине мăя çакса тултарнă та, е унталла ывăтса ярăмлантарнă шăрçисене, е кунталла. Ташлама черетсĕр кăларнипе хĕпĕртенĕ инке-арăм пекех, ухăнаççĕ те виçĕнеççĕ вĕсем, саркалана-саркалана çунатланаççĕ, — юнашар тăрса йăкăртатаççĕ, пĕр-пĕрин хушшине хĕсĕне-хĕсĕне кĕрсе хĕресленеççĕ, юлашкинчен хутшăнса, пĕрлешсех каяççĕ. Вара пĕлсе пĕтер, шыраса туп — хăшĕ хăшне ыталанă та хăшĕ хăшне чуптунă!.. Шултра куçлă кантăксем çеç сăпай. Яланах лăпкă вĕсем, яланах йăваш. Вĕсенчен кирек хăçан та чун-чĕрене канлĕхпе килентерекен килйыш ăшши сăрăхать...
Яра куна ĕçре пулнă халăх — канура. Çилсĕртерех çанталăкри вăйсăр хум евĕр тӳлеккĕн чӳхенсе сипленет вăл каç сĕтекĕпе. Ирĕкленсе сипленет. Никам ниçта васкамасть-тĕркĕшмест, никам ниçта хыпаланмасть. Утаççĕ манаçлăн, ярпайса. Пĕрисем хулран хула тытăннă, теприсем — пĕчченех. Çакăнта, мĕн чухлĕн вĕсем çакăнта, хăрахсем хушшинче, мерченсем?! Ах, эсир, мăшăр йăлтăрккасем!.. Манха çак териех илĕртме пăхатăр-ши, мĕн тума-ха ют çын чĕрипе вылясшăн тертленетĕр çакнашкалах?..
Эпĕ, тутлă ĕмĕте путнă та, никама курмастăп, нимĕне асăрхамастăп. Ман умра пурĕ те пĕр çын, пĕр сăн — вăл. Хам пекех тунсăхланăскер, пуçне пăртак тайнă. Илĕртӳллĕн те ачашшăн тайнă. Куçĕсем вара, чăмăр та çаврака куçĕсем, вут-хĕмĕн ялкăшаççĕ. Çунса кулаççĕ. Ыталаççĕ те вĕсем мана, чуптăваççĕ те. Шутсăр, чамасăр нумай чуптăваççĕ...
Нихăçан уйрăлми, ĕмĕрне манăçми мăшăр çăлтăрăм! Эпĕ сире хӳсе çăван çумăр витĕр те, асар-писер урса кайнă çил-тăман урлă та лайах куратăп. Эсир мĕльюн-мĕльярд çутă хушшинче те паллă — эпĕ сире кирек ăçта та туххăмрах уйăрса илме пултаратăп. Ку кăна та мар. Сирĕн асамлă вăйăр мана хăрушлăхран хăтăлма, йывăрлăха çĕнтерме пулăшать, вăлах тем тĕрлĕ инçелĕхе те самантрах çывăхлатса хурать. Апла пулсан малашне те пĕрле, яланах çапла юнашар пулсамăрччĕ, чунăма çунат хушса çиçекен аякри икĕ çуттăм, икĕ кăварăм. Яланах, ĕмĕр-ĕмĕрех.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...