Вăрçă ачисем
Çурла уйăхĕ вĕçленсе пырать. Хĕвел малтанхи хевтине çухатнăран самаях сулхăнланчĕ. Халĕ эпир пӳрнесене çурлапа кастарса тырă вырмастпăр. Пире, арçын хурăмĕ çапнă шĕвĕрсене, Петĕр тете - уй-хир бригадирĕ - урăх ĕç тупса пачĕ: ана çинчи çĕмелсене йĕтем çине турттармалла. Унта вĕсене çĕр пичĕ йĕпе-сапаран типсе çитиччен /пирвайхи шăнпа авăн çапма тытăнаççĕ/ капана хываççĕ.
Лаша çитмен пирки вăкăрпа турттаратпăр. Ыраш ани çинчен йĕтеме çитме çухрăм çурă-иккĕрен ытла мар. Апла пулин те кун каçипе тăваттă-пиллĕкрен ытла хутлаймастпăр. Мăран вăкăрсене чăпăрккапа ăшалани те, шĕшкĕ е çĕмĕрт хуллипе чашлаттарни те пулăшмасть - пыраççĕ хăйсене май лӳпперрĕн ланккаса. Çап, кăшкăр, хăрат - хăнк та тумаççĕ! Вăкăр мар, слон тейĕн. Хупах-хăлхисене юлхавлăн выляткаласа илеççĕ те каллех хӳрисене палтăртаттарма тытăнаççĕ, каллех утнă çĕртех тĕлĕреççĕ.
Чи малтан пире - Аркашпа иксĕмĕре - ку ĕçе Курпун Петĕрĕ шанса пачĕ. Иккĕн-иккĕнех: тиеме те, турттарма та çăмăлрах. Пĕри тилхепе тытса пырать, тепри ун-кун пăркаланакан чĕлхесĕр янавара хăвалать. Енчен те çул хĕрринче вăйлăрах чашкăракан ешĕл курăк асăрхарĕ пирĕн Буйвол - ун еннелле пăрăнса кĕмесĕр, тăррине те пулин татса хыпмасăр лăпланмасть.
Çулпа пĕр тантăшсем пулин те Аркаш манран пĕр шите яхăн çӳллĕрех, тĕреклĕрех. Çавăнпа бригадир ăна асли турĕ, эпĕ - ăна пулăшаканĕ. Вăкăрне те пире чи каскăннине, чи вăйлине пачĕ. Екке кайсан тулли лава темле сăртран та нăк! çеç туртса хăпарать. Картине лартаймарăн, майне пĕлмерĕн - çывăха та ан пыр. Чаркаланса тăрать те - пус, вĕлер, вырăнтан хускалмасть!
Ыттисем те икшерĕн. Анчах вĕсен выльăхĕсем - выльăхла. Çапах та эпир хамăра çирĕплетсе панă Буйволпа пĕр "чĕлхе" тупрăмăр-тупрăмăрах. Маларах пире курайманскер /шурă е хĕрлĕ куçĕпе çиллессĕн хайăрттарса пăхатчĕ/, каярахпа аванах итлекен пулчĕ.
Халь ĕнтĕ эпир ыттисенчен пĕрер лав ытларах хутлатпăр, тиессе те ытларах тиетпĕр. Аркаш аялтан йывăç сенĕкпе кĕлте парать, эпĕ вăл пăрахакан кĕлтесене урапана тăрăхла - икĕ ретĕн, пуçпа пуçăн тĕксе-майласа тăратăп. Эпĕ хам хурса-сарса пыракан кĕлтесемпе пĕрле çӳлелле хăпарнăçемĕн Аркаш сайрарах перет: йывăрри те йывăр, унсăр пуçне, ывăтнă кĕлте каялла ан ӳктĕр, кучĕпе хăвнах ĕнсерен ан тăрăнтартăр тесен ăна ман алă айнех пемелле. Çавăнпа та лав тăрри çӳлелле "тарса" пынăçемĕн чăм шыва ӳкнĕ юлташăм тарпа исленнĕ кĕпине хывса перет. Халь ĕнтĕ эпĕ ăна хăйне курмастăп, унăн нӳрленсе мутасланнă çӳçĕ-пуçĕ мĕлтлетнине кăна асăрхатăп. Хушăран-хушă аялтан кĕхлетни илтĕнет: "Хы-ык!" Пĕлетĕп: йывăр Аркаша. Çавăнпа та ăна пулăшма, улăштарма яланах хатĕр. Анчах юлташăм ман сĕнĕве хăлхана та чикмест: "Ан лăпăртат, Санькка-Сантăркка! Эпĕ те аран-аран паркалатăп та - санран, пыршу витĕр çил вĕрекен çара çĕрçирен, пулать-и! Тавай, тыт..."
Халь ĕнтĕ эпĕ те йывăр кĕлтесем чышнине пăхмасăрах кĕпене хывса перетĕп. Аркаш сайрарах ывăтнă хушăра манăн кăштах сывлăш çавăрса яма май пур.
Лере, катара, пĕччен путене тăлăххăн авăтать. Хăйне нихăçан та курма çук ăна: хăмăл-çĕмел хыçне пытаннă та мĕскĕннĕн сас парать. Ма яланах пĕччен-ши вăл? Кама йыхăрать-ши, кама кĕтет-ши? Пирĕн аттесем Хĕвел анăçĕнче хаяр та сĕмсĕр фашистсемпе çапăçаççĕ, Тăван çĕршыва хӳтĕлесе юн тăкаççĕ. Кунăн вара... Кунăн çемйине кам салатнă-ши çав териех хурланма? "Ĕçле, путене тусăм, ĕçле! - теессĕм килет манăн анне сăмахĕсемпе. - ĕç вăл темле хуйхă-суйхăна та мантарать, темле тарăн сурана та сиплет". Ав, Аркаш... Тепри ун вырăнĕнче пулас тăк чавсине çыртмалла! Ку вара тӳсет, шарламасть. Никама та палăртмасть хăй ăшĕнче явăнакан тĕтĕм-çулăма.
Пĕлтĕр Аркашсен пахчинче шăкăл-шăкăл калаçса кишĕр акнă чух килсе шаккарĕ вĕсен чӳречинчен усал инкек. Хĕрсе ĕç пынă вăхăтра сусăр Мирун пичче - колхоз почтальонĕ - юлташăма çатан урлах çыру тыттарчĕ. Хăй çавăнтах айăплăн пăхкаласа малалла васкарĕ.
Хуллен, васкамасăр уçрĕ Аркаш тăватă кĕтеслĕ "каçуннăй" конверта. Тепĕр самантран: "Çук, çук! Суя ку!" - тесе асаплăн, вăйсăррăн кăшкăрса ячĕ те аманнă ăмăрт кайăк чĕппи пек айккăн-майккăн пускаласа анкарти хыçнелле танкăлтатрĕ. Эпĕ вара юлташăм аллинчен тухса ӳкнĕ хут листине çĕклерĕм. Вăраххăн, кашни сăмаха сыпăкăн-сыпăкăн вуларăм вырăсла çырнă çырăва. "Ваш муж Грачев Семен Петрович геройски пал при взятии Кенигсберга..." тенĕ тĕле çитрĕм те Аркаш ашшĕ текех çут тĕнчере çуккишĕн хам айăплă пулнăн тутана çыртрăм.
Ульха аппа, хăй çине арман чулĕ пек йывăр хыпар йăтăнса аннине ĕненмесĕр, пĕр хушă хытса тăчĕ-тăчĕ те тинтерех çеç кăпкалатнă йăран çине мĕлке евĕр пĕр сассăр, хуллен лаплатрĕ... Час-часах чирлетчĕ вăл, вăрман касса турттарнă чух шăнса пăсăлнăскер. Пульница таврашне çӳремерĕ, хăйне йывăррине те çынна кăтартмарĕ - тӳсрĕ, чăтрĕ.
Ывăлĕ те амăшнех хывнă. Кил-çуртри пĕтĕм ĕç хăй çине тиеннĕ пулин те нихăçан та ахлатмастчĕ Аркаш, йынăшмастчĕ. Ав паян та вăл урапа айĕнче çăрăлакан пылчăка уямасăр /тин кăна вăйлă çумăр шарлаттарса иртрĕ/ пионерсен юратнă гимнне ĕнĕрлесе пырать: "Шăрантар эс, чăрсăр çил, хавас юрă..."
Лепренĕ çул Мăн çырманалла пăрăнчĕ. Тепри çак пурне те /уйрăмах пире, кĕлте турттаракансене/ тимлĕрех пулма хистекен тайлăм вырăнта асăрханнă пулĕччĕ те çав - Аркашшăн вара ним те ним мар!
Çумăрпа исленсе йывăрланнă урапа хăй еккипе малаллах - анаталла - йăрăлтатса кусрĕ. Лав çинчен сиксе аннă юлташăм паçăртанпах шывшăн кастаракан Буйвола пуçĕнчен пырса тытрĕ: асса ан кайтăр! Анчах та лешĕ Аркаша итлемесĕр кĕрлесе-кăпăкланса юхакан çырманалла талпăнчĕ. Тилхепене мĕн пур вăйран туртатăп пулин те вăкăр хăнк та тумарĕ, итлемерĕ.
Акă лав халь-халь тӳнсĕ каясла сылтăмалла тайăлчĕ. Ӳкесрен хăраса яртах тăсăлса выртрăм, пуслăхран çатăрласа тытрăм.
- Пăрах тилхепӳне! - кăшкăрчĕ Аркаш. - Сик хăвăртрах!
