Тăвăр çул
— Мĕнле çук, мĕнле çук?.. — сиксе тăрать тепĕр «таркăнĕ». — Эпир хамăр вулĕпе çеç тухса кайман вĕт, пире хут панă. Ĕненместĕр пулсан, Ильинран хăйĕнчен ыйтăр. Ăçтаччĕ-ха çав расрешенийĕ, чим-ха, чим...
— Эсĕ те лар! Нимĕнле хут та кирлĕ мар, — вичкĕн çĕçĕпе каснă пекех пат татаççĕ унăн сăмахне. — Ильин парĕ вăл... Малашне халăхран ыйтмасăр ниçта та каймастăр.
Юлашкинчен черет председатель суйласси патне çитрĕ.
Ку ыйтупа сăмах пуринчен малтан Сарманкин илчĕ.
— Пирĕн шутпа, юлташсем, колхоз председателĕнче Ильинах хăвармалла.
Халăх, çĕр каçа çакна çеç кĕтсе ларнă тейĕн, кĕр-р кĕрлесе кайрĕ.
— Çук-çук, ан та калаçăр, кирлĕ мар! Ильин пире икĕ çул ĕçлесе кăтартрĕ ĕнтĕ...
— Парти райкомĕ те ăна лайăх ĕçленĕ тесе каламасть. Начар ĕçленĕ Ильин. Анчах председателе пĕр вĕçĕмсĕр улăштарса тăни те ырă мар-çке-ха...
— Ун умĕнхине ма улăштартăр, Петрова? Вăл лайăхчĕ-çке. Колхозшăн пĕтĕм чунĕпе тăрăшатчĕ. Каялла парăр ăна пире.
— Ун пек мар ĕнтĕ, юлташсем. Петров районта кирлĕ. — Унтан çирĕппĕн: — Ан кулянăр, малашне Ильин та аванах ĕçлĕ. Тăрăшса ĕçлеме хушăпăр эпир ăна, контроллесех тăрăпăр. Шупашкартан курсне пĕтерсе килтĕр те акă...
Нумай калаçрĕç, нумай сăмахларĕç ял çыннисем. Сасăлама та, Сарманкин «тĕрĕсмарлăхсем» тупса пынине пула, пĕр хут кăна мар сасăларĕç. Унтан, алă çĕкле-çĕкле ывăнчĕç пулмалла та, колхоз председателĕнче Ильинах хăварчĕç: тепĕр çул ĕçлесе пăхтăр эппин...
Пуху хĕвел тухас умĕн тин саланчĕ.
* * *
Ман умра каллех çул. Çав çулах. Эпĕ каллех Вăрăмкаса килетĕп. Анчах хальхинче ятарласа курма.
Хаçатçăн ĕçĕ çавнашкал-çке — вăл ялан çӳрет, нихăçан пĕр вырăнта лармасть. Манăн та акă, çак ăрăскалăма пулах, çĕнĕрен ку таврана килсе çакланма тивĕçрĕ. Апла пулсан, епле кăсăкланмăн-ха Вăрăмкаспа?
— Унта-и? Пысăк улшăнусем пулса иртрĕç унта пĕлтĕртенпе, — чăннипех те савăнса пĕлтерчĕç парти райкомĕнче. — Ильина колхоз председателĕнчен çур çултанах кăларма тиврĕ. Юрăхсăр çын вăл ку ĕçре. Ун вырăнне Петровах лартрăмăр. Колхозниксем хăйсем ыйтса илчĕç. Кун пек туни терĕс те пулчĕ. Халĕ унта ĕçсем пачах урăхла ĕнтĕ. Çĕнĕлле, паянхи кун хушнă пек пулса пыраççĕ вĕсем.
Эпĕ, утнă май, ирексĕрех иртнĕ çулхи лару-тăрăва аса илетĕп. Хăйпе хăех тухса тăчĕ вăл ман ума.
Пуху вĕçленнĕччĕ ентĕ, халăх, килĕсене саланас тесе, урамах тухнăччĕ, сасартăк мана пĕрле ларнă çынсем сырса илеççĕ. Мĕншĕн ун пек те мĕншĕн кун пек, ма çапла мар? — тăкăлтараççĕ кăна ыйтусем. Эпĕ, паллах, мĕн пултарнă таран явап пама тăрăшрăм. Анчах пурпĕрех тивĕçтерсе çитереймерĕм пулмалла.
— Çук, — терĕç колхозниксем татăклăн. — Капла хăтланнипе çеç пирĕн ĕç тухмĕ. Хуçалăх йĕркине пĕлмен çынпа эпир питех малалла каяймăпăр. Тĕрĕссипе, ку Сарманкин хĕсĕрленипе кăна пулчĕ-ха. Лешĕн вара ирĕксерлемеллех, мĕншĕн тесен Ильин ун хăй çынни, ăна вăл малтан та председателе хăех лартнă...
Ку чăннипех çаплине эпĕ хам та лайăх куртăм, лайăх ăнлантăм. Çавăнпа Сарманкинпа килĕшмерĕм те. Çак пуху пирки каярах хаçатра самай пысăк статья çапăнса тухрĕ. Унта ăнсартран пулнă çав пăтармахăн мĕнпур сăлтавне тĕпĕ-йĕрепе çырса кăтартнăччĕ.
Сăмах май çакна та каламалла. Сарманкин парти райкомĕнче ĕçлемест текех. Ун вырăнĕнче халь урăх çын. Пултаруллăскер, ăнланаканскер.
Çапла, вăхăт — пурнăç виçи, унран нимĕн те пытараймăн. Вăл, çап-çутă çуса тасатнă тĕкĕр евĕр, пурне те кăтартать, мĕнпур кукăр-макăра палăртса, тăрă шыв çине кăларать.
Ман умра каллех Вăрăммас çулĕ. Пĕлтĕрхи пекех, хир варрипе авкаланса та пăркаланса тасăлать вăл. Анчах... ун чухнехи çул мар ку. Пачах урăх. Ман умра тап-такăр та анлă çул. Çĕр купаласах хапартнă иккен ăна. Çавăнпа юр та лараймасть. Ун тăрăх машина хыççăн машина чупать. Тракторсем те пур. Хăйсем пурте тиевлĕ. Мĕнлерех кăна тиенĕ-ха?!
Çук, Вăрăмкасра улшăну пурри пирки эпĕ ним чухлĕ те иккĕленместĕп. Манăн халь пурĕ те, унта часрах çитсе, пĕтĕмпех хам куçпа курас килет. Çавăнпа мар-и васкатап та эпĕ ун еннелле.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...