Ырă ят


Çĕрлехи çапăçу чакаланă сăрта

Çутатать ирхи шуçăм — çут ылтăн.

Сывлăм ӳкнĕ варта çамрăк паттăр выртать,

Пăшалне чăмăртанă хăй хыттăн.

 

Ӳксе выртнă çĕртен юлташне вăл шырать.

Вăйсăр куçĕ ун, вилĕм пек, сыхă...

Тăван мар-çке умра,

савни мар-çке çумра, —

Палламан хĕр сӳтет шурă çыхă.

 

«Ан та тăрăш, юлташ, —

илтĕнет лăпкă сас, —

Сăрхăнать юлашки чĕрĕ юнăм;

Ӳте пуля кăшлать, ăша тимĕр касать,

Сивĕ вилĕм туять çамрăк чунăм.

 

Итлесем, ырă хĕр: илт савниçĕм ятне, —

Ман чĕре çумĕнчех унăн адресĕ.

Аслă Атăл ялне, савнă тусăм патне

Ман çинчен пĕлтерсе çыру яр эсĕ.

 

Эс пĕлтер ăна: вилĕм пăхсан куçăмран,

Çӳçенсе каялла эп чакмарăм.

Куç курми тăвăлра, чарăнми çулăмра

Эпĕ çапăçрăм çивĕч, хаяррăн.

 

Эс пĕлтерччĕ ăна: шухă çамрăк пуçа

Эп çĕршывăн телейĕшĕн патăм.

Пурнăçа юратса эп хупатăп куçа,

Çĕр çинче ман юлать ырă ятăм...»

 

Çӳлте çăлтăр сӳнет. Çĕре сывлăм çăвать.

Пĕлĕте сар хĕвел ыталасшăн.

Ырă хĕр çамрăка питĕнчен чуп тăвать,

Çурхи ăшă чечек пек йăвашшăн.

 

Çĕрлехи çапăçу чакаланă сăрта

Шăратса çутатать ирхи ылтăн.

Ешĕл сулхăн варта çамрăк паттăр выртать,

Пăшалне чăмăртанă хăй хыттăн.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Антон (2017-05-31 19:50:54):

Александр Алка вещтех таран щырса пана

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Лариса (2021-03-02 20:42:27):

Манăн чи юратнă сăвăсенчен пĕри...

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: