Юн
Вĕçнĕ хаяррăн, нимрен хăрамасăр
Ӳт шыракан пульăсем шăхăрса.
Аслă вăрман варринче хускалмасăр
Выртнă яш çын вĕри юн юхтарса.
Вăрçă таçта аякка сулăнсассăн,
Кутăн чаксассăн ылханлă тăшман,
Юн шăршине сиссе имĕш хавассăн,
Каччă çине вĕçсе аннă çăхан.
Выçă çăхан! Ун ури çине пуснă,
Вичкĕн сăмси те ăмсаннă сăхма!
Каччă чĕтреннĕ, куçне хăвăрт уçнă:
— Çук, парас çук эп сана юнăма!
Çăткăн! Эй, ан кăранклат чĕрĕ юншăн,
Вăл пурпĕрех сан пырна çăвас çук!..
Савнă аннем асапланнă-çке уншăн,
Хăйĕн юнне ман ӳте панă чух.
Савнă аннем! Пукане пек ачашăн,
Тен, вăхăт-вăхăт курман ыйхине —
Ырă сунса çĕр каçах вăл ачашшăн,
Шăппăн юрланă сăпка юррине:
«Çамрăк аннӳ юратать сана, чунăм,
Пысăк пул, ывăлăм, паттăр çын пул».
Ырлăх, телей, çутă пурăнăç суннă,
Суннă мана анне вăрăм кун-çул.
Пурнăç, кун-çул!.. Ан çыхлан, пилсĕр кайăк!
Йăлтăр хĕвел, шăппăн тух ман тĕле.
Сыввăн тăрса, эп хамах утса кайăп,
Кайăп та кĕрĕп тăшман çинелле!
Хĕсĕк куçна эс ан тавăр хăрушшăн!
Пурпĕр ĕçеймĕн ман чĕрĕ юна.
Аслă çĕршывшăн, мухтавлă ăрушăн,
Ирĕк кун-çулшăн эп парăп ăна.
Каччă хускалнă, шарт сикнĕ çăханăн
Лăпсăр çуначĕ хумханнă вăш-ваш.
Паттăр çĕкленнĕ, хĕвел ялтăранă,
Уçă çанталăк сывланă йăваш.
Паттăр вĕри суранне лăпкăн тытнă.
— Курăпăр, — тенĕ вăл, — хăшĕ-хăшне!
Çак шухăшпа тăшмансем енне утнă,
Утнă вăл пурнăç илме — вут ăшне.
Геннадий, 1966 Канаш хули, врач (2017-07-10 17:05:10):
Эпĕ шкулта вĕреннĕ чух çакă сăвва каласа конкурсра çĕнтернĕччĕ.Ун чухнехи шкул программине кĕмесчĕ çак сăвă.Библиотекăра та тупма пулмарĕ ăна ун чухне.Çак сăвва манăн анне çамрăк чух вĕреннĕ пулнă.Вара вăл сăмахĕсене мана каласа пачĕ.Чуна пырса тивекен сăвă