Хăй çавăнтах аллине Буйвол мăйракинчен вĕçертсе тайăлнă лава хулпуççийĕпе тĕревлерĕ.
Ĕнтĕ çыран сĕвеккинчен анса çитнĕпе пĕрехчĕ - кайри кускăç сулăнтăка çапăнчĕ те эпĕ, сывлăшра пĕр-икĕ хутчен хăлаçланкаласа илсе, юлташ пуçĕ урлах шĕвĕ пылчăк çине çатлатрăм. Сиксе тăтăм - Аркаш курăнмасть. Ăçта вăл? Мĕн пулнă ăна? Çапла шухăшлаоа илме ĕлкĕрнĕччĕ кăна - юнашарах, тӳнсе кайнă лав айĕнчен, вăйсăррăн йынăшни илтĕнчĕ: "...а-а! Санк-ка-а!" Тӳрех тавçăрса илтĕм: чи малтан пуслăха салтмалла! Карт! туртрăм та вĕрен вĕçĕнчен пушаннă пуслăх йĕпе тăпрана шăйăрттарса-чăрмаласа айккинелле хирĕнчĕ. Тиевлĕ лав самантрах саланса кайрĕ. Çавăнтах урхалăхпа сӳсмен чӳлĕкне салтса ятăм - турта хушшинче тапкаланакан Буйвол тинех хăрăлтатма чарăнчĕ. Унтан кĕлтесене унталла та кунталла вăркăнтарса купа айĕнчен Аркаша сĕтĕрсе кăлартăм. Йывăррăн, асаплăн сывларĕ вăл. Ура çине тăма хăтланчĕ – тăраймарĕ: кăшт çĕкленсенех вараланчăк кĕлтесем çине тĕшĕрĕлчĕ.
"Пульница... Хăвăртрах пульницăна!" - мĕлтлетрĕ пуçра.
Буйвола çĕнĕрен кӳлсе пĕтернĕ тĕлелле Мишшапа Тимуш хăваласа çитрĕç. Виçсĕмĕр Аркаша пушă лав çине çĕклесе вырттартăмăр та вăкăра пĕр тăхтамасăр ялалла хӳтертĕмĕр.
Çурма çулта Петĕр тете хирĕç пулчĕ. "Эх, нуша ачисем!" - терĕ бригадир пăвăнчăклăн, унтан Аркаша хăй тăрантасĕ çинĕ куçарса вырттарма хушрĕ.
...Икĕ уйăх ытла выртрĕ больницăра çурăм шăммипе урине амантнă юлташăм. Самайлансан эпир ăна унтан хамăрах кайса илтĕмĕр. Вăкăрпа мар, Петĕр пичче çырса панă чуман кĕсрепе!
Те чылайранпа уçă сывлăшра пулманран, те хускалнă пилĕкĕ канăç паманран карас пекех сарăччĕ Аркаш. Пит çăмартийĕсем путса кĕнĕ, янахĕ шĕвĕрĕлсе тухнă. Кĕлетки те ун кĕлетки мар, - çăвăр така пек çеç тăрса юлнă. Куçĕсем вара хăйĕн çав-çавах чăл-чал вылярĕç, пушаннă уй-хир тăрăх чупрĕç.
- Турттарса пĕтертĕм пулас эпĕ хамăнне, - терĕ Аркаш пĕр хушă чĕнмесĕр пынă хыççăн. - Тухтăрсем çулталăк хушши ĕç патне пыма хушмарĕç, унсăрăн каллех çапса антарма пултарать терĕç.
Чăн та, Аркашран текех пирĕнпе пĕрле кăр-каррăн та йăр-яррăн ĕçлесси пулмарĕ. Анчах та манмарăмăр эпир ăна, пĕччен хăвармарăмăр. Тăтăшах кĕрсе тухрăмăр ун патне, вăй çитнĕ таран пулăшрăмăр.
Аркаш çичĕ класран ытла вĕренеймерĕ. Шăллĕсене вара - Илюшпа Ваçука - вĕрентсе кăларчĕ-кăларчех.
Аркаш чылай хушă ял Канашĕн секретарĕнче ĕçлерĕ. Çавăн чухне вăл çырма-çатрапа кĕрешессине пирĕн таврара пуринчен малтан йĕркелесе ячĕ. Халь ĕнтĕ Мăн çырма икĕ енĕпе те улма-çырла сачĕ ешерет. Çырмине хăйне тимĕр-бетонпа пĕвеленĕ, нимле çурхи-кĕрхи шыв та татса каяймĕ. Çу каçипех йăлтăртатса выртать çап-çутă та тап-таса пĕве! Çакăншăн ял çыннисем чи малтан Аркадий Семенович Грачева, тахçан пирĕн хăюллă та çивĕч командир пулнă Аркаша, тав тăваççĕ...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...